Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫрӗ (тĕпĕ: каҫ) more information about the word form can be found here.
Пӳрт кӑштах ӑшӑнсан, ун патне Укаҫ каҫрӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ирхине Тимуш пуринчен те маларах вӑранчӗ те, кӗреҫе илсе, хӑйӗн патне каҫрӗ, малтан хапха умӗнче, унтан картишӗнче юр ывӑтрӗ — пӳрте кӗме те, лупасайнелле те, кӗлет умнелле те ҫулсем турӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мӑкӑльтетсе каҫрӗ те шатрун тӑрӑллӑ пысӑк пӳрт еннелле пӑрӑнчӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл шоферсене тем каларӗ те, аллине капюшонлӑ симӗс куртка кӗсйине чиксе, кӑтра ҫӳҫлӗ ҫара пуҫне ҫиле хирӗҫ пӗксе, ҫул урлӑ каҫрӗ, сӑрт пек ҫӗкленсе тӑракан тӑм купи ҫине ҫӑмӑллӑн чупса хӑпарчӗ, ту-чакӑл ҫамкинчи качака ҫулӗ пек кукӑр-макӑр ансӑр сукмакпа стройкӑн «тӗп урамӗ» еннелле кайса ҫухалчӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— А-а, Караҫӑм килнӗ! — икӗ аллине кӑнтарсах алӑк сулли урлӑ каҫрӗ Виссарион Игнатьевич.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виҫӗ пӑру тунӑ йӑмшак кӗлеткеллӗ ҫамрӑк ӗне шырлан урлӑ ҫӑмӑллӑнах каҫрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Урпаш урлӑ Герасим Федотович Якку пырӗ тӗлӗнче каҫрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӑрӑ шыв хӗррине тухрӗ те тепӗр енчи ҫырана каҫрӗ.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Ҫак вырӑна, Сӑрӑ шывӗн сулахай ҫыранне сылтӑм енчен пӗр юланут каҫрӗ.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӳме урлӑ сиксе каҫрӗ те, чӑхха куҫланӑ тилӗ пек, тӑлӑх арӑм ҫурчӗ еннелле йӑпшӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем хыҫҫӑн Аванкай старик те кӑшӑлтатса алӑк урати урлӑ каҫрӗ.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юр пек шап-шурӑ ут тата тепӗр хут вӑрӑммӑн кӗҫенсе ячӗ те чӗвен тӑрса каялла чакса кайрӗ, тусан ӑшӗнче выртакан кӳсе урлӑ сиксе каҫрӗ те, Савантерпе унӑн тусӗсене тусан айне туса, уҫӑ хирелле тапса сикрӗ…

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав каҫхине Микула кӳрше каҫрӗ.

Help to translate

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Таврӑннӑ кун ман ывӑлӑм йӗркеллех килте ҫӗр каҫрӗ.

Help to translate

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Ҫавна курса-туйса, Ула Тимӗр халӗ хӑй «хывнӑ хӳме урлӑ» вӑлт-валт «сиксе каҫрӗ» те Полина умне вӑшт пырса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр зажигалкине сӳнтерчӗ, вара, ҫыран хӗрринчи вӗтӗ чулсене пӑнчӑлт-пӑнчӑлт ӳкерсе, пӗр урипе хӑй тӑракан ҫӗртен вирлӗн каялла тапса ячӗ те хирӗҫле ҫырана тӳп! сиксе каҫрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасса тӳрех, пӗр вӑхӑтламасӑр хуравласшӑнччӗ, анчах пур-ҫук вӑй-халне кӑкӑрне капланса хӑпарнӑ ни ҫынла мар, ни тискер кайӑкла мар палламан савӑнӑҫ хумӗ хупласа хучӗ, ҫавна пула вӑл урӑх ниме те тимлемерӗ, нимӗнле шухӑш та сӳтсе аппаланмарӗ — хыпалансах ҫул урлӑ талкӑшса каҫрӗ те вӑрман сӗмлӗхнелле, ҫын сасси илтӗннӗ еннелле, ҫамрӑк выҫӑ кашкӑр пек тапса сикрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унти ҫерем тӳремрех пек туйӑнчӗ арҫынна, вара вӑл ҫавӑнта каҫрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хайхи арҫын карта урлӑ тӗк пек ҫӑмӑллӑн каҫрӗ те ун умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Мунча кӗме кайиччен тесе, Лена Лисук кинемее вӗри кукӑль ҫиме илсе каҫрӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed