Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнинех (тĕпĕ: кашни) more information about the word form can be found here.
Кашнинех пӗрер шӑхличӗпе пӑшал туянса памаллаччӗ пуль те, нухрачӗ ҫичӗ чул айӗнче выртни, вӑл хӗсӗкки пӗтерет.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Тӑхӑрвунӑ ҫула ҫитни – питӗ пӗлтерӗшлӗ событи, кашнинех ҫак хисеплӗ ҫула ӗмӗре яхӑн тӑсма пӳрменҫке!

Help to translate

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Кашнинех унта хутшӑнма, тӗпчев ирттерме сӗннӗ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

— Эпӗ ӳссе ҫитетӗп те пуканесем тӑвакан ҫӗре ӗҫлеме кӗретӗп, вара хамӑр ял хӗрачисене кашнинех пӗрер пукане туса паратӑп.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Халӑх тумӗ ытарайми илемӗпе, авалхи ӑрӑмлӑ вӑйӗпе кашнинех тыткӑнлать.

Help to translate

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Шурӑсен хваттерӗ тӗлӗнче ӑна пилӗк учитель хӑваласа ҫитнӗ, вӗсен аллисенче ҫамрӑк мӑшӑра пама кашнинех мӗнле те пулин парне пулнӑ…

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Проектсем пурте ял хуҫалӑх продукцине малтанхи майпа е тарӑннӑн тирпейлес ӗҫпе ҫыхӑннӑ, кашнинех мультипликаци хӑвачӗ пур, вӗсене пурне те Чӑваш Ен Правительстви хӑйӗн куҫӗ умӗнче тытать тата пур майсемпе те пулӑшса пырать.

Все проекты, направленные на первичную или глубокую переработку сельскохозяйственной продукции, имеющие мультипликативный эффект, находятся в поле зрения Правительства Чувашии и всячески поддерживаются.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кашнинех хӑйӗн вӑй-халне туллин уҫса пама тата чӑн-чӑн профессионал пулса тӑма сунатӑп.

Желаю, чтобы каждый смог реализовать свой потенциал и стал настоящим профессионалом.

Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/25/glava ... aet-s-dnem

Ҫын умӗнче хӑй хырӑмлине кӑтартма вӑтанми пулчӗ, ҫынран пӑрӑнса ҫӳреме сӑлтавӗ те ҫукчӗ — Ҫимун пек упӑшка хальхи вӑхӑтра кашнинех лекмест те-ха!

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашнинех сӑмах пачӗ Ваҫук.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пилӗк колхозран килнӗ ватӑсене самаях ҫамрӑк полковник кӗтсе илчӗ, кашнинех алӑ парса тухрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашнинех лекмест вӗт-ха митал.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Кашнинех хӑйӗн асапӗ пур халь, эп мӗне кирлӗ вӗсене?» — терӗ те Ҫимун, кукӑр-макӑр сукмакпа пӑркаланса, ялалла анса кайрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмавар вӗресе тухсан, Матӗрне кашнинех чей тул-тарса пачӗ, Анукпа Кӗтерук умӗнчен каймасӑр, вӗсене ӗҫме-ҫиме сӗнчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашнинех ху пек вӑрӑ тесе ан шутла!

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Филька!.. — кашнинех ятран чӗнсе тӗрӗслерӗ Богданов.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халлӗхе эпе сире циркра вылянине кӑтартӑп! — терӗ те Богданов кашнинех билет валеҫсе тухрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче кашнинех подушка, аллисенче — тимӗр ҫекӗлсем.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнта каланӑ юханшывсене кашнинех контурлӑ карта ҫинче пуҫламӗшӗнчен варрине ҫитех кӑвак карандашпа туртса паллӑ тӑвӑр.

Обведите на контурной карте синим карандашом каждую пз названных рек от истока до устья.

Чи паллӑ юханшывсемпе кӳлӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл пире итлеме тата йывӑрлӑхсене татса пама яланах хатӗр, кашнинех хисеплесе те ӑнлануллӑ пырать.

Она всегда готова выслушать нас и помочь в решении проблем, подходит к каждому с уважением и пониманием.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed