Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнийӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Ылтӑн кӗрӗн ылтӑн кӗлетне Ылтӑн тырӑ ытлӑн кӗртейсен, Ҫӗнӗ кунӑн ҫӗнӗ тивлетне Пирӗнтен кашнийӗ пӗлейсен, Ҫӗрӗн-шывӑн ырӑ ӗмӗтне Ҫӑлтӑр ҫӳллӗш эпӗр ҫӗклесен, — Эсӗ пулӑн улӑп ман умра, Эпӗ пулӑп паттӑр сан ҫумра.

Help to translate

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Конвертсӑр юрамасть. Атту кашнийӗ вуласа тухса сӑрӑпа варласа хума пултарать», — айванла шухӑшларӗ вӑл, тӗнчере ҫырусене тушьпа варалакан, мӗнпур чӗррине — туйӑмсене, шухӑшсене, ӳте пӗтерекен цензура пурри ҫинчен тӗлленменскер.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манӑн эсир кашнийӗ халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑл-хӗрӗ пулнине курас килет.

Help to translate

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Вӗсен тивлетне пула пиртен кашнийӗ вулама-ҫырма вӗреннӗ, малалла аталанса пурнӑҫри хӑй вырӑнне тупнӑ.

Help to translate

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Кашнийӗ харпӑр хӑй ӗнисем валли ҫулать.

Help to translate

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Кашнийӗ хӑйӗн хуйхипе асапланнӑ, темиҫе тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе пурӑннӑ.

Help to translate

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗр ӗҫрех, пӗр ыйту пиркиех тӗрлӗ ҫын тӗрлӗрен шухӑшласси кашни ҫыннӑн психологийӗ расна пулнинчен те, пӗри ватӑраххинчен, тепри ҫамрӑкраххинчен те, ответлӑх шайӗ тӗрлӗ пулнинчен те е тата кашнийӗ ответлӑх тенине хӑйне май ӑнланнинчен те, темрен те, темрен те килет, — терӗ малалла Григориу.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗл пулура кашнийӗ харпӑр хӑйӗн ыйтӑвне пама пултарчӗ.

Help to translate

Радиоитлекенсемпе тӗл пулчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60702

Пурте ҫитет пурнӑҫра, лӑпкӑ кунсем ерипен шӑваҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн кулленхи ӗҫне тӑвать — урӑхран нимех те кирлӗ мар пулӗ ӗнтӗ…

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Кашнийӗ менпур вӑйне пухать.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Капла эпир кашнийӗ хӑй ҫинчен, арӑм ҫинчен те савни ҫинчен калаҫа пуҫласан мӗнле-ха вара?

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнийӗ вилсен те килте вилесчӗ, теҫҫӗ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна асӑрхаса-ши, Шуйтан пире юман кутне хӳтерчӗ те: «Кашнийӗ хӑйне мӗн кирлине калӑр, — тет. — Эсир каланине тума пултарайсан — чунӑр ман кӗсьере пулать. Хам пата тарҫа илсе каятӑп…»

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнийӗ уйрӑм-уйрӑм купапа.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнийӗ телей ҫинчен ӗмӗтленет.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш блогерӗсем чӑнах та пултаруллӑ, кашнийӗ ҫынсене хӑйевӗрлӗхӗпе илӗртет: пӗри илемлӗ видеопа, тепри хӑй тунӑ ӳкерчӗкпе, виҫҫӗмӗшӗ ӑслӑ шухӑшпа, тӑваттӑмӗшӗ сӑвӑсем ҫырса.

Help to translate

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне тухнӑ кӑҫалхи Ҫыру ҫӗршывшӑн пӗлтерӗшлӗ ҫар операцийӗ пынӑ тапхӑрпа ҫыхӑннӑран Олег Алексеевич унта пуҫ хунӑ паттӑр ентешсене асра тытса пӗр самант шӑп тӑнинчен пуҫларӗ: «Вӗсенчен кашнийӗ чӑн паттӑр», — терӗ вӑл.

Help to translate

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Кашнийӗ хӑйӗн шӑтӑрнакӗпе.

Help to translate

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Хама илес-тӗк, ҫапла шухӑшлатӑп: кашнийӗ.

Help to translate

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Пӳртри ҫынсем ҫав хутӑртан кашнийӗ пӗрер сӗвем туртса илсе тупӑк урлӑ хума тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed