Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картаналла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Казаксенчен ҫурри ытла лашисем ҫинчен сике-сике анчӗҫ, чӗлпӗресене ытти юлан утсене тыттарса картаналла кӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элекҫи лаҫ хӗррине тытса кайнӑ картаналла тинкерчӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Аппа, эпӗ сӗтел хушшинчен тухса картаналла чупрӑмӑр.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫын картаналла лаплаттарса иртрӗ, ним уямасӑр пылчӑк ҫӑрса ҫӳрерӗ — Мирун-Мӑрси ку.

Сквозь щель Вазюк увидел Мирун-Мырзу.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳллӗ-ши, ҫӳллӗ мар-ши тенӗ пек, ҫын каштах усӑнкаласа тӑрать те ҫӗре тӳп сиксе анать, питне аллисемпе хупласа картаналла чупса кӗрсе пытанать.

Постояв на краю поветей, словно примериваясь, не чересчур ли высоко, женщина решительно спрыгнула и, закрывая лицо руками, метнулась в хлевушек.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑшӗ алла кӗнӗ пеккине яра-яра тытать, кастарнисемпе кастарман такасене, путек сурӑхсене суйлать, пӗрерӗн-пӗрерӗн ӑшӑ картаналла тӗртсе кӑларса ярать.

Он ловит, на ощупь выбирает валухов, баранов, ярок, вталкивает в теплый катух.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed