Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канса (тĕпĕ: кан) more information about the word form can be found here.
Пӗр кун, хӑш чухне икӗ кун канса илнӗ хыҫҫӑнах черетлӗ смена кӗтет вӗсене.

Help to translate

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

«Ҫырла ачисем» — совхоз ӗҫченӗсем интернатран пынисене ҫапла чӗнетчӗҫ — кӑнтӑрлахи вӑхӑтра кӳлӗ хӗрринче канса, шыва кӗрсе юп куратчӗҫ.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

1979 ҫулта кӑларӑмран кайнӑ хыҫҫӑн вӑл кӗнекесем ҫырма журналистика ӗҫӗнчен канса илнӗ.

После ухода из издания в 1979 году взял паузу на написание книг.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Пире ытлашши канса сӳреме юрамасть.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Питӗ чаплӑ ҫӳреттӗн эс ҫамрӑк чух, Ҫтаппан Иванччӑ! — канса ларнӑ чух сӑмах майӗпе каласа хучӗ Хумкка.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аван-ҫке ҫӗрлехи вӑрманта тӗлкӗшсе ҫунакан кӑвайт умӗнче тӳпенелле пӑхса канса выртма.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫисене каялла хурсан, кӑштах та пулин канса илес шутпа Анук вырӑн ҫине выртрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улӑхса ҫитсен пӗр тапхӑр канса илес терӗмӗр.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Йӗки самаях йывӑрланса ҫитсессӗн, кӑштах та пулин канса илесчӗ тесе-ши, кукамай шӑплӑха путатчӗ…

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Лена кукленсе ларса кӑштах канса та илчӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

«Кирпӗч шутлакансем» икӗ тӑрӑхлӑ, икӗ хутлӑ нарсем ҫинче икшерӗн е виҫшерӗн черетпе канса вӑхӑта кӗскетеҫҫӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫырмасем урлӑ каҫса пӗтсен, аллинчи сумки пӗчӗкех маррине кура самай ывӑннӑскер, канса та илчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ывӑнтӑм эпӗ канса, — терӗ Римма — ахаль те иккӗмӗш кун ӗҫсӗр ҫӳретӗп.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫав диван ҫине лар та ҫул ҫинчен канса ил, — тӗллесе кӑтартрӗ участок пуҫлӑхӗ кантӑк умӗнче ларакан хура сӑранпа туртнӑ дивана.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван Яковлевич чарӑнса тӑчӗ, хӑвӑрт килнипе ӑш-чикӗ пӳлӗннӗ унӑн, кӑштах канса илес терӗ.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑштах канса илес тесе Дубов пӑчка чарчӗ.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

…Дубовсем ҫӳлҫӳреврен лайӑх канса, тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.

Help to translate

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чарӑнчӗ, патак ҫине таянчӗ — канса илчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Канса илмелле.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыттисем юр ҫине ларчӗҫ, усаллӑхне ӳстерсе канса лараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed