Шырав
Шырав ĕçĕ:
калаҫӑвӗсенчен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӗсен калаҫӑвӗсенчен эпир рудниксенче шахтерсем пуянсен нумай ҫурчӗсене, эрех лавккисене, трактирсене ҫӗмӗрсе тӑкни, халӗ вӗсем пирӗн рабочисене пулӑшма килни ҫинчен пӗлтӗмӗр.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӗсен куҫӗсенчен е калаҫӑвӗсенчен: «Мӗншӗн килнӗ-ши ырӑ ҫынсем, ниушлӗ пирӗн ҫине пӑхма тата хӑйсене ҫеҫ кӑтартма килнӗ?» тесе ыйтасшӑн пулни курӑнса тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫулҫӳревҫӗсен калаҫӑвӗсенчен эпӗ чаплӑ ҫӗр хӑвӑлӗсем темиҫе пурри ҫинчен пӗлсе тӑнӑ, анчах вӗсенчен пӗри те ҫакӑн пысӑкӑш пулни ҫук.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Чӑнах та, Лопуховпа Вера калаҫӑвӗсенчен ҫакӑ курӑнать: Лопухов шухӑшӗсем тӗрлӗрен хитре идейӑсен ҫепӗҫ чӗлхеллӗ партизанӗсене мар, Марья Алексевна йышши ҫынсене ҫӑмӑллӑнах лайӑх шухӑшсем пек туйӑнма пултарнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1