Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ каласанах — мӗн вӑй ҫитнӗ таран чупса кай.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ӗненетӗр-и эсир мана, ҫук-и: вӑл ҫав сӑмахсене каласанах, чӗре манӑн ҫӑмӑллӑн тапма пуҫларӗ.Поверите мне или нет: как сказал он это, так мне и полегчало.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эсӗ пӗр сӑмах каласанах е эсӗ мана хӑвӑн илемлӗ куҫупа куҫ хӗсес пулсассӑнах эп ҫакна пӗрне те йышӑнмӑп, ӑна пӑрахӑп, ҫунтарса ярӑп, шыва путарӑп!
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл ҫакӑн ҫинчен каласанах, попугай сулӑнса кайрӗ те хӑйӑ ҫинчен читлӗх тӗпне татӑлса анчӗ.Как только он это сказал, попугай пошатнулся и замертво свалился с жердочки на дно клетки.
Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Вӑл Япони жандармне пӗр сӑмах каласанах ялта темиҫе ҫынна пере-пере пӑрахатчӗҫ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пуху председателӗ ҫав ҫын хӑш ялтан килнине каласанах, ун ҫӗршывӗнчи хӑрушӑ чул тусем, тӗпсӗр ҫырма хӗррипе пыракан ансӑр сукмаксем, чӑнкӑ ту тӑррисенчен кӗрлесе анакан кӑпӑклӑ шыв юххисем куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ.
«Тӗттӗм ту ҫынни» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫапла каласанах вӑл мана алӑран тытрӗ те: — Мӗнле те пулин тутӑр илӗр те, Алёшӑпа пӗрле вӑрмана кайӑпӑр, — терӗ аннене.Взял меня за руку и говорит маме: — Возьмите какой-нибудь платочек, и пойдём вместе с Алёшей в лес.
Салтак пичче мана вӑрмана илсе кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Хӑрушӑ шӑплӑх, хӑраса ӳкни, чӗрере, тымарсенче юн хӑвӑрт тапса тӑни тӑрӑхах паллӑ: кам та пулин пӗр сӑмах каласанах пӗтӗм отряд, вӑл шутрах Гвоздена хирӗҫ тӑракансем те, пурте сиксе ӳксе, ӑна вилӗм аллинчен туртса илме пултараҫҫӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Каблуков ҫапла каласанах Смолярчук та шӑнкӑрав сассине илтрӗ, пысӑк сурӑх кӗтӗвӗнчен килекен хӑйне евӗрлӗ шӑршӑ туйса илчӗ, ҫав шӑршӑ кӗтӳрен таҫта инҫене сарӑлать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах пурте шарламасӑр тӑнӑ хушӑра кӗлтума пуҫланӑ манахӑн уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасси илтӗнсенех, уйрӑмах пире: хӑвӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑрсене пӗр вӑтанмасӑр пытармасӑр тата тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр уҫса парӑр, вара сирӗн чунӑр турӑ умӗнче тасалӗ, эхер мӗн те пулан пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр текен сӑмахсене каласанах, эпӗ ирхине паха вӑрттӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне пулнӑ савӑнӑҫлӑ сехӗрленӳ туйӑмне аса илтӗм…
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Кукамай, эпӗ унран тем тусан та каҫару ыйтмастӑп… — терӗм эпӗ, тепӗр сӑмах каласанах юхса анасла капланса тӑракан куҫҫуле чараймассине туйса, сасартӑк чарӑнтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Трибунсен коллегийӗнче пӗр-пӗр сӗнӗве хирӗҫ пӗр ҫын та пулин каласанах, вӑл сӗнӗве пӑрса яни пулнӑ — ыттисем унпа килӗшнӗ пулсан та.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунта, ачасен ҫурчӗн советӗнче кӑна вӑл кӑштах шикленкелет, хӑй калас тенисене каласанах камӑн та пулин ҫурӑмӗ хыҫне пытанать.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах та — слобода ҫыннисем ун патне пырса тӑрсанах, унӑн чӑрсӑрлӑхне ырласа ик-виҫӗ ӑшӑ сӑмах каласанах, — сасартӑках вӑл, ҫул хӗрринчи тусан пуснӑ хурӑна, нумайччен ҫумӑр курмасӑр типсе ларнӑ хыҫҫӑн, ҫумӑр ҫуса уҫӑлтарнӑ евӗр, пӗтӗмпех улшӑнса, ҫӗнелсе каять, илемлӗ куҫӗсем унӑн каллех ачаш вут-кӑварпа йӑлкӑшма тытӑнаҫҫӗ, курпунланнӑ ҫурӑмӗ тӳрленсе тӑрать, вӑйлӑ аллисем палланӑ ҫынсене юратса ыталаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тен, ӑна хӑйӗн ятне каласанах сӑнчӑр тӑхӑнтарӗҫ те кимӗпе ишме лартӗҫ.Может быть, едва он назовёт своё имя, его закуют в цепи и посадят грести на галерах.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Участокран вӑл тин ҫеҫ таврӑннӑ пулнӑ, Гречкин ӑна Алексей килни ҫинчен каласанах, вӑл ӑна шыраса килне чупса кайнӑ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эсӗ мана пӗлетӗн, Лашаҫӑм: пӗр сӑмах мана хирӗҫле каласанах — эпӗ санне мӑйна пӑрса татӑп, пуҫна купӑста туранӑ пек турӑп.— Ты меня знаешь, Лошадка: еще одно слово поперек — и я тебя разделаю, как бог черепаху.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Артамонов «пулӗ» тесе хушса хучӗ, мӗншӗн тесен малтанхи сӑмахсене каласанах, вӑл хӑйне ниепле те ӑнланасшӑн пулман ачине ҫакӑн пек минутра ку сӑмахсене калама юраманнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Таня ҫинчен ҫак сӑмахсене каласанах, темле сӑмах персе ячӗ те, эпӗ вара чӑтаймарӑм, кайма васкарӑм.Тут же, после этих слов о Тане, сказал какую-то двусмысленность, и я не выдержал, распрощался.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Васильченко хӑйӗн ятне каласанах, лешин сасси ҫемҫелчӗ.Этот голос дрогнул и потеплел, едва Васильченко назвала себя.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.