Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм; 25. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ мана Хӑвӑн халӑхун патши пулма, Хӑвӑн ывӑлусемпе хӗрӳсен тӳри пулма суйласа илтӗн; 8. Эсӗ мана Хӑвӑн сӑваплӑ тӑву ҫинче Турӑ Ҫурчӗ лартма, Ху пурӑнакан хулара парне вырӑнӗ лартма каларӑн, ӑна Ху чӑн малтан тунӑ сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗ евӗрлӗ тума хушрӑн.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ку сӑмахсене эсӗ кама каларӑн, кам хӑвачӗпе калаҫрӑн?
Иов 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша Амана каланӑ: [лайӑх каларӑн эсӗ;] ху каланӑ пек ту, халех тумтирпе урхамах ил те патша хапхи умӗнче ларакан Мардохей иудее ҫавӑн пек чысла; ху каланинчен нимӗн те сиктерсе ан хӑвар.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Озия каланӑ ӑна: эсӗ ҫакна пӗтӗмпе ырӑ чӗрӳ хушнипе каларӑн, сан сӑмахна никам та хирӗҫ пулмӗ, 29. мӗншӗн тесессӗн эсӗ мӗнешкел ӑслине паянтан ҫеҫ мар пӗлеҫҫӗ, эсӗ мӗн пӗчӗкренпех ӑслӑ-тӑнлӑ та ырӑ чун-чӗреллӗ пулнине пӗтӗм халӑх пӗлсе тӑрать.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ вара, Ахиор, Аммон сутӑнчӑкӗ, ҫак сӑмахсене тӗрӗсмарлӑху кунӗнче каларӑн, халӗ ӗнтӗ эсӗ ҫак кунран пуҫласа эпӗ Египетран килнӗ ҫав халӑха тавӑриччен манӑн сӑнӑма кураймӑн.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль патши ӑна каланӑ: хӑвна мӗнле айӑплав тивессе эсӗ хӑвах каларӑн, тенӗ.- И сказал ему царь Израильский: таков тебе и приговор, ты сам решил.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саул хӑйӗн тарҫине: эсӗ лайӑх каларӑн; кайрӑмӑр, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Руфь ӑна каланӑ: эй хуҫамӑм, санӑн кӑмӑлна курмалла пуласчӗ манӑн! эсӗ манӑн чуна йӑпатрӑн, мана — хӑвӑн чуруна — ырӑ сӑмах каларӑн, эпӗ вара санӑн пӗр хӗрарӑм чуру тӗшне те тӑмастӑп, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Самсон арӑмӗ ӗнтӗ упӑшки умӗнче йӗре-йӗре каланӑ: эсӗ мана кураймастӑн, мана юратмастӑн; эсӗ ман халӑхӑм ывӑлӗсене тупмалли юмах каларӑн, мана вара ун тупсӑмне пӗлтересшӗн мар, тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ халӗ Ҫӳлхуҫана Вӑл хӑвӑн Турру пулӗ тесе каларӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳрӗп, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсене тытса тӑрӑп, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑп терӗн; 18. халӗ сана Ҫӳлхуҫа та сӑмах пачӗ: Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне тытса-туса пурӑнсассӑн, эсӗ, Хӑй сана каланӑ пек, Унӑн тивӗҫлӗ халӑхӗ пулӑн, 19. Хӑй каланӑ пек, Вӑл сана Хӑй пултарнӑ пур халӑхран та мала кӑларӗ, пуринчен те хисеплӗрех, мухтавлӑрах, чаплӑрах тӑвӗ, эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ пулӑн.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эппин, Ху каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ мухтава тухтӑр, Эсӗ ҫапла тесе каларӑн: 18. Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ [тата тӳрӗ], Вӑл йӗркесӗр пурӑннине, усал ӗҫсене, [ҫылӑхсене] каҫарать, анчах хаса памасӑр хӑвармасть: ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитиччен хаса парать, терӗн.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей каланӑ: эсӗ епле каларӑн, ҫапла пулӗ; эпӗ санӑн сӑнна урӑх курмӑп ӗнтӗ, тенӗ.29. И сказал Моисей: как сказал ты, так и будет; я не увижу более лица твоего.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: сирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑр килмесессӗн, эсир урӑх манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗн.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: илсе килӗр ӑна ман патӑма, курам ӑна, терӗн.21. Ты же сказал рабам твоим: приведите его ко мне, чтобы мне взглянуть на него.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсӗ каларӑн: Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартса тӑрӑп, санӑн тӑхӑмна нумай пулнӑран шутласа кӑларайми тинӗс хӑйӑрӗ пӗрчи пек йышлӑ тӑвӑп, терӗн, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.