Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лопухов мещен ывӑлӗ пулнӑ, ун ашшӗ тӗреклӗ ҫын пулнӑ, урӑхла каласан, вӗсем час-часах какай яшки пӗҫерсе ҫинӗ; Кирсанов уездри суд писарӗн ывӑлӗ пулнӑ, урӑхла каласан, вӗсем час-часах какай яшки пӗҫереймен, апла пулсан, пачах урӑхла, час-часах какай яшки пӗҫернӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мана сӑхнинчен кирек мӗнле хура ҫӗлене те усӑ ҫук, манӑн какай ватӑ, шӑнӑрлӑ, ҫитменнине тата манран качака шӑрши кӗрет, — мӗншӗн тесен, аслӑк айӗнче манпа пӗрле час-часах Трофим ҫывӑрать, — хура ҫӗленсем качака шӑршине юратмаҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юн таппине тытса пӑхас майпа вӑл эп ҫуллипе ҫуллӑ маррине тӗрӗслесшӗн, ҫак ӗҫшӗн ӑна та какай татӑкӗ лекетех ӗнтӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫавсем ҫинчен ӗнтӗ Нагульнов ҫапла каланӑччӗ: «Ара колхозниксем-и вӗсем? Ытахальтен кӑна, ни пулӑ, ни какай!» — тенӗччӗ.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959