Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗкӗтсемпе хӗрсем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек, пӑрахса паракан ҫимӗҫсене хӑйсен хутаҫҫисемпе яра-яра тытаҫҫӗ.Парубки и девушки наперерыв подставляли мешки и ловили свою добычу.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗн пек ырӑ-тӑр халь урасене хуҫлатса вырӑн ҫинче чӗлӗм турткаласа выртма; выртасчӗ те, тутлӑн кӑна тӗлӗрсе, раштав ячӗпе чӳрече умне пухӑнса юрлакан хаваслӑ йӗкӗтсемпе хӗрсен сассине итлесчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑййа тухма вӑхӑт; кун каҫиччен ӗҫлесе ывӑннӑ йӗкӗтсемпе хӗрсем, шавласа, пӗр ҫӗрелле пухӑнаҫҫӗ, ҫак таса та йӑлтӑркка каҫ ҫутинче вӗсем хӑйсен савӑнӑҫлӑ, ҫав хушӑрах салхуллӑ юррисене юрласа кӑмӑлӗсене ҫырлахтараҫҫӗ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1
- 2