Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса кулать; вӑл, шухӑшӗ пулсан, пӗр хускалса илсенех, лилипутсен ӗҫӗнчен йӗр те юлас ҫуккине пӗлсе тӑракан Гуливерӑн ырӑ кулли пек.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫӳлте-ҫӳлте, ҫут тӳпере йӑлтӑртатса хӗвел хӗмленнӗ, тусем вӗри сывлӑшпала пӗлӗтелле сывланӑ, сенкер-кӑвак хумсем чулсем ҫумне ҫитсе арканнӑ…Высоко в небе сияло солнце, а горы зноем дышали в небо, и бились волны внизу о камень…
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Пӗчӗк ҫынсем пысӑк йывӑҫсем хушшипе, хаяр аҫа ҫапса шавланипе пӗшкӗнсе, малалла утнӑ; улӑп-йывӑҫсем, тайӑла-тайӑла, ҫатӑртатса, ҫилӗллӗ, хӑрушӑ юррине янӑратнӑ; ҫиҫӗмсем, сивӗ, сенкер ҫутӑпа йӑлтӑртатса, вӑрман ҫийӗпе вӗҫе-вӗҫе иртнӗ; вӗсем, ҫынсене хӑратса, сасартӑк ҫиҫсе илнӗ те, ҫийӗнчех таҫта кайса ҫухалнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Гаврила ӑна пӗлӗтрен ытларах та ытларах тӑкӑнакан, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫинҫен йӑлтӑртатса юхнипе ҫеҫенхире витӗр тухми хурҫӑ тӗспе хупланӑ ҫумӑр ӑшне кӗрсе ҫухаличченех пӑхса юлчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫав хӑрушӑ, сенкер хӗҫ каллех тинӗс тӗпӗнчен ҫӳлелле йӑлтӑртатса хӑпарать, хӑпарать те, каҫ тӗттӗмне тепӗр хут касса, ҫӗнӗрен, анчах та халӗ ӗнтӗ тепӗр еннелле тӑсӑлса выртать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Юрӗ! — Челкаш, рульне вӑйлӑн сулса, кимме баркӑсен хушшинчи уҫӑ тӗле кӑларчӗ, яка шыв тӑрӑх вӑл хӑвӑрт шӑвӑнчӗ, кӗсменсен айӗнчи шыв сенкер фосфорит ҫутипе хыпса кайрӗ: унӑн вӑрӑм ленти, ҫемҫен йӑлтӑртатса, кимӗ хӳри хыҫӗнчен вӗлтӗртетсе пычӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лойко, хӑйне хӑй мӑйӑхӗнчен турткаласа, шӑлӗсемпе шӑтӑр-шатӑр тутарать; куҫӗсем тӗпсӗр кӳлӗрен те салхуллӑрах пӑхаҫҫӗ, кас-кас унӑн куҫӗсенче темскер йӑлтӑртатса илет те ытлах та хӑрушшӑн туйӑнса каять.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Ҫак икерчӗсем пекех илемлӗн йӑлтӑртатса тӑратчӗ ман арӑмӑн сӑн-сӑпачӗ.
Почта уйрӑмӗнче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 15–17 стр.
Мӑнтӑркка вокзал столовӑйӗнчен тин ҫеҫ апатланса тухнӑ пулнӑ, унӑн ҫулланнӑ тутисем пиҫнӗ чие пек йӑлтӑртатса тӑнӑ.Толстый только что пообедал на вокзале, и губы его, подернутые маслом, лоснились, как спелые вишни.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Ҫырма хӗрринчи ватӑ хурамасем ҫилпеле кашласа лараҫҫӗ, вӗсен кӗмӗл пек йӑлтӑртатса тӑракан ҫулҫисем вара куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.Шумели на ветру раскидистые старые ивы у реки, и в глазах рябило от серебристого блеска их листьев.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чӑн-чӑн ылтӑн, йӑлтӑртатса тӑрать! — ӑнланнӑ пек, хисеплесе калаҫрӗҫ ҫынсем.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик хир тӑрӑх сылтӑм аллине меллӗн сула-сула, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан ылтӑн ҫумӑр витӗр мӑнкӑмӑллӑн акса ҫӳрет.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӑлтӑртатса тӑракан ҫӑлтӑр, пӗлӗте хӑвӑрттӑн ҫурса, тӗттӗмӗн курӑнакан картланчӑк вӑрман йӑрӑмӗ хыҫне ӳкрӗ.Мерцающая звезда, стремительно прочертив небо, упала за темной зубчатой грядой леса.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кантӑкран кӗнӗ хӗвел ҫути ҫинче тулӑ пӗрчисем пӑхӑртан шӑратса тунӑ пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сивӗ, кантӑк лартакан ӑстаҫӑ пек, лупашкасене ҫӳхе пӑрпа вите-вите тухрӗ, вӗсем вара уйӑх ҫуттипе парник рамисем пек йӑлтӑртатса тӑчӗҫ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ Тимка Колечкин темле йӑлтӑртатса тӑракан хура пичетлӗ, шурӑ конвертлӑ хулӑн ҫырӑва, почтӑпа килнӗ ҫырӑва, хӑй аллинче тытса тӑрать.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытти япаласенчен хисеплӗрех вырӑнта ылтӑнпа капӑрлатнӑ Эрар роялӗ йӑлтӑртатса ларать.Среди всего, на почетном месте, блистал, в золоте с инкрустацией, флигель Эрара.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак самантра ун пуҫӗнче тахҫан пулни-иртни ҫиҫӗмле йӑлтӑртатса илчӗ.В эту минуту, как молния, сверкнуло у ней в памяти прошедшее.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл, чӗринче усал та ултавлӑ туйӑмсене путарчӗ пулин те, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗтне путарма пултараймарӗ: унӑн куҫӗ умӗнче час-часах, ирӗксӗрех, урӑх юрату сӑнарӗ йӑлтӑртатса тӑчӗ; Обломовпа мар, юлхавлӑн тӗлӗрсе мар, темӗн тӗрлӗ анлӑ, тулли пурнӑҫпа, пӗтӗм ырлӑха-хурлӑха тӳссе — Штольцпа телей курса пурӑнасса Ольга ӗмӗтленнӗҫемӗн хытӑрах ӗмӗтленчӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956