Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗсӗкрех хура куҫӗсем вӑрттӑн савӑнӑҫпа йӑлтӑртатрӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑт, йӑнӑшмарӑм пулас… — старикӗн йӗпе куҫӗсем ыррӑн йӑлтӑртатрӗҫ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кун пирки никампа та калаҫма сӗнместӗп, — вӗрентекен сассине хытарчӗ, анчах та куҫӗсем ун ҫаплах ыррӑн йӑлтӑртатрӗҫ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Курӑк ҫинчи ҫумӑр тумламӗсем хӗвел ҫутинче пин-пин лампочка ҫуннӑ пек йӑлтӑртатрӗҫ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Куҫӗсем шывланса йӑлтӑртатрӗҫ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унӑн куҫӗсем каллех ҫуллӑн йӑлтӑртатрӗҫ, сасси тикӗссӗн, йӑвашшӑн йӑнкӑртатрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Сывлӑшра чӗр-кӗмӗл пек тумламсем йӑлтӑртатрӗҫ, аслати аякра кӗмсӗртетрӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Унӑн пурӑ пек шурӑ пичӗ ҫинчи куҫӗсем кӑвак ҫулӑмпа ҫиҫсе йӑлтӑртатрӗҫ.На его лице, белом, как известь, голубым пламенем горели глаза.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӗсӗк те ӳсӗр куҫӗсем тискеррӗн йӑлтӑртатрӗҫ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗвел ҫутинче хӗҫсем, ҫӗҫӗ ҫивӗчӗшсем йӑлтӑртатрӗҫ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шурахса кайнӑ тути хушшипе унӑн шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатрӗҫ.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бауман вӗретнӗ чее пит те кӑмӑлласа ӗҫрӗ-ха вӑл, куҫ шӑрҫисем те йӑлтӑртатрӗҫ, тӗксӗмленмерӗҫ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӗрлӗ ҫӳҫлин куҫӗсем тата ытларах савӑннӑ пек йӑлтӑртатрӗҫ.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Акӑ пӗлӗтри ҫутӑ пӗтӗмпех сӳнсе ларчӗ, ун вырӑнне ҫӗр ҫинче темиҫе пин электричество ламписем ҫутӑлса кайрӗҫ те ёлка ҫинчи шӑрҫасем пек урамсем тӑрӑх йӑлтӑртатрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Анакан хӗвелӗн урисем ӳкнипе, хӑмӑрланнӑ гаолян хирӗнче сӑнӑ вӗҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ.Среди побуревшего гаоляна в лучах заходящего солнца поблескивали наконечники пик.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Спартак куҫӗсенче тарӑху хӗлхемӗсем йӑлтӑртатрӗҫ, анчах вӑл хӑйӗн ҫиллине чарчӗ.Искра негодования блеснула в глазах Спартака, однако он спохватился вовремя.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн хӗвелпе пиҫнӗ хулпуҫҫийӗсем пӑхӑр пек ҫуталса йӑлтӑртатрӗҫ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Цезарӗн куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах сасартӑк унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ: ҫак самантра вӑл ӗлӗк-авал Куриацисене хирӗҫ Гораций епле мелпе ҫапӑҫни ҫинчен асне илчӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Урампа пынӑ чух ман ҫине пур енчен те пӑхрӗҫ; ман тӳмесем, шлепкен кокарди, шпага ҫинче хӗвел шевли ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатрӗҫ; эпӗ Кузнецки кӗпер урамне тухрӑм та Дациарӑн картинӑсем сутакан магазинӗ ҫывӑхӗнче чарӑнтӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.