Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатать (тĕпĕ: йӑлтӑртат) more information about the word form can be found here.
Карӑккасси ҫине ӳпӗннӗ хура кӑвак тӳпере Ҫӗр чӑмӑрӗ тӗнче уҫлӑхӗшӗн ҫӳпӗ пек пӗчӗк пулни ҫинчен систерсе, инҫетри-инҫетри асамлӑ вырӑнсене ҫитсе курма илӗртсе Хуркайӑк ҫулӗ йӑлтӑртатать.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӑварне уҫать те, икӗ шӑлӗ йӑлтӑр-йӑлтӑр йӑлтӑртатать – каллех ылтӑнран.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӑван тавралӑх ытарма ҫук илемлӗ: кирек ӑҫталла пӑхсан та ҫӗнӗ юр куҫа шартарса йӑлтӑртатать.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Унӑн чӗкеҫ ҫуначӗ пек авӑнса тӑракан куҫ харшийӗ кӑлт-кӑлт сиккелет, кӑвак куҫӗ кӳренчӗклӗн йӑлтӑртатать.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Яп-яка хырӑннӑскер хура костюм, чӑлт-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, галстук ҫыхнӑ — ун ҫумӗнче пӗр ҫӳпӗ те тупаймӑн, хӗвел пекех йӑлтӑртатать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӳлӗм варринчи ҫаврака сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, ҫавӑнта икӗ кӗленче йӑлтӑртатать.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кӑн-кӑвак тӳпере кӗрхи хӗвел тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать.

Help to translate

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫивӗччӗн пӑхакан куҫӗ чӑлтӑр та чӑлтӑр йӑлтӑртатать.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хӑйӗн сылтӑм аллин кача пӳрнинче Ылтӑн ҫӗрӗ йӑлтӑртатать ахах куҫӗпе.

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Стадион площадкинче вӑйӑн «уҫӑ вучахӗ», йӑнкӑлтатса, аквариумри йӑр-яр йӑрлатакан йӗр-япӑш пулӑсем пек, йӑркалансах тӑрать: пӗрре ман ҫывӑхрах, тепре хирӗҫле хапха ҫывӑхӗнче «чӗрӗ вут сапа-сапа», вӗри пӑсӑрланса, йӑлтӑртатать, йӑл-ял ҫиҫкелет.

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Аля вара йӑлтах урӑх ҫи-пуҫпаччӗ: хура панбархат платьепе; кӗре ӳтлӗ илемлӗ аллисем те, мӑйӗ те ҫара; кӑкӑрӗ ҫинче ылтӑн брошка — хӗреслесе хунӑ тулӑ пучахӗсемпе утмӑл турат чечекӗ йӑлтӑртатать.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӳпе янкӑр уҫӑ, унта халӗ пин-пин ҫӑлтӑр йӑлтӑртатать, уйӑх ҫутатать.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чехословаки сӑри пек туйӑнать вӑл, «Нева» пекрех те, хӗвел ҫутинче ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑртатать.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Унӑн тӳпенелле кармашакан шӗвӗр тӑрринче ҫӗнӗ уйӑх майлӑ ҫутӑ тимӗр йӑлтӑртатать.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй вӑл хура пиншакпа, кӑкӑрӗ ҫинче комсомол значокӗ йӑлтӑртатать.

Она была в черном пиджаке, на груди блестел комсомольский значок.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Анастасия Александровна, питӗ хумханнипе пулмалла, хӗрелсе кайнӑ, куҫӗ йӑлтӑртатать.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Илемлӗ хура куҫӗ йӑлтӑртатать.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ирхи хӗвел сӗтел ҫине ӳкет, чернил кӗленчи кӗтесӗ ҫинче йӑлтӑртатать.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тулта ҫурхи хӗвеллӗ кун йӑлтӑртатать.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уйӑх ҫутипе юр йӑлтӑртатать.

Help to translate

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed