Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтах the word is in our database.
йӑлтах (тĕпĕ: йӑлтах) more information about the word form can be found here.
Тата тепӗр кластер – машинӑсем тӑвассипе ҫыхӑннӑскер, пӗлтӗр Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин промышленноҫ кластерӗсен федераци реестрне кӗнӗ, электричество вӑйӗпе те, йӑлана кӗнӗ майпа та ӗҫлекен тата йӑлтах локализациленӗ погрузчик туса хатӗрленӗ.

Еще один кластер – машиностроительный – вошел в прошлом году в федеральный реестр промышленных кластеров Минпромторга России. Им был создан полностью локализованный вилочный погрузчик, как на электротяге, так и традиционной.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Кӑшт ҫеҫ илтӗнекен, йӑлтах хускалса ҫитеймен туйӑм, пулса тӑрайман шухӑш…» — чӑн-чӑн поэтсем ӗнтӗ вӗсене каласа пама пултараҫҫӗ, каласа параҫҫӗ те.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Фронта танксем леҫсе таврӑннӑранпа хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине, ялти хыпарсене йӑлтах ҫырма тӑрӑшрӗ Ҫимун.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Этем иртнӗ пурнӑҫне, тӑванӗсене, юлташӗсене, ӑҫта ҫуралса ӳснине йӑлтах манма та пултарать иккен…

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑлтах каласа пӗтермесен те юрать пуль, ачамккай.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑлтах каларӗҫ, — лампине ҫутса, хывӑнчӗ Ҫимун.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫул ҫинче шутланине йӑлтах халӑх умне кӑларса тӑратрӗ Ҫимун, Николай Дегтярев капитана хӑйӗн ывӑлӗсем курнине ҫеҫ сиктерсе хӑварчӗ, «Ӑна Марьене хӑйне ҫеҫ калӑп», — тесе шутларӗ, ывӑлӗсемпе мухтанать тесе калаҫасран хӑрарӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑлтах каласа парӑп, анне, — терӗ ывӑлӗ, ашшӗне сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ ларткалама пулӑшса.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑлтах ӑнланчӗ Ҫимун.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынна йӑлтах каламасан та юрать пуль.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пур пек ҫӑма йӑлтах Ахмадишшана ҫӑматӑ йӑвалама парса ятӑм, терӗм.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтрӗ тӗнче, йӑлтах Кулюккан пуҫӗ ҫине шапӑртатса ишӗлсе анчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫула май Хӗветӗре вӑратса йӑлтах каласа пар, депутатсемпе пӗрле кунта килтӗр, — Маркела шӑппӑн ӑсатса ячӗ Петӗр.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун ҫинчен ҫынна кӑна ҫӑвар ан уҫ, асту — йӑлтах тӑлпаласа илӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗлӗк эп сирӗн пата килсе кӗрсен, аҫу пӗрре ҫеҫ куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнатчӗ — сӗтел ҫине ҫавӑнтах мӗн кирли йӑлтах тухса та ларатчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗ шала кӗрсе ҫӳрес те ҫук-ха — ӗҫме-ҫимелли йӑлтах тулти пӳртре.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ҫыннӑнне вӑрласа пуймастӑп вӗт, йӑлтах хам вӑйпа тунӑ, хам алӑпа шӑлса пухнӑ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑватӑп, эсир ҫамрӑк чух йӑлтах урӑхлаччӗ кунта.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑлтах йӗркелерӗм.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ йӑлтах йӗркелӗп.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed