Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӑлтах урӑхла, ӑна яланах кӗскен тытса пымалла.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Йӑлтах урӑхла.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юлашкинчен леш енчи ҫыран та йӑлтах уҫӑлса ҫитрӗ; кӗпер вӗҫӗнче шыв пичкисем, пушар пуласран лартнӑскерсем, курӑнаҫҫӗ, унтах светофор, чикӗри хуралҫӑсен пӗчӗкҫӗ сарӑ пӳрчӗ, асфальтлӑ шоссе, йӑрӑм-йӑрӑм сӑрланӑ шлагбаум; черепица витнӗ, чӑнкӑ тӑрӑллӑ чугун ҫул будки, унтах кирпӗч завочӗн труби.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑйсен участокӗнчи чикӗре лару-тӑру йывӑрлансан, ҫак чӗмсӗр те тытӑнарах тӑракан Шапошников йӑлтах улшӑнать, нихҫанхинчен те вӑр-вар ҫаврӑнкалать, чупкаласа ҫеҫ ҫӳрет, кулкалать, калаҫать, вара вӑл, вӑтӑр тӑватӑ ҫула ҫитнӗскер, хӑйӗн ҫулӗнчен ҫамрӑкрах пек туйӑнать.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Смолярчук йӑлтах урӑхла.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах вӑл тем мурӗ пирки йӑлтах урӑххи ҫинчен шухӑшлать, посольствӑра юлнӑ Джон Файншӑн кӗвӗҫет.А он думает чорт знает о чем, завидует оставшемуся в посольстве Джону Файну.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Оперов та ман пекех шутларӗ пулас, пуринчен кайра тӑчӗ; анчах вӑл Зухина тата ыттисене саламланӑ чухне яланхи пекех сӑмахӗсене тата-тата каланӑ сасӑ пире йӑлтах лӑплантарчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ мӗн патне илсе пычӗ пире хамӑр мӗн туйни ҫинчен пӗр-пӗрне, йӑлтах калама, ют ҫынна вара пӗр-пӗрин ҫинчен ним те пӗлтермелле мар тесе калаҫса татӑлни.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн калас тенӗ, ҫавна йӑлтах каланипе хытах савӑнтӑм, анчах хам мӗн каланин пӗртен-пӗр тӗллевӗ тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ ҫитменлӗхӗсене Дмитрие йышӑнтарасси пулнине, анчах ҫак тӗллев халь, вӑл вӗриленсе кайнӑ минутра, пурнӑҫа кӗме пултараймассине шута илмерӗм.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗнче вӑл, тытӑнчӑклӑн калаҫса, амӑшне юрасшӑн хӑйне чура пек тытать, амӑшӗ мӗн тӑвас тенине йӑлтах тӑвать, Анна Дмитриевна хушнине пурнӑҫламан ҫынсене ятлать, кабинетӗнче тата кантурта вара апат пӗҫерме хӑйӗнчен ыйтмасӑр кӑвакал илнӗшӗн, е кӳршӗ ялта пурӑнакан хӗрарӑм сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме Анна Дмитриевна хушнипе хресчене янӑшӑн, е хресченсен пахчара ҫум ҫумлама тивӗҫлӗ хӗрӗсене вӑрманта хӑмла ҫырли пуҫтарттарса ҫӳретнӗшӗн асар-писӗр тустарать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Служба питӗ лайӑх пынӑран часах хӑйне пурӑнмаллӑх ҫӑкӑр тупӑнасса кӗтнӗ пулин те, Петр Васильевич мӗнпур пеккине йӑлтах пӑрахать, вырӑнтан тухать те, амӑшне сума сунӑран ӑна ватлӑх кунсенче лӑплантарасси хӑйӗн пӗрремӗш тивӗҫӗ тесе шутласа (ҫакӑн ҫинчен вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче амӑшне тӳрӗ кӑмӑлпа ҫырнӑ), яла таврӑнать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Усӑллӑ япаласемпе интересленессине пӑрахсах, хама йывӑр тивнине пӑхмасӑр, comme il faut пулассишӗн мӗн кирлине йӑлтах туса пырса, ылтӑн вӑхӑта сая яни те, этем йӑхӗн тӑххӑр вуннӑмӗш пайне курайманни тата ун ҫине йӗрӗнсе пӑхни те, comme il faut ушкӑнӗн тулашӗнче пулса иртекен хӳхӗм япаласем ҫине тимлӗхе уйӑрманни те — ҫаксем пӗри те мана сиен кӳнӗ ӑнланӑвӑн тӗп инкекӗ мар-ха.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хам кам пек пулма тӑрӑшнӑ, ҫавсене пурне те, — Володьӑна, Дубкова тата чылай пӗлӗшӗмсене, — ҫакӑ йӑлтах ансат хупӑннӑн туйӑнатчӗ.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫынсем умӗнче те, хамшӑн хам та юри тума тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, юратса пӑрахнӑ ытти ҫынсен хам асӑрханӑ мӗнпур хӑтланкаларӑшӗсене юриех турӑм пулин те, эпӗ икӗ кун хушши кӑна, ҫав кунсенче те тӑтӑш мар, каҫсерен кӑна, хам юратни ҫинчен кӑшт-кашт ҫеҫ аса илкелерӗм, юлашкинчен вара, ялти пурнӑҫпа ӗҫсен ҫӗнӗ йӗрӗ ҫине кӗрсе ҫитсен, хам Сонечкӑна юратнине йӑлтах манса кайрӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унпа пӗрле чух эпӗ йӑлтах урӑх ҫын.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫакна ҫийӗнчех асӑрхӑттӑм, нимӗн те каламӑттӑм, Дмитрий патне кайӑттӑм та калӑттӑм: «Тусӑм, эпир пӗр-пӗринчен пытарма тӑрӑшни кӑлӑхах: хӑвах пӗлетӗн, эпӗ санӑн йӑмӑкна хам виличчен те юратма пӑрахас ҫук; анчах эпӗ йӑлтах пӗлетӗп, эсӗ манӑн чи лайӑх шанчӑка пӗтертӗн, мана телейсӗре хӑвартӑн; анчах Николай Иртеньев хӑйне ӗмӗрлӗхех телейсӗр туса хӑварнӑшӑн епле тавӑрассине пӗлетӗн-и? — Ака сана ман йӑмӑкӑм», — вара эпӗ ӑна Любочка аллине тӑсса парӑттӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман куҫа вӑл мӑнаҫлӑ пек курӑнасси кӗлетки сарлакинчен тата, Аслӑ Екатеринӑн портречӗпе кӑштах пӗр пекрех пулса, мана хытӑ тӗлӗнтернинчен килчӗ пулӗ; анчах вӑл ман ҫине тинкерӳллӗн пӑхса: «Хамӑр туссен тусӗсем — пирӗн туссем», тесен, эпӗ йӑлтах хӑраса ӳкрӗм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Анчах эпӗ хӑратӑп, — лӑпкӑн тӑсрӗ вӑл малалла, ӑссӑрланса илеме юратакансене йӑлтах хурласа тӑкнӑ хыҫҫӑн, — эпӗ хӑратӑп: эсӗ ӑна часах ӑнланайман, часах тӗшмӗртеймен — вӑл питӗ сӑпайлӑ, шухӑш-кӑмӑлне ҫынна палӑртмасть, хӑйӗн тӗлӗнмелле хӳхӗм енӗсене кӑтартма юратмасть.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий уҫӑ кӑмӑллӑ та йӑваш, галстукне пуҫӗпе тӳрлетмест, вӗчӗрхенӳллӗн куҫне мӑчлаттармасть тата хӗсе-хӗсе хумасть; ӑна каласа кӑтартнӑ ырӑ шухӑшсем хама килӗшеҫҫӗ; шухӑшсем ҫавнашкал ырӑ пулнӑран, Дмитрий манпа Колпиков хушшинче пулса иртнӗ вӑтанмалли ӗҫшӗн мана йӑлтах каҫарчӗ, уншӑн манран йӗрӗнме пӑрахрӗ, пулӗ тесе шутларӑм, вара эпир нумай япаласем ҫинчен чунтан шанса калаҫрӑмӑр, унашкал япаласем ҫинчен ҫынсем пӗр-пӗрне сайра хутра ҫеҫ калаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.