Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗ-амӑш йӑви темле ӑшӑ пулсан та, унтах ӗмӗрлеймӗн ҫав!
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Йӑви сивӗ…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ак тата пысӑках мар кӑткӑ йӑви те курӑнчӗ (унта халӗ нимӗнле чӗрчун та яшӑлтатни палӑрмарӗ), вӑл, хӑрах енчен тусӑннӑскер, ҫиелтен пӑртак нӳрелнӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тата ҫуркунне ертекен мӑшӑр шапана тыт та, ҫиппе ҫыхса, кӑткӑ йӑви ӑшне алтса чик.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эсӗ Анукӑн ҫӳҫ пӗрчине туп, кӗпи-йӗмминчен пӗр саплӑк касса ил те ҫӑхан йӑви ҫине кайса хур.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ку ращара вӑрӑ-хурахсен йӑви пуррине таврари ялсенчи пӗтӗм халӑх пӗлсе тӑрать.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сарай тӳпинчи чӗкеҫ йӑви Ҫтаппана яланах савӑнтарать.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тигр, тимӗр шапа, кӑмпа карҫинкки, кайӑк йӑви, вӑлтана лекнӗ пулӑ… – чӑннипех илемлӗ.
Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan
Лупас айне лартса йӑвин шӑтӑкне уҫсанах Квикка пӗр чӗппине ҫӗклесе вӑрмана тарма хӑтланчӗ; юрать-ха, пирӗнпе пӗрле Палюк мучи пычӗ те, Квиккана хӑй патне астарса илсе тытрӗ, вара уринчен, ыраттармалла мар ҫыхса ҫинҫе кантӑрапа йӑви патне кӑкартӑмӑр.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Анчах Палюк мучи ӑна тытма ӗлкӗреймерӗ, Твикка аш кукли таткине ун аллинчен кап! хыпса туртса илчӗ те ҫиме яланхи пек карта юпи ҫине лармарӗ, тӳрех юман ҫине, хӑйсен йӑви патне вӗҫсе кайрӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Шӑнкӑрч йӑви манерлӗрех пулчӗҫ Твиккапа Квикка йӑвисем, анчах пысӑк ҫех.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Халь ӗнтӗн эсир те тавҫӑрса илетӗр пуль: паҫӑр Геша курнӑ кайӑкӑн йӑви кунтах пулнӑ; вал кайӑк Гешӑна хайӗн йӑви патӗнчен юри аяккалла астарса кайнӑ.
Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.
— Кайӑк хыҫҫӑн ун пек ҫӳресе эсӗ йӑви ӑҫтине нихҫан та пӗлейместӗн.
Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.
Акӑ, хайсене те куртӑм, йӑви ман умри шӗшкӗ теми ҫинче иккен.
Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.
— Йӑви ҫав шӗшкӗ тӗмӗ ҫинче пулмалла, атя чӗпписене кайса куратпӑр, — шут тытрӗ Геша.
Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.
Йӑви таврашӗнче пӗр кӑткӑ та ҫук.
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.
Халь тин ниҫта тарса пытанма та ӗлкӗреес ҫук, ҫак кӑткӑ йӑви ҫывӑхӗнчи хыр айӗнчех тӑма тивет.
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.
Ҫапла, йӑва тулашӗнче халь пӗр ҫӑмарта та ҫук, йӑви те чип-чиперех, кӑткисем хӑйсем вара темшӗн пите лӑпкӑ мар, ҫав тери васкаса чупса ҫӳреҫҫӗ.
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.
Йӑвине те эпӗ чылаях ҫӗмӗрсеттӗм, халь йӑви те чип-чиперех… — шалтах тӗлӗнсе тӑчӗ Микиш.
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.
Ку йӑви чиперех, ҫӗмӗрни-туни нимӗн те паллӑ мар — Эп ҫӗмӗрнӗ йӑва ӑҫтарахраччӗ-ши?
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.