Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йытти (тĕпĕ: йытӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫтаппан сайхахне тепӗр йытти ҫинелле сулса ячӗ, анчах тивертеймерӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йытти, хаяррӑн йынӑша-йынӑша, сӑнчӑрне чӑнкӑр-таттарса, амбар айнелле кӗрсе тарчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫи кил хушшине кӗрсен, икӗ амбар умӗнчи икӗ пысӑк йытти ачашланса ҫӗре выртрӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар пытарнӑ мул шӑтӑкне питӗрмесӗрех картишне тухрӗ, йытти умне ҫимеллисем пӑрахса пачӗ, пуҫӗнчен лӑпкаса илчӗ, унтан пахча алӑкне уҫса, ӑна тул енчен тӗкӗлесе хучӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йытти алӑкран кӗме памасан, акӑ, ҫакӑнпа, — Сергей наганне тытса кӑтартрӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун чухне ҫанталӑкӗ шӑрӑхчӗ те, йытти, хуҫи пӳрнипе юнасан, вырӑнтан та хускалманччӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫав хирӗҫри кӗрт йытти вӗрентет сана.

Help to translate

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку аттен пуҫӗ лаштах усӑнчӗ, аран-аран тӑрса, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ, пӳртрен никампа сывпуллашмасӑрах тухрӗ, ун хыҫҫӑн хуҫан хаяр йытти ҫеҫ сӑнчӑртан карӑна-карӑна вӗрсе юлчӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ун чух мана мулла йытти тулланӑччӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку вӑл шӑпах йытти Хрестука туланӑ мулла лаши пулчӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картиш урлах карса хунӑ пӑралукран сӑнчӑрпа кӑкарнӑ йытти пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне хӑрӑлтатса чупать, каҫӑхса кайсах уласа вӗрет.

Help to translate

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йытти вӗрме чарӑнчӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл чӑннипех те Хусан йытти пулнӑ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳршӗ йытти Ҫӑмламас пынӑ та шӑпах ҫав харсӑр чакака урипе пуснӑ, пуҫӗнчен кӗҫ-вӗҫ хыпса ҫыртас пек хӑрлатса тӑрать.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ҫинукӑн амӑшӗ тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, кӳршӗсен йытти те, Ҫинук анкартипе кӗнӗ чух вӗрме пуҫланӑскер, шӑпланчӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Урамра пӗр ӳсӗр ҫын ӗнӗрлени илтӗнчӗ, кӳршӗсен йытти вӗрсе ячӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Анна инкесен йытти паҫӑр пӗр сумка сӗтӗрсе ҫӳретчӗ, эс ун вырӑнне тӑлӑх-туратран мӑшкӑллатӑн.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ваҫук хӑйӗн йытти ҫинчен пиччӗшне тӗплӗн ҫырса пӗлтерчӗ.

Help to translate

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Анчах кашни йытти хӑйӗн килӗ умӗнче вӗрет-мӗн.

Но каждая собака лаяла у своего дома.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах йытти хурсенчен хӑраса кӗлет айӗнчен тухма пӗлместчӗ, кушакки хӳме тӑрринчен анмастчӗ.

Пугливые кошка и собачка. Гуси не давали им во дворе проходу. Кошка сидела на заборе и беспрестанно мяукала от страха. А собачка днем даже носа не смела показывать из-под крыльца.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed