Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫарала пуҫланӑ йывӑҫсем хӑрушшӑн карлаҫҫӗ, хӑрӑк туратсем шартлата-шартлата хуҫӑлаҫҫӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Маншӑн халь ҫав йывӑҫсем, тӗрлӗ тӗслӗ панулми ҫакса тултарнӑскерсем, ҫуркуннехинчен те илемлӗ.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
«Паттӑр йывӑҫ ҫав эс, чӑваш йӑмри. Сана шартлама сивӗпе усал шӑрӑх та хур тӑваймасть, кӗр те тӑруках парӑнтараймасть. Инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче ахальтен мар час-часах аса килетӗн эс мана. Унта, пирӗн патӑрта, сан пек йывӑҫсем ӳсмеҫҫӗ», — хурланарах шухӑшларӗ Моляков.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
«Шыв», «Выльӑх», «Алӑк» ятлӑ йывӑҫсем шӑтса ӳснӗ вӑрманта.
Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504
Вӑл хӑйсен ҫуллахи хавас вӑййине тухнӑ ытти йывӑҫсем ҫине кӑшт мӑнаҫланарах пӑхать пек.
Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫыран хӗррипе — йывӑҫсем.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвел тухнӑ енчен, йывӑҫсем хушшинчен, чӑвашла юрлани илтӗнчӗ:
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ялтан тухса кайнӑ чухне Укаслупа унӑн ҫыннисем ҫунса кӑмрӑкланнӑ йывӑҫсем ҫине пуҫ хӗрлӗ ҫака-ҫака янӑ ҫынсене курчӗҫ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Часах унӑн йӗкӗчӗсем йывӑҫсем хушшинче курӑнми пулчӗҫ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑрӑк йывӑҫсем ҫил авнине чӑтаймасӑр хуҫӑла-хуҫӑла ӳкрӗҫ иккен.
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗнтрӗкре пур йывӑҫсем те хуран курӑнаҫҫӗ, пӗртен-пӗр хурӑнсем кӑна шурӑ шупӑрлӑ чӑваш хӗрӗсем пек.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав хушӑра шурӑ пӗсехеллӗ ӑмӑрт йывӑҫсем хушшинчен йывӑррӑн ҫӗкленсе тухрӗ те ӑна хирӗҫ кайрӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун чухне йывӑҫсем те ӳсмен, ҫынсем те утса ҫӳремен, сывлӑшра кайӑксем те вӗҫмен, шывра пулӑсем те ишсе выляман.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Йывӑҫсем аванса, ҫӳҫ-пуҫне салатса, Ӳлеҫҫӗ ҫилпеле чӗр-чуна хӑратса.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Лешӗ ӑна: – Эпӗ тутлӑ мӑйӑр ҫисе, хӗвел ҫинче ӑшӑнса киленетӗп, хам пытарнӑ сапассене мана-мана кайса хам пӗлмесӗрех йывӑҫсем ӳстеретӗп, – тенӗ.
Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485
Тарас хӗвеланӑҫ енчен йывӑҫсем хӳттипе ҫӗрпӳрт патне пырса ҫитрӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Вӑл лутра йывӑҫсем хушшипе хӗвелтухӑҫ еннелле утрӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Хӑрӑк е хӑвӑл йывӑҫсем пулнӑ пекех, ҫӗрӗк ӑшлӑ, пушӑ чунлӑ ҫынсем те пулаҫҫӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Савин, вӑрҫӑран таврӑнсан, хӑй лартнӑ йывӑҫсем тӗрӗс-тӗкелех сыхланса юлнишӗн, вӗсем тӗрекленсе ӳснишӗн савӑнчӗ, анчах савнӑ арӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн чӗререн хуйхӑрчӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Йывӑҫсем пурте тенӗ пекех лайӑх чӗрӗлчӗҫ, турат ҫумне турат хушса ешерчӗҫ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.