Шырав
Шырав ĕçĕ:
Г. П. Авдеева хӑй ертсе пынӑ ҫулсенче Чӑваш Республикинче кардиологи пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес енӗпе пысӑк йӗркелӳ ӗҫӗ туса ирттернине палӑртаҫҫӗ.
Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0
— Анчах эпӗ ку таранччен мӗн курса ирттернине тепри нихӑҫан та курас ҫук, хисеплӗ Савельич!
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ку вӑл этем хӑй пурӑнса ирттернине асран яманран, яланах пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑран, малалла ӗмӗтленнӗрен килет.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Анук тусӗ паҫӑрах вӑраннӑ ҫеҫ мар, тен, кӗҫӗрхи ҫӗре пӗр чӗрӗм ыйхӑ тумасӑр ирттернине те тавҫӑрчӗ, Ахальтен-и куҫӗсем хӗрелсе тӑртаннӑ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ҫавӑнтах Анук пысӑк терт тӳссе ирттернине аса илчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Куҫӗ айӗнчи пӗркеленчӗксемпе шуралнӑ ҫӳҫ пӗрчисем ҫеҫ ку хӗрарӑм пысӑк инкек тӳссе ирттернине, ҫав инкекӗн юлашкисем халь те чӗринчен тасалса пӗтменнине палӑртаҫҫӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хӑвӑр шкулта вӗреннӗ ҫулсене аса илӗр те сирӗнпе мӗнле мероприятисем ирттернине хӑвӑр ума кӑларӑр, паянхи кун ҫӗнӗлӗхӗсене пӗлме те курма, илтме, вӗренме тӑрӑшӑр, вӗсене кӗҫӗннисем патне ҫитерӗр.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Операцие хатӗрленнине, мӗнле ирттернине, ҫын сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнине йӑлтах сӑнламалла.
«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.
Чӗри ҫинчи ыратупа пӑхрӗ вӑл ун ҫине, юратнӑ амӑшӗ ашшӗ вилнине мӗнле йывӑрпа чӑтса ирттернине пӗлет-ҫке, халичченех «вилӗм хучӗн» суранӗсем тӳрленмен.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл ҫак пӗрикӗ кунтах мӗн тӳссе ирттернине каласа парать.
Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Эп ҫапла шутларӑм: Оля хӑйне хӑй мӗнле туйнине, вӗҫме ирӗк паманнине епле тӳссе ирттернине пӗлесси — манӑн тивӗҫ, политработник тивӗҫӗ, терӗм.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
«Ҫеҫпӗле тӑван халӑх юратса йышӑннине, ун ячӗпе ҫакӑн пек чаплӑ уяв ирттернине кӗтсе илтӗн, куҫ куртӑн, сӑмах каларӑн. Ҫавӑ ҫеҫ пулчӗ-ши санӑн, ун палӑкне кураймӑн-шим?» — хурланса шухӑшларӑм эп.
Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Тӗрӗссипе, эпир ҫав вӑхӑта мӗнле ирттернине астумастӑп та.
Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков республика бюджетне епле пурнӑҫлани пирки каласа кӑтартнӑ, кӑтартусем лайӑх пулнине, пӗлтӗрхинчен ирттернине асӑннӑ ведомство ертӳҫи.
Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e
Вӗсем хушшинче И.Евграфова Мускав патшалӑх университетӗнче Нобель экспериментне ҫӗнӗрен туса ирттернине ӗнентерекен хут та пур!
Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/
Ачасене предмета ӑса хывма хавхалантарас тӗллевпе уроксене епле хӑйне евӗрлӗ кӑсӑклӑ, пурнӑҫри тӗслӗхсемпе усӑ курса ирттернине хам учитель пулса тӑрсан, пушшех, лайӑх ӑнланса илтӗм.
Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/
Анатолий Аврамович, чӑннипех, анлӑ тавракурӑмлӑ учитель пулнине, кашни урока тӗплӗн хатӗрленсе ирттернине нумайӑшӗ ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ.
Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/
Ҫав пайӑркасем сан чӗрӳне юхса кӗреҫҫӗ те, чунна хурлӑн-эрлӗн кӗнӗ туйӑмран вара эсӗ кунта мӗнле ҫын утса ҫӳренине, вӑл мӗн ӗмӗтленнине, пурнӑҫне мӗнле пурӑнса ирттернине пӗлетӗн…
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Регион ертӳҫи мобилизацие лекнӗ граждансене Тӑван ҫӗршыва сыхлама ӑсатнӑ чухне чӑваш халӑх йӗркине тӗпе хунине, ҫак ӗҫе ял-йышпа тата культура ӗҫченӗсемпе пӗрле туса ирттернине ырларӗ.
Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html
Конкурсӑн пӗрремӗш кунӗнче вӗрентекенсен урок тата воспитани ӗҫне мӗнлерех ирттернине кӑтартмалла пулчӗ.
«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571