Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах иртнӗ кунсенче Огнянов хулара курӑнмарӗ, Рада, тӗрле сӑлтавсем тупса, окопсене те темиҫе хут кайкаласа килчӗ, вӑл Бойчопа курнӑҫас та, тем пек тарӑхать пулин те, ун курайманлӑхне чӑтса ирттерес, курнӑҫса кӑна пултӑрччӗ, тесе тӑрӑшрӗ.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑхӑта ахаль ирттерес марччӗ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах кӑнтӑрла пӗртте канмасӑр, ҫӗр ҫывӑрмасӑр пӑшӑрханни, чӑнах та, хӑрушӑ ҫав; ҫывӑрмасӑр тепӗр икӗ-виҫӗ талӑк ирттерес пулсассӑн, Вера Павловна упӑшкинчен те хытӑрах чирлесе ӳкнӗ пулӗччӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл Лопухова сирӗн арӑм питӗ хитре тесе саламларӗ те каллех хӗрсе кайрӗ: «Ҫук, пирӗн сирӗн туя уявласа ирттерес пулать»; хӑвӑртрах ирхи апат лартма, шампански пама хушрӗ, Верочкӑн хӑй туйӗшӗн ҫур стакан, хӑй мастерскойӗшӗн ҫур стакан, Жюлишӗн хӑйӗншӗн ҫур стакан ӗҫмелле пулчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Епле ҫӑмӑлланчӗ! — чир йӑлтах иртрӗ, — Верочка тӑчӗ, утать, чупать, каллех уйра, каллех вылять, каллех сикет вӑл: «шалкӑм ҫапнине епле чӑтса ирттертӗм-ха эпӗ? — ку вӑл эпӗ шалкӑм чирӗпех ҫуралнӑран, мӗнле ҫӳренине, мӗнле чупнине пӗлменрен ӗнтӗ; пӗлнӗ пулсассӑн, чӑтса ирттерес ҫукчӗ», — чупать те вылять вӑл.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл каллех ҫӳҫенсе илчӗ, чӗтренине ирттерес тесе, хулпуҫҫисене выляткаласа илчӗ, чарӑна-чарӑна калаҫма пуҫларӗ:Он снова зябко поежился, пошевелил плечами, стараясь побороть дрожь, с перерывами заговорил:
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку влаҫпа эпӗ турӑ ҫырнӑ срока пурӑнса ирттерес ҫук!
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ыран «иккӗллӗ вуннӑ» уявне ирттерес ҫукки пит аван-ха, эпир пурне те манма пултаратпӑр.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Ҫак йӑлӑхтармӑш куна мӗнле те пулин ҫӑмӑлтарах ирттерес тесе, вӑл Иван Герасимович патне кайса апатланма шут тытрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех вара ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерес, юлашкинчен туй тӑвас тапхӑрсем ҫитеҫҫӗ: пурнӑҫӑн пӗтӗм савӑнӑҫӗ ҫакӑнта пулать.Опять настает эпоха обрядов, пиров, наконец свадьба; на этом и сосредоточивался весь пафос жизни.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан тата, вӑлтасем ҫине чӗрӗ пулӑсем тӑхӑнтарса, пулӑ лайӑх лекнӗ вӑхӑта ирттерес мар тесе, вӑлтасене каҫчен каллех лартма ӗлкӗрмелле.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫаксене тӑвасси маншӑн кирлех пек туйӑнчӗ, поезд кӗтмеллӗх юлнӑ тӑватӑ-пилӗк сехет хушшинчи пурнӑҫӑма шӑпах ҫак тертленӳсемпе ирттерес тесеттӗм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Расщепей юр ларасса кӗтесшӗн мар, ҫавӑнпа та, хӗллехи сценӑсене пурне те студинче ирттерес терӗҫ.Расщепей не хотел ждать снега, поэтому все зимние сцены были сняты тоже в студии.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах ҫул ҫӳрекен вырас ҫыннине начар каламбур лӑплантараймасть, ҫавӑнпа та эпӗ, вӑхӑта ирттерес тесе, хама Максим Максимыч Бэла ҫинчен каласа панине ҫырса хума шутларӑм, ҫав повеҫ темиҫе повеҫӗн вӑрӑм ярӑмӗнче пӗрремӗш сыпӑк пулассине малтан шутламанччӗ те эпӗ; ас тӑвӑр-ха, хӑш чухне пӗр пӗчӗк япалашӑнах кайран ҫав тери йывӑр килет-ҫке!..
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн яштака кӗлеткине нихӑҫан та ҫар мундирӗ пӑвса тӑрас мар пулсан, тата вӑл лаша ҫинче картинӑланса пырас вырӑнне хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне канцеляри хучӗсем ҫинче хутланса ларса ирттерес пулсан, чӑнтанах ӗнтӗ шел пулнӑ пулӗччӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кирила Петрович кун ҫинчен хӗре пӗлтерес маррипе килӗшнӗ, — анчах, вӑхӑта ирттерес мар, тепӗр куннех туй тӑвас, тесе пӗлтернӗ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пур япала та кунта Алексее — кӗрлесе иртнӗ ҫапӑҫу ҫинчен, хӑйӗн фронтри тусӗсем тӑшмана малалла ирттерес мар тесе, пурне те манса кайсах ҫапӑҫни ҫинчен пӗлтернӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«11. Районсенче (хуласенче) ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссисем уйрӑм профилактика ӗҫӗсем туса ирттернипе пӗрлех Федерацин «Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем асӑрхавсӑр ҫӳресрен тата вӗсем правӑна пӑсасран профилактика тумалли тытӑмӑн никӗсӗсем ҫинчен» саккунӗн 5 статйин 1-мӗш пункчӗн 2-мӗш, 4-мӗш, 6-мӗш, 8-мӗш ҫум пункчӗсенче кӑтартнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗ е саккунлӑ ытти представителӗсем тӗлӗшпе вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑк умӗнче ҫул ҫитмен ҫамрӑк тыткаларӑшӗ ҫине япӑх витӗм кӳрекен, правӑна хирӗҫле тата (е) обществӑна хирӗҫле ытти ӗҫсем тунӑ тӗслӗхсенче хистев мерисемпе усӑ курмалли сӑлтав пулса тӑнӑ ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама юраманни ҫинчен тата йӗркене пӑснӑ ҫав тӗслӗхсем право тӗлӗшӗнчен мӗн патне илсе ҫитересси ҫинчен ӑнлантару ӗҫне туса ирттерес ыйтупа йышӑну тума пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссисем ҫинчен" саккунӗн 3 тата 7 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен" саккунӗн 201 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №61 от 20 сентября 2018 г.
«41) Чӑваш Республикин территорийӗнче студентсем хушшинче ирттерекен (ҫав шутра студентсен спорт лигисем хушшинче) регионсем хушшинчи, пӗтӗм Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелес тата ирттерес ӗҫе хутшӑнма;»;
Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №56 от 20 сентября 2018 г.
Енчен те Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакан ҫын инвалид шутланать пулсан тата ҫавна пула алӑ пустармалли хут ҫине хӑй алӑ пусма тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартма пултараймасть пулсан, ҫав тӗллевпе вӑл Чӑваш Республикин референдумӗн комиссийӗн членӗ, Чӑваш Республикин референдумне ирттерес енӗпе ӗҫлекен пуҫару ушкӑнӗн полномочиллӗ представителӗ шутланман Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакан урӑх ҫынран пулӑшу ыйтма пултарать.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 28 апреля 2018 г.