Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртмест (тĕпĕ: ирт) more information about the word form can be found here.
Ялти пӗр субботник та, пӗр мероприяти те вӑл хутшӑнмасӑр иртмест.

Help to translate

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Паллах нимӗнле уяв та саламланисӗр, тав тунисӗр, парнесемсӗр иртмест.

Help to translate

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Анчах та ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелеме ура хуракан сӑлтав пуррине те асӑнмасӑр иртмест А.М.Егоров.

Help to translate

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Халь ӗнтӗ Тимуш Укаҫа курман кун иртмест те.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑхӑт нумай та иртмест, карчӑк ывӑлӗ шыва кайса вилет.

Help to translate

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна асӑрханӑ вӑл: тӗлӗкре эрех ӗҫсен нумаях та вӑхӑт иртмест — ӑна мӗнле те пулин инкек такӑнтарать.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку акци Чӑваш Ен тӗп хулинче пӗрремӗш хут иртмест.

Help to translate

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Хальхи ҫын ялта пурӑнать пулсан та, унӑн пурнӑҫӗ ялтах иртмест, вӑл час-часах хулана тухса ҫӳрет.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Мӗн чухлӗ трагеди пулса иртмест пуль ҫавӑн пирки!

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑҫан та пулин ӗнсине хыҫатех, унсӑрӑнах иртмест.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмест — пӗччен пурӑнакан карчӑка Глафира тип шар кӑтартать: столовӑй буфетӗнче пулӑ туяннӑ чух ӑна укҫа тӗрӗс тавӑрса памасть — пӗр тенке яхӑн улталать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Икӗ ҫырӑвӗнче те пӗр пек шухӑш палӑрать: Шӑпчӑккассинчи клуб час-часах хупӑ тӑрать иккен, унта киносӑр пуҫне ним те пулса иртмест, плакатсемпе лозунгсем улшӑнмаҫҫӗ — Санарова клуб пуҫлӑхӗ ӗҫлемесӗрех укҫа илсе пурӑнать.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Эпӗ янӑ чир нихӑҫан та иртмест.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах нумай та иртмест, Пирӗн Чӗкеҫ чӗнеймест, Варне тытса ӳпнелле Вӑрса ӳкет ҫӗрелле…

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Яланах сӑпайлӑ, нихӑҫан та сывлӑх сунмасӑр иртмест.

Help to translate

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ыратать-ши, ҫук-ши, пӗлместӗп, анчах вӑл тем тусан та иртмест, тет.

Help to translate

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмест, вут, пӑтӑр-пӑтӑр улӑм пӗрчисемпе хупланнӑ ҫӗр урайпа сарӑлса, пӗтӗм сарай ӑшчиккине ҫулӑхса сырса илет, ҫулӑм йӑлхахӗсем стенасене ҫуллама пуҫлаҫҫӗ, чӗлхисене уҫӑ алӑкпа тулалла, ирӗкелле тӑсма пикенеҫҫӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Манӑн вӗсене аса илсе тунсӑхламан кун халӗ те иртмест.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫав кунсене аса илмесӗр пӗр кун та иртмест манӑн.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫтаппаншӑн та пристаньри рабочисем хушшинче ӗҫлесе пурӑнни ахаль иртмест.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed