Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртмерӗ (тĕпĕ: ирт) more information about the word form can be found here.
Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, темелле, анчах эп каялла ҫаврӑнса пынӑ тӗле машина ҫукчӗ ӗнтӗ, кайнӑччӗ…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — вӑрман ҫине икӗ ҫӑхан ҫӗкленчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — хӑйсен анкарти алӑкне Глафира уҫрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑш хыптармӑш каччӑн амӑшӗ сывалнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — пӗр кунхине Альбина кӳршӗ яла кайма тухсан ешӗл люцерна уйӗнчи ансӑр урапа ҫулӗ ҫинче ӑна кӗтмен ҫӗртен Илюш хирӗҫ пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эрне те иртмерӗ — хайхи Упандиров Баранкультен таҫта тухса кайни ҫинчен пӗлтӗмӗр.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, эпир, Упандировпа иксӗмӗр, столовӑйра пӗр сӗтел хушшинче апатлантӑмӑр.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Павӑлпа Роза Ҫеклук кинемее ҫавӑтса кӗчӗҫ, ӑна: «Ма паянах ман валли вилӗм ҫук-ши?» — тесе ахлатаканскерне кӑмака хыҫӗнчи кравать ҫине вырттарчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Сергей Геннадьевич ял хуҫалӑхӑн ытти отраслӗсене те асӑнмасӑр иртмерӗ.

Help to translate

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Хӑсӑкӗ сип-симӗс тухрӗ, час иртмерӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтӳ кӑларса янӑранпа нумай та вӑхӑт иртмерӗ, сасартӑк вӑрман енчен утлӑ ҫарҫыннисем йышлӑн курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗрӗм вӑхӑт та иртмерӗ, вӑл ирхинехи пек шурӑ кипкепе пиеленӗ ачана йӑтса тухрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑхӑт ҫав тери час иртмерӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, чӑнах та, нимӗҫсен пӗр взвода яхӑн салтакӗсем тылран, Левенчукпа Курбангалиев сыхлакан енчен, ӑнсӑртран тапӑнчӗҫ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Кузьма Васильча Вирнайнен темле ӗҫпе чӗнтерчӗ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, пӗр йывӑҫран тепӗр йывӑҫ вулли патне шӑвӑнса, хуллен шоссе хӗррине тухрӗ, пӗр ҫамрӑк хыр хыҫне тӑрса, ҫул ҫине тинкерчӗ: нимӗнле машина та иртмерӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Ваҫҫа, лӑштӑр-лаштӑр кивӗ пӳртне пӑсса, чул ҫурт лартма тытӑнчӗ.

Help to translate

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Ҫеруш чупса тухрӗ:

Help to translate

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, урлӑ сак ҫинчи кӗҫҫе ҫине минтерсем хурса чей ӗҫме лартрӗҫ.

Help to translate

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах уйӑх та иртмерӗ — пирӗн пуҫ ҫине калама ҫук пысӑк хуйхӑ персе анчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ара, талӑк та иртмерӗ вӗт-ха!

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed