Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетри the word is in our database.
инҫетри (тĕпĕ: инҫетри) more information about the word form can be found here.
Мускав ятне куҫарма пӗлеҫҫӗ, инҫетри чылай хуласен ячӗсене…

Название Москвы умеют переводить, названия многих далеких городов…

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

«Инҫетри ялсенче пурӑнакансем ҫырнӑ тӑрӑх ку мӑшкӑлланни евӗрех. Ыйтаҫҫӗ: тӗнче тетелӗпе ҫыхӑну ҫук пулсан интернет кӗртессишӗн мӗнле сасӑламалла?

«Люди из маленьких деревень пишут, что это издевательство какое-то. Пишут, как голосовать за интернет без интернета?

Якутире яла интернет кӗртме май паракан сасӑлавра сасӑлаймаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33340.html

Тукай ун чухне килте ҫукчӗ, вӑл тӗкӗрҫӗсемпе чылай вӑхӑтлӑха инҫетри яла кайнӑччӗ.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инҫетри яла каяс тесен тӗкӗрҫӗсемсӗр ан та тух.

Help to translate

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ҫавӑн пек инҫетри хулана мӗншӗн кайнине ӑнкарсах пӗтереймест Иштерек, анчах тӗкӗрҫӗсем унтан час таврӑнманни ӑна шиклентермеллипех шиклентерчӗ.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑшсемпе инҫетри ҫӗршывсене вӗҫетӗр.

На этой неделе будут мысленно устремлены в дальние страны.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Инҫетри Бухар хулинчен.

Help to translate

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вунпилӗк ҫулти Аспар аслашшӗн юлташӗпе инҫетри ҫӗре тӗрӗслеме кайрӗҫ.

Help to translate

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инҫетри Багдадран пуҫласа нимӗҫсен ҫӗрӗсене ҫитиччен.

Help to translate

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инҫетри Хӗвелтухӑҫ ман ӑшра анлӑх, ирӗклӗх, вӗҫсӗрлӗх туйӑмӗ ҫуратрӗ.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ҫапла кайса лекрӗм эпӗ Инҫетри Хӗвелтухӑҫне.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ун чухне инҫетри Сахалина мар, ҫывӑхри лутра яла леҫсе хӑварӗҫ, ҫавӑ пулӗ.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Унӑн шоферӗ те — шурӑ салтак — тарӑхнипе ним тума аптӑрарӗ: инҫетри шӑв-шава илтсенех, калпакне хывса темиҫе хутчен хӗрес хыврӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем тӗлкӗшеҫҫӗ те сӳнеҫҫӗ; шӑплӑх, гиенӑсен инҫетри кӑшкӑравӗпе чӗтрекенскер, ҫул ҫӳревҫӗ кӑмӑлне пӗлес килеслӗхпе, кӑмӑлсӑрлӑхӑн хутӑш туйӑмӗпе тултарчӗ, вӑрттӑн, сайра тӗл пулакан чун кӗске ҫурма сум-хисеп евитлерӗ тейӗн.

Разгораясь, вспыхивали на небосклоне звезды; тишина, подчеркнутая отдаленным криком гиен, наполнила путешественника смешанным чувством любопытства и неудовлетворенности, как будто редкая таинственная душа обмолвилась коротким полупризнанием.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Такӑна-такӑна, пашка-пашка ҫӗкленчӗ те вӑрӑм лапампа утса кайрӗ, ҫине-ҫинех чарӑна-чарӑна ҫурма тӗттӗмелле тӗсет; унта ҫывӑхри те инҫетри арпашӑннӑ-ылмашӑннӑ.

Одевшись опять, она встала и двинулась по длинной впадине, часто останавливаясь, чтобы рассмотреть полутьму, в которой далекое и близкое казалось обратным.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫула ҫитсен Джесси хӑйӗн тантӑш хӗрӗпе Ева Страттонпа инҫетри ҫул ҫӳреве кайма хатӗрленет, таврӑнсан вара аппӑшӗпе курнӑҫас мар йӳтӗмпе Ушанра тӗпленсе пурӑнма ӗмӗтленет.

По достижении совершеннолетия Джесси намеревалась отправиться в далекое путешествие с подругой своей, Евой Страттон, а по возвращении поселиться в Унгане, чтобы не встречаться с сестрой.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Урамсене арпаштарса тепӗр ҫирӗм минута яхӑн ҫухатрӑм, мӗншӗн тесен тинӗс хӗрринчи урамӑн инҫетри вӗҫне йӑнӑшпа пырса тухрӑм та каялла ҫаврӑнтӑм.

Не зная улиц, я потерял еще около двадцати минут, так как по ошибке вышел на набережную в ее дальнем конце и повернул обратно.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак инҫетри ҫӗршывра интереслӗ шӑпаллӑ ентешне курни вӗсен чунне те хускатрӗ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Инҫетри ҫутӑ перӗннӗ шыв ҫийӗн ӳпӗнтӗм.

Я свесился над водой, тронутой отдаленным светом.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хуласем, ҫӗр-шывсем вӑхӑт-вӑхӑтӑн манӑн куҫ шӑрҫисем патне вут-хӗмпе ункӑланнӑ тӗлӗнмелле, инҫетри транспарант ҫутилле хавхалантарса ҫывхартаҫҫӗ, — анчах ҫакӑ пӗтӗмпех нимӗнсӗрлӗхелле аталанать; ӑнтӑлуллӑ ӑс ҫӗрӗк ҫипе туртнӑ хыҫҫӑнхилле татӑлать.

Города, страны время от времени приближали к моим зрачкам уже начинающий восхищать свет едва намеченного огнями, странного, далекого транспаранта, — но все это развивалось в ничто; рвалось, подобно гнилой пряже, натянутой стремительным челноком.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed