Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетренех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Мӗн? — ҫивӗч хӑлхаллӑ ача инҫетренех уҫҫӑн сас парать.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эпир тӑшмансемпе туссене инҫетренех уйӑрса илме пӗлетпӗр, ҫавӑнпа пирӗн халӑх хӑнасене алӑка яр уҫса кӗтекен тарават хуҫа та, тӑшмансене ҫапса аркатакан хӑюллӑ салтак та пулма пултарать…

Help to translate

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ сирӗнтен кашниех мӗнле утнине те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сире инҫетренех палласа илме те пултаратӑп.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Акӑ ман ҫине пӑхса киленекен те тупӑнчӗ тинех! — тесе кӑшкӑрчӗ суя чапҫӑ инҫетренех Пӗчӗк принца асӑрхаса.

вот и почитатель явился! — воскликнул он, еще издали завидев Маленького принца.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кайӑкҫӑ пынине вӑл инҫетренех сисет.

Он на большом расстоянии чует охотника.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Инҫетренех вӑл хӑйне кӗтсе илекен тусӗсене палласа илетчӗ.

Help to translate

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Инҫетренех кулса, юрласа тӑтӑр ҫав пӳрт.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ шыв транспортне Чӑваш Ен ҫыннисем инҫетренех палласа илчӗҫ.

Help to translate

«Валдай» карапсен тапхӑрӗ пуҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=dmCcClbXVlQ

Ара, инҫетренех курӑнать-ҫке: унран телейли никам та ҫук тейӗн!

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Таранов шухӑшне инҫетренех сисрӗ-ши Сулагаев — пӗр ирхине алӑка чӑмӑрӗпе тӳнклеттерчӗ:

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анюк инҫетренех ыттисенчен уйрӑлса тӑрать.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тураевсем ӑҫта пурӑннине кӗркунне пулсан инҫетренех асӑрхатӑн.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тулли чанран шыв ҫумӑр пек тӑкӑнни инҫетренех паллӑ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Инҫетренех асӑрхарӗ Изамбаев: Пилешкасси ялӗнчен хӗрарӑмпа ача тухрӗҫ те ҫуна такӑрлатнӑ яка ҫул тӑрӑх васкамасӑр утрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл лаштра йӑмрасем айӗнче пытанса ларать, ытти чӑваш ялӗсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть темелле; анчах, тӗсерех пӑхсан, уйрӑмлӑхӗ пурах: ял варринчи пысӑк йывӑҫ чиркӳ, вулӑс кантурӗ, ҫӗрме пуянсемпе пупӑн капмар ҫурчӗсем, икӗ хупах инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ тӗлӗнтӗм: мӗнле вӑл мана инҫетренех асӑрханӑ, хам курмастӑп-ҫке, тетӗп.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мана инҫетренех курса сывлӑх сунать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ма шӑнкӑрав ҫакса ямарӑм-ши, ӑҫта ҫӳрени инҫетренех илтӗнӗччӗ».

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа таҫтан инҫетренех кайса илнӗ те ӑна Сахар тете.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑра мӗн пуррине Твикка инҫетренех курчӗ, вӗҫсе пырса, тӳрех Палюк мучи хул пуҫҫийӗ ҫине ларчӗ.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed