Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетре the word is in our database.
инҫетре (тĕпĕ: инҫетре) more information about the word form can be found here.
…Таҫта инҫетре хӗрсе сапӑҫу пырать.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӑлтавӗ - паянхи куна вӗсем чылай инҫетре ларни.

Причина в том, что на сегодняшний день они находятся довольно далеко.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Тепӗр тесен, Таранов хӑй те таҫта инҫетре пурӑнакан Маринэ ҫырӑвӗшӗн юлашки вӑхӑтра питех хыпса ҫунмасть, мӗншӗн тесен ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм арпашуллӑ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫӗннине нимех те ҫыраяс ҫук.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑлан чечекӗпе пулса иртнӗ мӑшкӑл ялтан инҫетре тӳрех манӑҫа тухрӗ тетӗр-и?

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялтан тухрӗ кӑна — инҫетре ҫиҫӗм ҫине-ҫинех ҫиҫрӗ, аслати кӗмсӗртетрӗ, Таранов тусанланма ӗлкӗреймен урапа ҫулӗпе пӗр ҫухрӑмри вӑрман еннелле пурпӗр малаллах талпӑнчӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кай енче, таҫта инҫетре, ҫиҫӗм ҫиҫсен тин Таранов ура ҫине тӑчӗ:

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ хамран инҫетре те мар утакан пӗр ҫамрӑк ҫынна манпа пӗрле пыма чӗнтӗм.

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Инҫетре порӑнса вырӑслансах кайнӑ эс, Караҫӑм.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Инҫетре вӑрман хуралҫин йытти вӗрсе ярсан тин икӗ шӑпӑрлан тарӑн ҫырмана сирпӗнчӗҫ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Инҫетре вӑрӑммӑн тӑсӑлакан хура мӗлке ӑна та ял пекех туйӑнчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Инҫетре хура мӗлке палӑрать, вӑрӑммӑн тӑсӑлать вӑл.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чӑнах та, инҫетре шӑнкӑрав сасси илтӗнет, ӑна вӑрман шавӗ те хуплаймасть.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Юнашарах ларар-ха, санран инҫетре пулма ҫав тери йывӑр, чун чӑтаймасть, — терӗ вӑл.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Таҫта инҫетре, ҫырма леш енчи Шӑпчӑккассинче, купӑс сасси илтӗнет.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Вӑл питӗ инҫетре.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах ӗнтӗ, учӗнчен инҫетре пулмалла мар вӑл.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан кӳлӗн сарлакӑшӗ те темиҫе километр тӑсӑлать, таҫта, инҫетре кӑна утрав пур, ун ҫинче вӑрман ӳсет.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Нумай инҫетре вӑл, кунтан темиҫе пин километрта, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Енчен те таҫта инҫетре пӗр питӗ пуян та питӗ ватӑ мандарина [китай улпучӗ] пӗр кӑмӑлпа кӑна [кнопка пусса, тӗслӗхрен], юнсӑр, пӳрнепе тӗкӗнмесӗр, Парижран тухмасӑрах вӗлерме май пулнӑ пулсан тата унӑн пуянлӑхне хӑвна илме пултарсан, ҫавна никам та пӗлмест, ҫавӑншӑн нихҫан никам та айӑплаймасть пулсан — ҫапла тунӑ пулӑттӑр-и?»

Help to translate

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

Инкек инҫетре мар, ҫумри енчӗкрех, тесе каласса калаҫҫӗ-ха, анчах ку хутӗнче вӑл енчӗкре мар, …пирус тӗпӗнче ларнӑ иккен.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed