Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ҫынсем ҫак халӗ тавлашуллӑ тесе шутланакан имение чӑн-чӑнах асӑннӑ Дубровскисем тытса тӑма пуҫланине лайӑхах астӑватпӑр, вӗсем пӗр 70 ҫул ытла ӗнтӗ пӗр тавлашусӑр-мӗнсӗр ку имение илнине эпир пӗлсех пӗтерейместпӗр, тенӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав хут ҫинче татӑклӑнах каласа панӑ, канцелярист Спицынран хӑйне лекнӗ … ят ҫӗре тивнӗ … чунлӑ именири пӗтӗм пурлӑха вӑл, аттене, Дубровские, сутнӑ, договор тӑрӑх пама тивӗҫ укҫине — 3200 тенкине — атте йӑлтах парса татнӑ, шантарнӑ ҫыннине Соболева ҫав имение закон тӑрӑх атте ҫине ҫирӗплетсе ҫырса пама хушнӑ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку имение атте ҫав суда прошени паракан, ӗлӗк провинциальнӑй секретарь пулнӑ, унтан Коллежски ассесора тухнӑ Троекуровран 17 … ҫулхи августӑн 30-мӗшӗнче панӑ, К… уезд судӗнчи титулярнӑй советник Васили ывӑлӗ Кӗркури Соболев ҫирӗплетнӗ доверенность тӑрӑх илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Имение ним тивӗҫсӗр хӑй аллине ҫавӑрса илсе, тупӑшӗсемпе усӑ курса пурӑннӑшӑн — кун пирки тӗплӗн ыйтса пӗлсе ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн — Дубровские законнӑй йӗркесем тӑрӑх тивӗҫ тӳлеве тӳрлеттерсе, хӑйне, Троекурова, пама ыйтать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров, хӑйӗн прошенийӗпе пӗрле хӑй ашшӗне Спицын туса панӑ ӗҫлӗ хута парса, Дубровский аллинчӗн вӑл законсӑр тытса тӑракан имение туртса илсе, пӗтӗмӗшпех законнӑй хуҫине — Троекуров аллине пама ыйтать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ӗҫре ҫакӑ курӑнать: асӑннӑ генерал-аншеф Троекуров иртнӗ 18… ҫулта июнӗн 9-мӗшӗнче ҫак суда килсе прошени пачӗ, унта вӑл хӑйӗн вилнӗ ашшӗ Коллежски ассесор тата кавалер Ефим ывӑлӗ Петр Троекуров 17… ҫулта август уйӑхӗн 14-мӗш кунӗнче, вӑл вӑхӑтра … наместнически правленире провинциальнӑй секретарь пулса ӗҫленӗскер, дворян ҫемйинчен тухнӑ канцеляристран — Егор ывӑле Фадей Спицынран — К … округӑн асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи, ун чухнехи ревизи тӑрӑх Кистенӗвка выселки тенӗскерӗнчи, 4-мӗш ревизи тӑрӑх … чун арҫынлӑ имение — ҫуртйӗрӗ, паҫми, акакан тата ахаль выртакан ҫӗрӗ, улахӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ, Кистенӗвка ятлӑ ҫырминчи пулӑ тытмалли вырӑнӗ, ҫак имени ҫумне ҫырнӑ мӗн пур ҫӗршывӗ, улпут хӑй пурӑнакан ҫурчӗ-мӗнӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ашшӗ дворян хушшинчен тухнӑ урядникран — Теренти ывӑлӗнчен Егор Спицынран халал йӗркипе юлнӑ пурлӑхне пӗтӗмпех — ҫыннисенчен пӗр чун хӑварми, ҫӗрне те пӗтӗмпех 2500 тенкӗ сутӑн илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӗншӗн тесен, ун тӑрӑх Русь ҫӗрӗнче ним иккӗленмелле мар тивӗҫлӗхпе тытса пурӑнакан имение туртса илсе нимсӗр хӑварма пултаракан майсенчен пӗри ҫинчен пӗлме кирек камшӑн та питӗ кӑмӑллӑ пулӗ, тесе шанатпӑр.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949