Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнме (тĕпĕ: илтӗн) more information about the word form can be found here.
Карчӑксем пӗр евӗр мӑкӑртатни тата уҫҫӑнрах илтӗнме тытӑнчӗ.

Только громче звучали голоса старушек, поминавших Будду.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Часах лав айӗсенче харлаттарса ҫывӑрнисем илтӗнме пуҫларӗҫ.

Скоро из-под возов послышался храп.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, Егорушкӑна ыйхӑ витӗр Соломон хӑйне пӑвса тӑракан курайманлӑха пула еврейсем ҫинчен епле васкавлӑн та селӗплӗн хӑрӑлтата-хӑрӑлтата калаҫни илтӗнме пуҫларӗ; малтан вӑл вырӑсла тӗрӗсех калаҫрӗ-ха, кайран пӗрре тахҫан палаканра еврейсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ чухнехи евӗр юриех акцентне палӑртса калаҫма тытӑнчӗ.

Немного погодя Егорушка сквозь полусон слышал, как Соломон голосом глухим и сиплым от душившей его ненависти, картавя и спеша, заговорил об евреях; сначала говорил он правильно, по-русски, потом же впал в тон рассказчиков из еврейского быта и стал говорить, как когда-то в балагане, с утрированным еврейским акцентом.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хуллен, васкамасӑр юхакан юрӑ ҫилсӗр пӑчӑ сывлӑшра пӗрре хытӑраххӑн илтӗнчӗ, тепре пач илтӗнме пӑрахрӗ, пӗчӗкҫӗ юханшыв пӗр сасӑллӑн шӑнкӑртатрӗ, лашасем хӑйсен апатне кӑмпӑртаттарса ҫирӗҫ, вӑхӑтӑн, хытса чарӑнса ларнӑ пекех, вӗҫӗ-хӗрри пач курӑнмарӗ.

Заунывная песня то замирала, то опять проносилась в стоячем, душном воздухе, ручей монотонно журчал, лошади жевали, а время тянулось бесконечно, точно и оно застыло и остановилось.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анчах вӑхӑт нумай та иртмерӗ, татах тепӗр хут хуллен тӑстарса юрлани илтӗнме тытӑнчӗ.

И опять послышалась тягучая песня.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Лашасем тулхӑра-тулхӑра апат ҫини те ҫывракансем харлаттарни ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ; таҫта ҫывӑхах мар пӗр текерлӗк йӗчӗ, хутран-ситрен чӗнмен хӑнасем кайнипе-кайманнине тӗрӗслеме вӗҫсе килнӗ виҫӗ шур качаки чийлеткелерӗҫ; пӗчӗкҫӗ юханшыв хуллен шӑнкӑртата-шӑнкӑртата юхрӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗри те шӑплӑха пӑсмарӗҫ, хытса ларнӑ сывлӑша вӑратмарӗҫ, пачах урӑхла, ҫутҫанталӑка тӗлӗрме кӑна пулӑшрӗҫ.

Слышно было только, как фыркали и жевали лошади да похрапывали спящие; где-то не близко плакал один чибис и изредка раздавался писк трех бекасов, прилетавших поглядеть, не уехали ли непрошеные гости; мягко картавя, журчал ручеек, но все эти звуки не нарушали тишины, не будили застывшего воздуха, а, напротив, вгоняли природу в дремоту.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Окопсем патӗнче каллех хаваслӑн шапӑлтатни илтӗнме тытӑнчӗ.

Новые радостные рукоплескания послышались с укрепления.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӑха лӑплантарма хӑтланса кӑшкӑра-кӑшкӑра Соколовӑн сасси те тытӑннӑ, анчах ҫакӑн пек шӑв-шавра та пӑтрашура ун сасси никама илтӗнме те пултараймасть.

Стараясь успокоить народ, Соколов охрип от крика, но в, шуме и сутолоке голоса его не было слышно.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав хор кунталлах ҫывхарса килет, ҫывхарнӑ май хытӑрах илтӗнме тытӑнать.

Необычный хор приближался, пение звучало все громче.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Геновева хӑйӗн ачине ашшӗ ҫинчен хурланса каласа парать, анчах акӑ сунарҫӑ йыттисем вӗрни илтӗнме тытӑнать, Геновева ачипе пӗрлех шӑтӑка кӗрсе каять, хӑйсемпе пӗрле качакине те мӑйракинчен ҫавӑтса кӗртеҫҫӗ.

Геновева жалобно рассказывает ребенку об его отце, но, заслышав лай охотничьих собак, вместе с ребенком возвращается в пещеру, таща за рога упирающуюся козу.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак икӗ килте кӑна ҫӗрӗпех ҫывӑра пӗлмеҫҫӗ пулсан, юнашарта ҫип арлани Лао Гунпа ун тусӗсене ҫеҫ илтӗнме пултарнӑ, ҫип арлама чарӑннине те вӗсем ҫеҫ сиснӗ.

Поскольку же до поздней ночи бодрствовали только в двух домах, то лишь Красноносый с приятелями мог знать, когда прялка за стеной шумела, а когда умолкала.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Макарӑн сасси чӗтреме тытӑнчӗ, шӑппӑнрах илтӗнме пуҫларӗ.

Голос Макара дрогнул, стал еще тише.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑшкӑрни, кулни тата чул урайне ӳксе чӑнкӑртатакан савӑт-сапа сасси илтӗнме пуҫланӑ часран-часах.

Чаще слышались крик, и смех, и звон падающих на каменный пол серебряных сосудов.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӗсем хушшинче ҫуралнӑ шиклӗх ҫирӗп алӑсене ҫыхлантарнӑ, вилсе выртнӑ ҫын ӳчӗ умӗнче сывӑ тӑрса юлнисен шӑпишӗн шикленсе куҫҫуль юхтаракан хӗрарӑмсем тата ытларах хӑрушлӑх ҫуратнӑ, — вара ҫав вӑрманта хӑра-хӑра каланӑ сӑмахсем, малтан хӑюсӑррӑн та шӑппӑн, унтан хытӑран та хытӑраххӑн илтӗнме пуҫланӑ…

Страх родился среди них, сковал им крепкие руки, ужас родили женщины плачем над трупами умерших от смрада и над судьбой скованных страхом живых, — и трусливые слова стали слышны в лесу, сначала робкие и тихие, а потом все громче и громче…

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Халӗ ӗнтӗ ҫын сассисемпе тинӗс шавӗ те илтӗнме пуҫлаҫҫӗ.

Теперь голоса людей и плеск моря стали слышней.

Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Каллех чӳречесем умӗнче кӑлӑк чӑххи йывӑррӑн кӑтиклени, ҫамрӑк чӗпӗсем шимплетни илтӗнме пуҫларӗ: чӗп ашӗпе кӑмпа тултарса кукӑль пӗҫерме, халӗ ҫеҫ тӑварланӑ хӑярпа хӑналама тытӑнчӗҫ; часах ҫырла та тупӑнчӗ.

Под окнами снова раздалось тяжелое кудахтанье наседки и писк нового поколения цыплят; пошли пироги с цыплятами и свежими грибами, свежепросольные огурцы; вскоре появились и ягоды.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломова тултан тӗрлӗрен сасӑсем илтӗнме пуҫларӗҫ: куҫса ҫӳрекен артистсем юрлани, унтан та хытӑрах — йытӑсем вӗрни.

До Ильи Ильича долетал со двора смешанный шум человеческих и нечеловеческих голосов; пенье кочующих артистов, сопровождаемое большею частию лаем собак.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Малти пӳлӗмре мӑкӑртатни хыттӑнрах илтӗнме пуҫларӗ.

Ворчанье в передней раздалось сильнее.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хыҫҫӑнах пысӑк карапӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче унтер-офицерсен командисем илтӗнме пуҫлаҫҫӗ.

И сейчас же в разных уголках огромного корабля заливались дудки унтер-офицеров и раздавалась команда.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Акӑ вара вӑраххӑн, халиччен шӑп пулнӑ ҫӗрте, темле шав илтӗнме тытӑнать.

И вот, совершенно незаметно, к тишине примешивается слабый шум.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed