Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй пӗлекен урасен сасси илтӗнет пулӗ тесе, вӑл икӗ е виҫӗ хутчен те хӑлхисене тӑратса итлерӗ, анчах вӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ: Том пымарӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Полли мӑнаккӑшӗн пӳлӗмӗнчен ытла уҫах мар пӗр виҫеллӗ харлаттарни илтӗнет.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Таҫта, ял тепӗр енче, нимӗҫсем юрлани илтӗнет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Сарай пек пӗр пысӑк ҫуртра тимӗр чанклатни, тем кӗрлени илтӗнет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Атӑсем кӑптӑр-каптӑр туни темле ют сасӑ пек илтӗнет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Е сивӗре шӑрт-шарт! тукаласа пӑшал сасси илтӗнет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Текстра мӑкӑнь сӑнарӗ курӑнмасть пулин те, ҫак ят символла илтӗнет.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Те тӑмани, те шуйттанӗ ҫухӑрашни илтӗнет.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Алӑ ҫупни, кӑшкӑрни илтӗнет: «Володя! Володя!»
Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Тӑрсан-тӑрсан пулемет калаҫни илтӗнет.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Хутран-ситрен ҫеҫ таҫта аякра снаряд ҫурӑлни, пулемет такӑлтатни илтӗнет.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
«Тухса кай! Яла кайса пурӑн!» — илтӗнет тепӗр чухне аялти хутри хваттертен."Уходи! Поезжай жить в деревню!" - слышно иногда из квартиры нижнего этажа.
Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Хусанти 12-мӗш номерлӗ музыкӑпа хореографи шкулӗнчи «Изумруд» ташӑ ушкӑнӗсен ячӗ конкурсран конкурса янравлӑрах та янравлӑрах илтӗнет.
Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
«1968 ҫул. Август уйӑхӗ. Любовь Тимофеевна Космодемьянская пӳрчӗ умне ҫитрӗмӗр те алӑка шаккарӑмӑр. Шалта такам кашӑкпа стаканри чее пӑтратнӑ сасӑ илтӗнет. Анчах алӑка уҫакан ҫук. Любовь Тимофеевнӑн никама та курас килмест пуль тесе шутларӑмӑр эпир. Унтан алӑк айне ҫыру хӑварса каялла кайма тытӑнсан: «Александра Васильевна! Елена Васильевна!» – тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ватӑрах вилесен тӑпри ҫинче шавлӑн калаҫни илтӗнет.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
4. Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр; 5. айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр; 6. вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр» тенӗ.3. Глас вопиющего в пустыне: приготовьте путь Господу, прямыми сделайте стези Ему.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупӑрласа илнӗ; акӑ пӗлӗт варринчен сасӑ илтӗнет: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун ҫинчен Исаия пророк урлӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр!» 4. Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ; ҫимӗҫӗ унӑн хӗрлӗ шӑрчӑкпа кайӑк хурт пылӗ пулнӑ.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑн чухне Иеремия пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килнӗ, вӑл ҫапла каланӑ: 18. «Рама хулинче уласа, кӑшкӑрса макӑрнӑ сасӑ илтӗнет: Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн йӗрет, вӗсем ҫукран чунне пусараймасть» тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.