Шырав
Шырав ĕçĕ:
Поп ыйтӑва илтмест тейӗн, вара эпӗ те ҫав япала ҫинчен калаҫам мар тесе тупа турӑм.Поп сделал вид, что не слышал вопроса, и я дал себе клятву не спрашивать об этом предмете.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫатӑртатнине-шатӑртатнине, хӑрӑлтатнине илтмест, юнлӑ йӗр курмасть пулин те — сунарҫӑ чӑнахах упана пӗрсе ӳкерни, вӑл юнашарах выртни, урӑх тӑраймасси ӑна пачах иккӗлентермест, ҫавӑнпах, ӑшӗ тӳсме ҫук хыпнӑран, ӳпӗнсе ӑшӑ шыва какӑричченех ӗҫрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Вӑл шалтах аптӑранӑ шофер ирсӗррӗн ятлаҫнине илтмест, ҫавӑнпа та экипаж алӑкӗ патне пырса тӑчӗ; ун пичӗ умӗнчех — урах мар виҫӗ арҫын сӑнӗ, вӗсем ҫӑварӗсене карсах пӑрахнӑ, Давенант вӗсен ыйтӑвӗсемпе кӑшкӑрӑвне илтет, анчах ӑнланмасть.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Гонзак — шӗвӗр питлӗ, кӑвак куҫлӑ, мӑн кӑмӑллӑ хӗрлемес каччӑ — Давенанта тӳрех килӗшмерӗ, Тортонра килӗшекен сӗм пур пек, лешӗ, чӑн та, ҫӗнӗ ҫынна сӑпайсӑррӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, илтмест е илтмӗше перет:
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Дэзи каҫ сӗмлӗхне кӗрсе ҫухалчӗ, Гоан ӑна текех илтмест.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Матрос ӑна чӗнет, чӗнет, вӑл вара илтмест тейӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Энниок Гнора илтмест тейӗн; аллисене вӑраххӑн ҫӗклесе вӗсемпе хӑйӗн шуранка питне сӑтӑрать, пысӑк тимлӗхпе, шухӑшпа тулнӑ куҫӗсемпе малалла тӳп-тӳррӗн тинкернӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Иккӗмӗшӗ кӗретӗнех моряк — сухаллӑ, теветкел сӑнлӑ, юлташӗпе унӑн хӑлхи тӗлне тайӑлса калаҫать; хӑлхине тем пек тӑратсан та Кастро нимӗн те илтмест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Унӑн хусканӑвӗсене нихӑшӗ те илтмест, вӗсем сасӑсӑр, кушак уттилле е вӗршӗн вӗҫнӗн ҫемҫе.Никто не слышал его движений, они были бесшумны и мягки, как шаги кошки или полет стрижа.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.
Хӗр илтмест тейӗн.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тепӗр чухне сунарҫӑн пулать ҫавнашкал туйӑм: тискер кайӑкне курмасть те, илтмест те-ха вӑл, унӑн йӗрӗпе кӑна пырать, анчах темскер ӑнланма-пӗлме ҫукки ӑна ҫав тискер кайӑк инҫех те мар иккенни, унпа кӗҫ-вӗҫ куҫа-куҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Летика тахҫанах: «Ӑҫта эсир, капитан?» — тесе кӑшкӑрать ӗнтӗ, анчах капитан ҫакна илтмест.Давно уже Летика кричал: — «Капитан, где вы?» — но капитан не слышал его.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах Лонгрен ӑна пӗр сӑмах та каламарӗ; ҫын шанӑҫа ҫухатса ҫухӑрнине пачах илтмест тейӗн.Но Лонгрен не сказал ему ни одного слова; казалось, он не слышал отчаянного вопля.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Шухӑша кайнипе вӑл хӑй кая юлнине те сисмен, хӑйне юлташӗсем чӗннине те нумайччен илтмест.Он так задумался, что отстал; и долго не слышал, как товарищи звали его.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӗр инҫетре, никам та илтмест, таврара кайӑксем кӑна вӗҫеҫҫӗ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Ҫитет ӗнтӗ, ачасем, ҫитет! — ӳкӗлтеҫҫӗ вӗсем ҫапӑҫакансене, анчах вӗсене никам та илтмест.— Хватит, ребята, пора кончать, — уговаривали они драчунов, хотя и без всякого толка.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ленька нимле сасӑ та илтмест.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тепӗр чухне уяр кун каҫхине ҫил тухать те, шыв хӗрринчи хӑмӑша сасартӑк хумхатса каять — вара ҫавӑнтах таврара хурлӑхлӑн чӑштӑртатнӑ, чӗриклетнӗ сасӑсем илтӗнме пуҫлаҫҫӗ, иртен-ҫӳрен вара ӑна шухӑша кайса чарӑнсах итлесе тӑрать, вӑл каҫ пулса ҫитнине те туймасть, хирти ӗҫрен тата каҫалӑк умӗнчен тавӑрӑнакан халӑхӑн хаваслӑ юррисене те, таҫта ҫывӑхра чӗриклетсе иртекен урапа сассине те илтмест.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗр кил умӗнче ватӑ карчӑк ларать, вӑл те ҫывӑрать, те тӑнне кӑна ҫухатнӑ; хӑй илтмест те, курмасть те, пӗр вырӑнта кӑна пуҫне усса ларать.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫапӑҫу ӑна ӗҫкӗ пекех туйӑнать: ҫыннӑн пуҫӗ хӗрсе каять, куҫ умӗнчи мӗнпур ҫынсемпе япаласем пӑтрашӑнса пӗтеҫҫӗ, ҫын пуҫӗсем ыткӑнаҫҫӗ, лашасем ҫӗр ҫине шавлӑн пере-пере анаҫҫӗ, Андрий пульӑсем шӑхӑрнӑ тата хӗҫсем ялтӑртатнӑ хушӑра ӳсӗр ҫын пек малаллах вӗҫтерсе пырать, пурне те хӗҫпе ваклать, ҫын вакланине пӗрре те илтмест.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.