Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Иудейӑра пӗлтерӗр, Иерусалимра хыпарлӑр, кала-кала парӑр, пур ҫӗрте те трупа кӑшкӑртӑр, янӑравлӑн, пурте илтмелле чӗнӗр: «эй пуҫтарӑнӑр — тӗреклӗлетнӗ хуласене кайӑпӑр» тейӗр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Парасса вӑл сахал парать, анчах нумай ӳпкелет, пурте илтмелле кӑшкӑрса ҫӳрет.15. Немного даст он, а попрекать будет много, и раскроет уста свои, как глашатай.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук; 21. ҫавӑнпа ӗнтӗ калакан сӑмаха пурне те ан тӑнла — хӑвна чуру мӗнле хӑртнине илтмелле ан пултӑр санӑн; 22. чӗрӳ пӗлет — эсӗ хӑв та ыттисене сахал мар хурланӑ.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мана савӑнӑҫпа хаваслӑх илтмелле тусам, Эсӗ ватнӑ шӑммӑм-шаккӑм савӑнӗччӗ вара.10. Дай мне услышать радость и веселие, и возрадуются кости, Тобою сокрушенные.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ акӑ эпӗ Сан еннелле пӑхса йӑлӑнатӑп; 13. Сана тархаслатӑп, ҫак ҫӗр ҫинчен манӑн чунӑма илсем, текех ӳпкевлӗ сӑмах илтмелле ан ту мана!
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кӗнекене, Турӑ саккунне, пурте илтмелле уҫӑмлӑн вуларӗҫ, ҫав вӑхӑтрах мӗн вуланине ӑнлантарса пычӗҫ, халӑх мӗн вуланине ӑнланса тӑчӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр; 9. эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. [Санӑн хӑлхупа] Санӑн куҫу Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлӗшӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗ тӑвакан кӗлӗшӗн уҫӑ тӑччӑр: Сана тархасласа чӗннӗ чухне вӗсене яланах илтмелле пултӑр: 53. Эсӗ вӗсене, Ху Моисей чуру урлӑ каланӑ пек, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен хушшичен Хӑв валли еткерлӗхе уйӑрса илнӗ, эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑр! тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Самуил халӑх мӗн каланине пурне те итлесе пӗтернӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа илтмелле каласа панӑ.21. И выслушал Самуил все слова народа, и пересказал их вслух Господа.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. ман патӑма хӑвӑр йӑхӑрсен аслӑ ҫыннисене, [хӑвӑр тӳрӗрсене,] хӑвӑра пӑхса тӑракансене пурне те пухӑр, вара эпӗ ҫакӑ сӑмахсене вӗсем илтмелле калӑп, кӳнтелен пулма тӳпепе ҫӗре чӗнӗп; 29. пӗлсех тӑратӑп: эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн эсир ирсӗрленсе пӗтетӗр те эпӗ халалласа хӑварнӑ ҫултан пӑрӑнса каятӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара хӑвӑр аллӑрсенӗн ӗҫӗсемпе Ҫӳлхуҫа [Турра] ҫиллентерсе Унӑн умӗнче усал ӗҫсем туса пурӑннӑшӑн сире хӗн-асап ҫитӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авраам ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та 13. ҫав ҫӗрти [пӗтӗм] халӑх илтмелле Ефрона ҫапла каланӑ: килӗшетӗн пулсассӑн, эпӗ сана хиршӗн кӗмӗл паратӑп; илсемччӗ манран, эпӗ унта вилнӗскерӗме пытарам, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ефронӗ вара Хет ывӑлӗсем хушшинче ларнӑ; хет ҫынни Ефрон хӑйӗн хули хапхинчен кӗрекен мӗнпур Хет ывӑлӗсем илтмелле Авраама хуравласа каланӑ: 11. ҫук, хуҫамӑм, итле-ха мана: эпӗ сана хирне те, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне те паратӑп, хамӑн халӑхӑн ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче ӑна сана парнелетӗп, вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.