Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтерчӗ (тĕпĕ: илтер) more information about the word form can be found here.
Министр ҫак кунсенче федераци уйӑракан укҫапа ҫыхӑннӑ контрактаци ӗҫне вӗҫлес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелли ҫинчен аса илтерчӗ.

Help to translate

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин нумай хваттерлӗ ҫурта пӑхса тӑракан пӗрлешӗве ҫынсем хӑйсем суйланине аса илтерчӗ.

Help to translate

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

Ҫул леш енчи ҫулҫӑ тӑкса хуралса пыракан юманлӑх тӑван вӑрмана, ҫуралнӑ яла аса илтерчӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Аслӑ ывӑлу тата? — аса илтерчӗ Таранов.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевич хулӑн ҫи-пуҫ тӑхӑннӑран кӑна мар упана аса илтерчӗ: вӑл тулли кӗлеткеллӗ, ҫаврака пысӑк пуҫлӑ вӑтам арҫын.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Татти инке вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ шӑллӗне (ӑна Герасим Федотович Иссар кукка тесе чӗннӗ) Севетех качча илтерчӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотовича вӑрман ҫинче ҫапӑҫакан икӗ ҫӑхан вӑрҫӑра вилнӗ ашшӗне аса илтерчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эсир Вера пирки ним те каламарӑр-ха, — аса илтерчӗ Татьяна Архиповна.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Воевода полковнике ҫеҫ чӗнет! — аса илтерчӗ пӗр хуралҫи.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫынсене Стенькке-утаман ҫинчен калакан кивеле пӗлмен юмаха аса илтерчӗ, хӑй те Стенькке-утаман мӗлки пек, хӑй вӑйне туйса илнӗ халӑх сӗмӗ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан сӑмахӗ Аванкай патӗнчи ҫамрӑксене ҫакӑн пек хавхавлӑ самантра тимлӗ пулмаллине аса илтерчӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах мӗншӗн-ха ӑна ҫак таҫтан килсе тухнӑ чӑваш хӗрӗ Устина Петровнӑна аса илтерчӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫул ларас йӑмран кӗске пурнӑҫӗ те ӑна тӗрлӗ шухӑш шухӑшлаттарчӗ, иртнӗ пурнӑҫне аса илтерчӗ.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ылтӑн шӑлӗсемпе типӗ ҫиҫӗм ҫиҫтеркелесе, тутине туртса янӑ сассӑр купӑса ҫавӑрса, кӗҫ-вӗҫ тилӗ ҫӑвӗ тумлатас пек ирӗлнӗ куҫне «Сталин» ҫинче ҫивӗчлетнӗ Алендеев халӗ хӳрипе пӑлтӑртатса, сӗлекине юхтарса, хуҫине куҫӗпе чунранах тилмӗрсе «ҫулакан» килти йытта аса илтерчӗ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Вӑл мана анчӑкӑн сывӑ мар куҫӗнчи чӗп-чӗрӗ куҫҫульне аса илтерчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Юратнӑ кинӗ ҫапла тӑруках пӑрахса тухса кайни Павӑл амӑшӗшӗн те ҫу кунӗнче кӗрхи хура тӑм ӳкнӗ пекех пулчӗ; самай сулхӑнланса, аптӑравпа касӑлса, ҫакӑншӑн ывӑлне хӑйне айӑп туса, ӑна сӑмаха яланах пуҫ тавра ҫавӑрттарса, виҫеллӗ, вырӑнлӑ сыпӑнтармалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫавӑн пекех вӑл тасатмалли сооруженисем тунӑ чухне документсемпе шыв Вӑрнарта тата та хаклӑрах пулма пултарнине, калаҫуллӑ тавлашусем хыҫҫӑн ӑна пӗчӗклеттерме май килнине аса илтерчӗ.

Help to translate

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Полинӑпа курса калаҫма вӑл пурӑнакан яла пуҫтарӑннӑччӗ ҫеҫ (хальхинче ҫуран), сасартӑк пульница каллех хӑйне аса илтерчӗ — ку хутӗнче ҫамрӑк качча вар аннинчен операци турӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тротуарсене те юртан тата пӑртан вӑхӑтра тасатса тӑмалли пирки аса илтерчӗ ертӳҫӗ.

Help to translate

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Виктор калаҫма хатӗрччӗ те ӗнтӗ, анчах ҫав самантра Анишора, хӑй маларах сӑмах ыйтни ҫинчен аса илтерчӗ те, калаҫма пуҫларӗ.

Виктор уже готов было начать, но в этот миг Анишора, спокойно напомнив, что она просила слово раньше, начала говорить.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed