Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрлехи ӗҫсен тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри – регион территорийӗнче инвестици климатне лайӑхлатса тата вӑй илтерсе пырасси.
Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran
Тӑм илтерсе янӑ аллисене хӗрсем сивӗ шыва чикеҫҫӗ те, ҫара алӑранах пӑр «перчетки» шӑнкӑлт! хывӑнса ӳкет.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Акӑ, утаҫҫӗ вӗсем, поселок хӗрӗсем, тӑвӑр аркӑллӑ юбка-платье тӑхӑннӑскерсем, чӑх йӑвинчен кӗпе аркипе ҫӑмарта йӑтса аннӑ пек мӑкӑлтатса, хӑйсем те мӑшӑр ҫӑмартана аса илтерсе, ӳт-кӗлеткене палӑртма тӑрӑшса.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ҫакӑн ҫинчен пӗчӗккисене аслисем яланах аса илтерсе тӑма тивӗҫ.
«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q
Паянхи пурнӑҫ таппинче спорт туризмне вӑй илтерсе пырасси ыйту та питӗ актуаллӑ шутланнине палӑртнӑ Пуҫлӑх.
Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p
Ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем патшалӑхӑн наци политикипе епле ӗҫлесе пыни пирки канашланӑ, тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтерессине сӳтсе явнӑ, Раҫҫейри регионсенчи чӑвашсен обществӑлла организацисен ӗҫӗсене пӗр чӑмӑра пухса, пӗрне-пӗри пулӑшса, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсене тӗпе хурса ҫирӗппӗн аталанса вӑй илтерсе пырассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder
Спорта ҫӳреме, культура мероприятийӗсене ирттерме, инфратытӑма вӑй илтерсе пыма тӗрлӗ план пӑхса хӑварнӑ.
Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t
Этеме телее ӗҫпе ҫеҫ туптамаллине аса илтерсе, тӗслӗх кӑтартса, пыл хурчӗсем, сӗрме купӑс сассиллӗн сӗрле-сӗрле, туй-ҫуй сиктере-сиктере, сывлӑша эреш-мерешсемпе тӗрле-тӗрле, виражсем те тукала-тукала, чечек-курӑк ҫинчен пыл, тусан, ҫилӗм пуҫтараҫҫӗ, шӑрка тунисене шӑрка тусанӗсемпе пӗтӗлентереҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
— Ҫук укҫа, — хулӑн, ыйхӑллӑ сассипе тӳнкӗр-тӳнкӗр иртекен пуш грузовике аса илтерсе, мӑнкӑмӑллӑн, ҫамрӑк вӑкӑр пек «мӗкӗрсе илчӗ» ҫакскер, клиентсем ҫинелле симӗсленнӗ паранкӑ тӗслӗ мӑчӑлти куҫне мӑкӑль-мӑкӑль ҫавӑркаласа сапаласа.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Вӗсене, хӗрпе качча, мухтаса, пил парса, тӗрлӗ-тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ, шӑна-пӑван шӑйлать, пупӑн пӗр тӑсӑмлӑ кӗлли пек нӑрласа тӗкӗлтура та сӗрлет; этем ӗҫре ҫеҫ аслине, ӗҫпе ҫеҫ илемлине аса илтерсе хӑварать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Вӑрҫӑ суранӗсем паян кунчченех хӑйсене аса илтерсе тӑраҫҫӗ пулин те, фронтовик стройрах-ха.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
Ҫанталӑкӗ паян хитре, лӗп пулин те, кунта сулхӑнрах: туратламас, лӑсланнӑ йывӑҫсен тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ ҫулҫисем, йӑвӑланса, янкӑр тӳпене ешӗл, анчах шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ чаршав карса хунӑ, лап-лап ҫеҫ, таткаланнӑ-ситреленнӗ тӗлсенче, хӗвел юписем ун витӗр хирӗнкелесе, чӗлкӗмленкелесе, сӑрхӑнкаласа тухнӑ та ҫӗр ҫинче, ылтӑн вакланчӑкӗсене аса илтерсе, ҫиҫкелесе, мӑраннӑн, антӑрлӑ-чӗнтӗрлӗ чӗтрекелесе, пӑтӑлӑнса тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Наука та ял хуҫалӑхне, чӗм кӗртсе, хӑват илтерсе, сипетлӗ витӗм кӳме ӗлкӗрейменччӗ, ҫавна пула пиҫенлӗ, сӳсенлӗ (ырашӗ тата вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫатра, вутпуҫҫиллӗ) тырпул тухӑҫлӑхӗ те килограммшарӑн (сайра хутра пӑтшарӑн) ҫеҫ ӳссе пычӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каллех Ула Тимӗр ҫан-ҫурӑмӗ сӳ туса кайрӗ, чун-чӗри, чӑнласах инкеке «чан ҫапса ярса», ҫатӑрр пӑрланса илчӗ, анчах сӗмӗ ку хутӗнче те ӑна арҫын чыс-тивӗҫне, ятне-сумне аса илтерсе, ҫухалса кайма памарӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Асамлӑ юрӑҫӑ вара каллех ҫывхарчӗ, ватӑсен ҫамрӑклӑхне аса илтерсе хӑй кӗввине кӗвӗлерӗ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Сӗтел ҫинче ҫеҫ тахҫанхи туслӑ, ырӑ-ырӑ кунсене аса илтерсе Миколӑпа Тимоша парнеленӗ ваза ларать.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ҫавӑн пекех аса илтерсе хӑваратпӑр, районти суту-илӳ точкисенче ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳрес тӗллевлисем валли «Салтак карҫинккисем» вырнаҫтарнӑ.
Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/
Ялан пекех памалли укҫашӑн лавккаран тавар, пуринчен ытла эрех, илтерсе тӑнӑ.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Лешӗ вӗсем патне ҫывхарчӗ те: — Витӗрех куратӑп, тахӑшне усал чӗлхӳсем ҫине ҫаклатнӑ та, киле те саланасшӑн мар. Сӑмсусене тӑм илтерсе, пит-куҫ илемне пӑсасран хӑрамастӑр-и? — терӗ шӳтлесе.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫамрӑк чухнехисене аса илтерсе савӑнтартӑн…
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.