Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Хӑвӑн халална асна илсемччӗ: ҫӗр ҫинчи пур улах вырӑн та пусмӑр килӗ пулса тӑчӗ.20. Призри на завет Твой; ибо наполнились все мрачные места земли жилищами насилия.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӑвӑн авалах суйласа илнӗ ушкӑнна, Хӑвӑн халӑху пулма хӑтарнӑ ӑрӑвна, ҫак Ху вырӑнаҫнӑ Сион тӑвне асна илсемччӗ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсене, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ан асӑнсам; эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран асна илсемччӗ мана!
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫа, Ху ӗмӗртенпех уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине, ырӑлӑх кӑтартса тӑнине асна илсемччӗ.6. Вспомни щедроты Твои, Господи, и милости Твои, ибо они от века.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан, 8-9. куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана: 10. вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлхуҫа, манӑн сӑмахӑмсене илтсемччӗ, манӑн шухӑшӑмсене ӑнласа илсемччӗ.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Икӗ япаларан ҫеҫ ҫӑлсамччӗ мана, вара Санӑн сӑнунтан пытанассӑм ҫук: 21. аллуна ман ҫийӗмрен илсемччӗ, Санӑн сехметӳ ан чӗтреттӗр мана.
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана асна илсемччӗ, ман ҫине хӗрхенсе пӑхсамччӗ: Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн, йӑнӑш тунӑшӑн, аттемсем йӑнӑш туса ҫылӑха кӗнӗшӗн айӑпа ан хурсамччӗ мана!
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вара яш ача патшана каланӑ: хӑвӑн патшалӑхна йышӑннӑ кунхине панӑ сӑмахна — Иерусалим хулине ҫӗнӗрен туса лартма, 44. Иерусалимран илсе кайнӑ савӑтсене каялла тавӑрма пулнине — асна илсемччӗ, тата Кир мӗнле сӑмах панине те асна илсемччӗ: вӑл Вавилона тустарса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав суйласа илнӗ савӑтсене ҫавӑнтах ӑсатма пулнӑччӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Туррӑмҫӑм, эпӗ ырӑ тунине асна илсемччӗ!
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Туррӑмҫӑм, ҫакӑншӑн асна илсемччӗ мана, Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхупа хӗрхенсемччӗ мана!И за сие помяни меня, Боже мой, и пощади меня по великой милости Твоей!
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Туррӑм, мана ҫакӑншӑн асна илсемччӗ, Туррӑм Ҫурчӗшӗн, унта тумалли ӗҫсемшӗн эпӗ епле тӑрӑшнине, тимленине манӑҫа ан хӑварсамччӗ!
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Товияпа Санаваллата ҫав ӗҫӗсене аса илтерсемччӗ, ҫавӑн пекех мана хӑратма шутланӑ Ноадия хӗрарӑм пророкпа ытти пророксене те асна илсемччӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Туррӑм, эпӗ ҫак халӑх валли ырӑ тунине асна илсемччӗ!19. Помяни, Боже мой, во благо мне все, что я сделал для народа сего!
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна каланӑ сӑмахна асна илсемччӗ, «эсир айӑпа кӗрес пулсассӑн, Эпӗ сире халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп, 9. Ман енне ҫаврӑнсассӑн вара, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑрсассӑн, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, хӑвӑра тӳпе хӗрринех хӑваласа ярас пулсассӑн та, сире унтан та пуҫтарса тухӑп та Хамӑн ятӑм валли суйласа илнӗ вырӑна илсе килӗп» тенине асна илсемччӗ.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй вара кунӗпех пушхирпе утнӑ та пӗр уртӑш тӗмӗ айне пырса ларнӑ; вӑл хӑй валли вилӗм ыйтса ҫапла каланӑ: эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма: эпӗ аттемсенчен мала мар, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӗрарӑм мӗн ыйтнине илме кайнӑ; Илия ун хыҫҫӑн кӑшкӑрса: пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр та илсемччӗ! тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Самсон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! асна илсемччӗ мана, тепре анчах вӑй парсамччӗ мана, эй Турӑ! икӗ куҫӑмшӑн филистимсене пӗр ӑстрӑмпа тавӑрасчӗ манӑн.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, 12. Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; 13. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.