Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ултӑ сехет ҫурӑра пирӗн карета вокзал умне пырса чарӑнчӗ; пиччен темӗн чухлӗ ҫыхса чӗркенӗ япалисене ещӗкӗсене, ҫул ҫине илсе тухнӑ нумай ӑпӑр-тапӑрӗсене ҫӗклесе, турттарса, ярлыксем ҫыпӑҫтарчӗҫ те, багаж вагонне кӗрсе вырнаҫтарчӗҫ; ҫичӗ сехет тӗлӗнчен эпир вагон пӳлӗмне кӗрсе пӗр-пӗрне хирӗҫ пӑхса лартӑмӑр.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Калаҫнӑ май вӑл шӑнса кайнӑ аллисене хыттӑн сӑтӑркаларӗ те, сӗтел патне пырса, унӑн ещӗкӗсене васкасах кӑларма, унти хутсене суйлама тытӑнчӗ, — пӗр хучӗсене вӑл ҫурчӗ, теприсене аяккалла илсе хучӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ, пӑшӑрхануллӑ пулчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вернер, сӗтел ещӗкӗсене уҫса, унти хутсене кӑлара-кӑлара ывӑтрӗ.Вернер открывал ящики, стремительно выбрасывая из них бумаги.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Трап патӗнче тӑракан Ларри пӑрахут трюмне штаб ещӗкӗсене тиекен салтаксене кӑшкӑрашса вӑрҫать.Ларри, стоя у трапа, кричал на солдат, грузивших в трюм штабные ящики.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хапхаран инҫех те мар вӑрӑм ҫурт патӗнче тулли супӑнь ещӗкӗсене тиенӗ.Недалеко от ворот, около длинного здания шла погрузка ящиков с мылом.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хӗҫпӑшал ещӗкӗсене те илсе килнӗ ӗнтӗ, вӗсене ыран каҫхине алла салатмалла.Ящики с оружием были уже привезены, а завтра вечером все оружие должно было быть роздано.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӗсем хаҫат киоскӗсем умӗпе иртеҫҫӗ, килти почта ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхаҫҫӗ, анчах — хаҫат ҫук.Они шли на работу мимо газетных киосков, они заглядывали дома в свои почтовые ящики, а газеты — нет.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Халӗ вӑл тӗрлӗ ӗҫхатӗрсен ещӗкӗсене, запаслӑ мачтӑсемпе паруссене, баласт пулса тӑракан темиҫе тонна чугун болванкисене т. ыт. ҫавӑн пеккисене те корма ҫине куҫарма каларӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Параппан ҫапакансем ют ҫын ещӗкӗсене ухтармаҫҫӗ, ӑпӑр-тапӑр пухакансене Валентина горжеткисене сутмаҫҫӗ.Барабанщики не лазят по чужим ящикам и не продают старьевщикам Валентининых горжеток.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ вут татрӑм, утӑ йӑтрӑм, хура бомба ещӗкӗсене те, шурӑ снаряд ещӗкӗсене те, сарӑ патрон ещӗкӗсене те вут чӗртсе ятӑм.
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Кабинетӑн урайӗнче хут татӑкӗсем, сӗтел ещӗкӗсене турта-турта кӑларнӑ, сӗтел ҫинче, тенкелсем ҫинче, диван ҫинче папки-папкипе хут купи выртать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫавӑнтах, строй айккине, винтовкӑсене, гранатӑсене, телефон командин япалисене, винтовка патронӗсемпе пулемет лентисен ещӗкӗсене купала-купала хучӗҫ…
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫапах та Григорий ун ҫулне пӳлме казаксен виҫӗ сотнине кӑларса ячӗ, унтан ыттисемпе хыҫалтан хӳтерсе кайрӗ те, хӗрлӗармеецсем Чукарин хуторӗнчех лавсемпе снаряд ещӗкӗсене пӑрахса тарма пуҫларӗҫ.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Моховӑн апат-ҫимӗҫ склачӗ йышӑннӑ магазинӗ патӗнче снаряд ещӗкӗсене урӑх лавсем ҫине куҫарчӗҫ, ҫул ҫине тапранчӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховсем тата тепӗр вунӑ-вуникӗ хӗрарӑм пулӗ, батареецсем пулӑшнипе, тупӑсемпе снаряд ещӗкӗсене ҫыран хӗррине туртса тухрӗҫ, утсене тӑвалла хӑпарма пулӑшрӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аэроплансем акӑш-макӑш ҫӳле вӗҫсе хӑпарнӑ хыҫҫӑн та, стрелоксем татах чылайччен патрон ещӗкӗсене пушатаҫҫӗ, пуйӑс ҫывӑхӗнче уткаласа ҫӳрекенсен аттисем пакӑлчак таран пушӑ гильзӑсем ҫине пута-пута кӗреҫҫӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑшман пули тивесрен пулемет патӗнче мӗнле вырнаҫса выртмаллине те кӑтартать вӑл; хӑех симӗс сарри ҫуркаланса пӗтнӗ хӳтлӗх хыҫне выртать, майлӑ вырӑн суйласа илесси, лента ещӗкӗсене вырнаҫтарса лартасси ҫинчен каласа ӑнлантарать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Екатеринослав патӗнче хӗрлӗ гвардеецсен отрячӗсемпе перкелешсе илни те пулӑшмарӗ, полкри хӗҫ-пӑшалсен пӗр пайне — пулеметсене, ҫӗр ытла патрон ещӗкӗсене, полевой телефон аппарачӗсемпе темиҫе купчашка пралука — пур пӗр илсе юлчӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергейпе Ванюша Мускавра электротехника ҫинчен туяннӑ кӗнекесене хуна фанер ещӗкӗсене алкумне илсе кӗнӗ вӑхӑтра Ирина таз ҫине шыв ярса питне ҫурӗ, унтан тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне турарӗ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа та Федьӑпа Матренӑна хӑйӗн хуйхине пӗлтерме темиҫе минутлӑха чарӑнса тӑчӗ, — туйӑмӗсене пӗлтернӗ чухне кашни ҫынах, хавхаланса кайса, пурнӑҫри самантлӑх интересӗсене манса каять, — Марья Алексевна Верочка пӳлӗмне чупса кӗчӗ, туалет ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхма пуҫларӗ, гардероба уҫрӗ, — пур япалана та хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ, — ҫук, нимӗн те тӗкӗнмен пулас! — вара, хӑвӑрт пӑхса тухса лӑпланнӑскер, тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслеме пуҫларӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.