Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аманнӑ кашкӑр иккенне Откан малтанах чухларӗ, малти хӑрах ури суранлине те пӗлчӗ вӑл, ҫавӑнпа пӑшалне шултӑрарах етресемпе авӑрларӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аманнисене вырӑн ҫитмест, йӗри-тавра виле куписем, ҫын виллисем, лаша виллисем, юн кӳллисем, пӑрахнӑ хӗҫпӑшал, аркатнӑ тата ҫунтарса янӑ ҫуртсем, етресемпе чавса пӗтернӗ ҫӗр.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Авалхи тупӑсене чултан тунӑ ҫаврака етресемпе авӑрланӑ.
Бомбардсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Арсеналта ярса илнӗ икӗ машинӑна Канаш Ҫуртне хирӗҫ лартрӗҫ, вӗсенчен тӑшман ҫинелле вут етресемпе пеме пуҫларӗҫ.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ун витӗр шала кӗме майлӑрах тӑвас тесе, тапӑнакансем ӑна тупӑсенчен етресемпе персе анлӑлатнӑ.Осаждающие пустили в пролом несколько ядер с целью расширить его и сделать проходимым.
XIII. Маркиз мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сунарҫӑсем Талькавӑн тар хутаҫӗнчен типӗ тар илчӗҫ, револьверӗсене ҫап-ҫутӑ тасатрӗҫ те вӗсене етресемпе авӑрларӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Етресемпе картечьсем тапӑнса килекеннисем еннелле вӗҫеҫҫӗ.
Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пӗр пайӗнчисем куҫкӗские тӗллерӗҫ те теприсем мишене етресемпе печӗҫ пулсассӑн, виҫҫӗмӗшсем ҫав вӑхӑтра винтовкисене Ливчак приборӗпелен тӗл ҫине лартма вӗренчӗҫ.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах хальхинче эпир пӑшалсене етресемпе авӑрланӑччӗ, ҫавӑнпа та икӗ тискер этеме ҫеҫ вӗлертӗмӗр, аманнисем вара нумай пулчӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кӑштах тар тата етресемпе пульӑсем тупсассӑн ытла та аван пулӗччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
- 1