Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: 7. Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар, тенӗ; 8. Израиль ывӑлӗсене те пӗлтер, кала: ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр; 9. ҫав ҫыннӑн хӗрӗ те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 10. унӑн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 11. ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне хӑйӗн ӑрӑвӗнчи ҫывӑх тӑванне еткерлӗхе парӑр; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушни Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫирӗп йӗрке пултӑр, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, 7. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 8. Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; 9. еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 53. вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла; 54. йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла; 55. ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле; 56. пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26. чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27. анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манассиян ҫур йӑхне Моисей еткер ҫӗр Васанра панӑ, тепӗр ҫур йӑхне еткер ҫӗр Иисус Иордан шывӗн ку енне, анӑҫ еннелле, ытти тӑванӗсемпе пӗрле панӑ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах эсир Иордан урлӑ каҫса Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра паракан еткер ҫӗр ҫине кӗрсе вырӑнаҫсассӑн, Вӑл сире йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан мӗнпур тӑшманӑртан хӑтарса канӑҫлӑх парсассӑн, ҫапла шанчӑклӑ хӳтлӗхре пурӑнма тытӑнсассӑн, 11. ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапма мӗнле вырӑн суйласа илӗ, эсир ҫавӑнта эпӗ [паян] сире мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех илсе пырса тӑрӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӗрсене, ытти парнӗрсене, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая, хӑвӑр аллӑр ҫӗклентерсе кӳмеллине, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] мӗн кӳме сӑмах панӑ, ҫавӑн валли суйласа илнине — пурне те ҫавӑнта илсе пырӑр; 12. савӑнӑр вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче: хӑвӑр та, ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем те, арҫын чурӑрсемпе хӗрарӑм чурӑрсем те, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та пултӑр унта, мӗншӗн тесессӗн унӑн пайӗ те, еткер ҫӗрӗ те ҫук — пурте хӗпӗртесе савӑнӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫамӑр ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине ҫӗклесе ҫӳреме, Ҫӳлхуҫа умне тӑма, Уншӑн ӗҫлесе тӑма, [кӗлтума,] Унӑн ячӗпе пиллеме Левий йӑхне уйӑрса илчӗ, ҫак йӗрке паянхи кунчченех ҫапла пырать; 9. ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче левит валли пай та, еткер ҫӗр те ҫук: унӑн еткерӗ — Ҫӳлхуҫа Хӑй, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ӑна хӑйне ҫапла каланӑ.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку йӗркене сирӗн ӑрӑвӑрсене ӗмӗрлӗхе панӑ; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ; 24. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклентерсе кӳрекен парнесене, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне, Эпӗ левитсене паратӑп, ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ вӗсене: Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ, терӗм, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Облаҫри наци телепрограммисен йӗркелӳҫи тата тӗп редакторӗ, чӑвашла «Еткер» телередача, «Хамӑрьял» радиопередача ертӳҫи…
Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/
Ах, ҫав шӑпи те, тен, еткер?
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Еткер — дворян ята илсен Тинех сан уҫӑлӗ тӳр ҫул.
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Еткер вӑл хӑварман вилсен…
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Джон Тренган адвокат пулнӑ, укҫи-тенкине хӗрхенмесӗр сапаланӑ, еткерлӗх хӑварман; Джессие ашшӗн шӑллӗнчен пысӑк еткер юлнӑ, Моргианӑн вара, йӑмӑкӗ ҫула ҫитиччен унӑн пеккунӗ пулма ҫирӗплетнӗскерӗн, ҫав халалпах кирпӗч ҫуртлӑ хуҫалӑх пур, — ӑна «Ешӗл флейта» теҫҫӗ; ытти мӗн пур мул — хӗрӗх пилӗк пин фунт тата хулари пысӑк ҫурт — Джессин.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Еткер… э… — араб сунарҫа кӑсӑкланса та хисеплӗн тӗпчерӗ те кофе сыпкаланӑ май темӗн шухӑшлать.— Наследство… а… — Араб с любопытством и уважением смотрел на охотника и задумался, попивая кофе.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Ҫук, — кулса ячӗ Гент, — мана пысӑк еткер лекрӗ.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
4. Еткер илмелли право вӑйра тӑрать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Эпир хамӑра йывӑр еткер тиврӗ тесе ӳпкелешместпӗр, пур пек ҫивӗч ыйтусене ачасен ырӑ пуласлӑхӗшӗн пӗрин хыҫҫӑн теприне татса паратпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ.В 1992 году он был избран президентом чувашского фонда «Еткер».
Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31269.html
Вячеслав Еткер тунӑ парк кӳлеписем ҫавӑн пекех Элӗкре, Красноармейскинче тата ытти район центрӗсенче тӑраҫҫӗ.
Вячеслав Еткерӗн куравӗ уҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31190.html
Вячеслав Еткер ытларах енӗпе йывӑҫран касса кӳлепесем тӑвать.Вячеслав Еткер по большей части вырезает из дерева и создает скульптуры.
Вячеслав Еткерӗн куравӗ уҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31190.html