Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ҫав ҫӗрте пурӑнакансемпе килӗшӳ ан ту: вӗсем хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланнӑ чухне, хӑйсен туррисене чӳк парни кӳнӗ чухне сана ан чӗнччӗр, вӗсен парнисене санӑн та астивмелле ан пултӑр; 16. вӗсен хӗрӗсене хӑвӑн ывӑлусем валли качча ан ил, [хӑвӑн хӗрӳсене те вӗсен ывӑлӗсене качча ан пар,] вӗсен хӗрӗсем, хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса, санӑн ывӑлусене те хӑйсен туррисем енне ҫавӑрса вӗсене аскӑнланас енне ан яччӑр.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту; 23. кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт; 24. ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир, 25. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар; 26. тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар; 27. ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур; 28. кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Чаршав тулашне сӗтел ларт, сӗтеле хирӗҫ кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне ҫутаткӑҫ ларт; сӗтелне [кӗлӗ чатӑрӗн] ҫурҫӗр енне ларт.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тӑвӑр: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр; 11. ӑна таса ылтӑн сӑр, тулашӗнчен те, шалтан та сӑрса тух; ҫиелтен ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 12. ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса ту, вӗсене унӑн аялти тӑватӑ кӗтессине ҫирӗплетсе ларт: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп, 23. санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп; 24. хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пайсемсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ятлаҫса илнӗ хыҫҫӑн, Нагульнов халь ӗнтӗ уттарса, енчен енне пӑхкаласа, каялла кайрӗ.Выругавшись, Нагульнов поехал назад уже шагом, поглядывая по сторонам.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ, амӑшӗ икӗ хутчен чустине пӑхма тӑнине те илтрӗ.Он долго не спал, ворочался, слышал, как мать два раза вставала смотреть тесто.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗн пулчӗ? — Давыдов, нимӗн ӑнланмасӑр, йӗрки йӗркипе ларакан ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ, никампа та куҫпа-куҫ тӗл пулайман пирки, Нагульнов енне ҫаврӑнчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑвӑрттӑн тӳрленсе тӑрать хӗр, пичӗпе патша енне ҫаврӑнать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Теме кура пурсӑмӑр та эпир Беликов авланманнине астуса илтӗмӗр, ҫав ун кунҫулӗнчи паллӑ енне халиччен асӑрхамасӑр хӑварни тӗлӗнтерчӗ пире хамӑра та.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Полицейскин пӑхӑр сӑн-пичӗ тӗксӗмленсен вара, алли кӗске те пуклак патака тата ҫӳлерех ҫӗклесен, — ушкӑн шӑв-шавӗ тӗлӗнмелле тытӑнчӑклӑн тухма тытӑнать, «Мов» пуҫӗ текех тавлашать пулин те, вӑл, пӗр енчен тепӗр енне ҫапкаланса, малаллах шӑвасшӑн пулин те, тӑлпӑвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ишӗлсе пырать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
… Пӑхатӑп та хӑй ачине сыхлама вӑй ҫитереймен амӑшӗн хурлӑхлӑ мӑшӑр куҫне тата ачан ҫынтан хӑранипе сивлеккӗн хытса ларнӑ тарӑн куҫне, пӑхатӑп та чӗрӗ чун асапне пӑхса киленекен ҫынсем ҫине, вара, упӑте енне ҫаврӑнса, хам ӑшра ҫапла калатӑп:
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫутӑсен йӑлтӑрккипе суккӑрланнӑ халӑх, ҫиҫсе тӑракан йӳнӗ те ӗлккен сӑнсем илӗртнипе, шӑв-шавпа ӳсӗрӗлнӗскер, кичем пусса илнӗ ташӑ-вӑйӑра ӳркевлӗн ҫаврӑнкалать те, суккӑрскер, икӗ пая уйрӑлса, хаваслансах е сулахая — ҫылӑх енне, е сылтӑмалла — «тасалӑх» тӗлӗшпе проповедь пыракан ҫуртсем еннелле каять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Йӑлтӑрти ҫутӑпа анранӑ ҫын кӗтӗвӗ ҫаплах, пӑтранчӑк шыв юхӑмӗ пек, пур енчен те тӗттӗм хупӑрласа тӑракан хускалми кӳлӗ пек, ҫутӑ енне туртӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Унӑн вӑрӑм мӑйлӑ илемлӗ пуҫӗ, темле тӗлӗнмелле чечек евӗр, енчен енне сулланать, куҫӗсем хавасланнӑҫемӗн хавасланса йӑлкӑшаҫҫӗ, — ҫӗнтерейми вӑйпа хӑйсем еннелле туртаҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Амӑшӗ енне аллипе тӑсса кӑтартрӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Хӗнетӗп, киревсӗр, — ҫилленмесӗр каларӗ хуралҫӑ, унтан, ман енне ҫаврӑнса, кӑмӑллӑн хушса хучӗ:— Вздую, подлая, — не сердясь, пообещал сторож и добродушно, словоохотливо обратился ко мне:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Вӑл хӗрсе кайса калаҫнине Пепе нимпе те чарма пултараймасть, сӑмсине турткалать, аллине чӗри тӗлне тытать, ним тӑвайман енне, ҫӳҫне тӑрмаласа пӑхать, ассӑн сывла-сывла илет, анчах лешӗ упӑшки пырса кӗриччен те лӑпланаймасть.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пепе юлташӗсем хыҫалтан, чӑтайманнипе хырӑмӗсене тыта-тыта, кулса пыраҫҫӗ, вӗсем енне ҫав юлхав ҫын тӗссӗр куҫӗпе лӑпкӑн ҫаврӑнса пӑхсан, ачасем, тӗм хыҫне пытанакан шӑшисем пек, кӗтессене тара-тара пытанаҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Пӑхӑр-ха, пичӗ мӗнле унӑн! — тет Пепе хӑйӗн юлташӗсене, пурне те асӑрхакан куҫӗпе пӗр нимӗҫ енне кӑтартса; лешӗн, хӑйне хӑй ҫав тери мӑнаҫ тытнипе, ҫӳҫӗ те вирелле тӑрса кайнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.