Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫывратса ямалла пӗрпек кӗрлекен моторсен шавӗнче мӗнпур шухӑшсем арпашӑнса кайрӗҫ, тӗлӗрме тытӑннӑ Алексейӑн юлашки шухӑшӗ ҫакӑ пулчӗ: ҫӗр ҫинче вӑрҫӑ та, бомбӑсем ҫурӑлни те ҫук; урасем те пӗр лӑпланмасӑр асаплӑн сурса ыратмаҫҫӗ пек, Мускавалла вӗҫекен самолёт та ҫук; ҫаксем пурте Алексее, хӑй тахҫан катари Камышин хулинче, ача чухне тӗлӗнмелле кӗнекере вуласа курнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн самолёчӗ халь арканнӑ йӑви ҫинче ӑҫта ларасса пӗлмесӗр вӗҫекен кайӑк пекех туйӑннӑ.Его самолет напоминал птицу, кружащуюся над разоренным гнездом и не знающую, куда ей сесть.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бензинпа ҫу шӑршине туйса, хӑй сывлӑшра вӗҫнине сиснипе вӑл пӗр хушӑ ӑнран кайрӗ; вӑранасса вӑл аэродром ҫинче, хӑйӗн носилкине самолётран йӑтса кӑларнӑ чух тин вӑранчӗ; кунта ӗнтӗ ӑна Мускавран килнӗ хӑвӑрт вӗҫекен санитари самолёчӗ кӗтсе ларнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пиккене куҫса, вӑл хӑйӗн машинине халӗ ҫеҫ ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленнӗ йывӑр та вӑраххӑн вӗҫекен «ломовик» ҫинелле чул пек чӑмтарчӗ те лешин дюральрен тунӑ тӑватӑ кӗтеслӗ кӳлепине пулемётран киленсех темиҫе тапхӑр ҫунтарса илчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Штурмовиксем, пехотӑри пек каласан — «вӗҫекен танксем», хыр тӑррисене перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, тӑшманӑн транспорт «юнкерсӗсем» йӗркешеррӗн ларса тухнӑ вырӑна — пӗр систермесӗр, вӑрттӑн ҫывхарчӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑсӑя тӑрӑшсах йыхӑрса вӗҫекен енре Тамарӑн амӑшӗн тӑван ялӗ вырнаҫнӑ-ҫке — акӑ ӑҫта чӗнет хӗрарӑма пӗчӗк кайӑк!
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Тамара пуҫне ҫӗклерӗ те кӑсӑя вӗҫекен еннелле тинкерчӗ: мӗн пур-ха ун ҫулӗ ҫинче, вӑл йыхӑракан ҫул ӑҫталла илсе каять-ха?
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫур ҫӗр тӗлӗнче вӗҫекен каяк та ун патне пӳлӗме веҫсе кӗнӗ, пусма карлакӗсем ҫинче ҫав каҫ юрласа ларнӑ, ҫапах та ку таранччен ун килӗнче никам та вилмен.и в тот же вечер козодой сел на перила и запел, а ведь у них до сих пор никто не помер.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Урлӑ-пирлӗ вӗҫекен «мессершмитсем» енне хӗр чышкипе юнарӗ: «Шуйттансем!»Девушка пригрозила «мессершмитам», что сновали по небу: «Дьяволы!»
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
УИР ҫав тапхӑрта космоса вӗҫекен аппаратсем валли старт комплексӗсем тунӑ е вӗсене ҫӗнетнӗ – реконструкциленӗ.
Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011
17. Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18. патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вара пӗлӗтсем — мӑн пӗлӗтсем, вӑйлӑ та хаяр пӗлӗтсем — ҫӗкленӗҫ, ҫӗрпе ун ҫинче пурӑнакансене хӑратса тӑма ҫӑлтӑр та ҫӗкленӗ; ҫав пӗлӗтсем пур ҫӗре те, ҫӳллӗ те тӳпем вырӑнсене, ҫӑлтӑрсен тӑвӑлне 41. тата вутпа пӑр, вӗҫекен хӗҫсем тата хирсене, ҫӑлсене тултармашкӑн шутсӑр нумай шыв тӑкса ярӗҫ; 42. ӗнтӗ хулапа унӑн хӳмине, тусемпе сӑртсене, вӑрманти йывӑҫсене, улӑхри курӑка, вӗсен тыррине шыва путарӗҫ; 43. ҫав шыв пӗр чарӑнмасӑр Вавилона ҫитӗ те ӑна аркатса тӑкӗ; 44. пуҫтарӑнӗҫ те Вавилон патне — ҫавӑрса илӗҫ; ун ҫине ҫӑлтӑрпа хаярлӑх тӑкӑнӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн вӗҫекен ҫӗмренӳсен ҫути умӗнче, Санӑн ҫиҫекен сӑннусен ялтравӗ умӗнче хӗвелпе уйӑх хӑйсен вырӑнӗнчех чарӑнса тӑчӗҫ.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑншӑн вӗсем ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек, йӗтем ҫинчен вӗҫекен хывӑх пек, мӑрьерен тухакан тӗтӗм пек пулӗҫ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унта вӗҫекен ҫӗлен йӑва ҫавӑрӗ, ҫӑмарта туса чӗпӗ кӑларӗ, вӗсене хӑй хӳтлӗхне пуҫтарӗ; унта хӑлатсем пухӑнӗҫ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫсе анӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ахаз патша вилнӗ ҫулхине ҫапла пророкла каланӑ сӑмах пулнӑ: 29. хӑвна пӗтерсех тӑнӑ туя хуҫӑлнӑшӑн, Филисти ҫӗрӗ, ан хӗпӗрте: ҫӗлен тымарӗнчен аспид тухӗ, аспид ӑшӗнчен вӗҫекен аҫтаха тухӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Кам суяна хӑнӑхать, ҫавӑ ҫил кӗтсе ҫӳрет, ҫавӑ вӗҫекен кайӑксем хыҫҫӑн хӑвалать: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн иҫӗм пахчине ҫӳрес ҫула пӑрахнӑ, хӑйӗн хирӗнчи сукмаксемпе аташса ҫӳрет; типӗ пушхир урлӑ, шывсӑр хӑрӑнма пӳрнӗ ҫӗр урлӑ иртет; аллипе ҫук ҫимӗҫе пуҫтарать.]
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.