Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗриленсе (тĕпĕ: вӗрилен) more information about the word form can be found here.
Халь ӑҫта вӑл? — эрленсе те вӗриленсе тӗпчерӗ Ахтупай.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп пӗр май ҫеҫ куратӑп, — хӗрсе кайнӑскер, вӗриленсе калаҫрӗ Черемисинов.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ княҫа Шигалей вӗриленсе калаҫни килӗшрӗ пулмалла, вӑл кӑмӑллӑн кулса илчӗ.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗриленсе кайнӑ бригадир хӑй ҫумне Елюка чӑмӑртать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗр-пӗр пепке вӗриленсе выртать-тӗр.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Чӑтаймарӑм, вӗриленсе илтӗм:

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Вутри пек вӗриленсе ҫунма, йынӑшма, ахлатма тытӑнчӗ вӑл.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Эпӗ савӑннипе хумханса, вӗриленсе кайрӑм.

Help to translate

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Левентей тата темскер тавӑрса каларӗ те трубкине хучӗ, вара Ятман та, хӑй пӗтӗм ҫан-ҫурӑмран вӗриленсе кайнине туйса, трубкӑна вырӑнне ҫакрӗ.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗриленсе кайнӑ миме вара ҫакна ҫирӗплетме васкарӗ.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене илтсен, Иванӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вӗриленсе кайрӗ, ура вӑйӗсем пӗтсе ҫитрӗҫ, Маринепе Липа пулмасан, вӑл ҫакӑнтах михӗ ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ пулӗччӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнинче Левентейпе вӗриленсе илтӗм, халь Липӑна ҫилентертӗм.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сӑмахсене вӗриленсе тавлашма тытӑнмасӑр итлесе тӑма та йывӑр, анчах чӑтӑмлӑн итлес пулать: ват ҫын калать, Кӑтра Михала калать.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа хӑй мӗн тери вӗриленсе ҫитнине правлени ҫуртӗнчен урама тухсан ҫеҫ туйса илчӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мамич-Бердей те, Тукай евӗрлех, час вӗриленсе каять; ҫилли усал унӑн, тарӑхнӑ вӑхӑтра мӑрса ҫынна тем туса пӑрахма та пултарать; Тукай евӗрлех вӑл екки янӑ чух хӑйӗн тарҫипе те калаҫать, шӳт тӑвать; ҫавӑнтах леш кӑшт вырӑнсӑр сӑмах каласассӑн ӑна хӗнесе тӑкма хатӗр.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑваласа ҫитрӗ те унӑн тарласа вӗриленсе кайнӑ аллинчен ярса тытрӗ.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ вӗриленсе кайнӑ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чунрине кӑларӑр, анчах вӗриленсе мар.

Выпустите пар, но сделайте это каким-либо гуманным способом.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чи кирли – вӗриленсе кайнипе йӑнӑшсем ан тӑвӑр.

Главное не действуйте сгоряча и вы не совершите ошибок.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сасартӑк ҫурӑмӗ вӗриленсе ыратса кайнипе, аш татӑкӗ ҫӑварӗнчен сӗтел ҫине тухса ӳкрӗ.

Help to translate

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed