Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӗренӗҫ, — терӗ Оська.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Вӗренӗҫ вара хосподасене мӗнле тапӑнмаллине.
Пыллӑ пӗремӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
— Эпир октябрь уйӑхӗнче каялла чакнине, — терӗ вӑл, — историксем малашне, ҫӗнтерӳллӗ наступленисене тӗпчесе вӗреннӗ пекех, ҫав тери тӗлӗнсе, интересленсе тӗпчесе вӗренӗҫ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫынсем ялан вӗренӗҫ, вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланӗҫ, пӗтӗм ҫутҫанталӑка парӑнтарӗҫ.И люди станут все развиваться, сделаются могучими и всю природу покорят!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫынсене ҫӑкӑр пар, — вулама вара вӗсем хӑйсемех вӗренӗҫ.Я думаю так: давайте людям хлеб, читать они выучатся и сами.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара ачасем шутлама, шутланине пурнӑҫлама вӗренӗҫ, ӗмӗчӗсене пурнӑҫлас тесе ҫирӗппӗн утӗҫ.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Уйлӑха пухӑннисем кашни кун чӑваш чӗлхи вӗренӗҫ, пултарулӑх лаҫҫинче тӑрмашӗҫ, спортпа туслашӗҫ.
«Хавал» уйлӑхӗн программи паллӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12748.html
24. Иккӗленчӗк чун-чӗреллисем ӑслӑлӑха пӗлӗҫ, пӑхӑнманнисем итлесе пурӑнма вӗренӗҫ.24. Тогда блуждающие духом познают мудрость, и непокорные научатся послушанию.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗтӗм чунӑмпа ҫӗрле Сан патна ӑнтӑлтӑм, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗмпе, чунӑм-чӗмӗмпе ир-ирех Сана шырама пуҫлӑп: ҫӗр ҫинче Сан сутун ӗҫӗсем пулса пынӑ чухне тӗнчере пурӑнакансем тӳрӗлӗхе вӗренӗҫ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Моисей вӗсене халалласа каланӑ: ҫичӗ ҫул иртсессӗн, парӑмсене каҫарнӑ ҫул, хӳшӗ уявӗнче, 11. [Ҫӳлхуҫа Хӑй] суйласа илнӗ вырӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне тӑма пухӑнсассӑн, ҫак саккуна пӗтӗм Израиль умӗнче сасӑпа вуласа пар; 12. халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те, санӑн килӳ-ҫуртунта пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар: итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр; 13. вара вӗсенӗн ҫакна пӗлмен ывӑлӗсем те сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫинчен илтӗҫ те эсир хӑвӑр аллӑра илме Иордан урлӑ каҫакан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хушӑра сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраса тӑма вӗренӗҫ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2