Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентсе (тĕпĕ: вӗрент) more information about the word form can be found here.
Пурлӑх пухма вӗрентсе, тирпейлӗ пулма та вӗрентрӗ мана атте.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем ачасенчен ҫӗршыв патриочӗпе тивӗҫлӗ гражданинне вӗрентсе ӳстерме, салтакра кирлӗ хӑнӑхусене шкултах алла илме тата ҫамрӑксенче пуҫарулӑх туйӑмне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

«Мана атте йӗлтӗрпе ярӑнма вӗрентсе, ярӑнса, кайран автомат ҫине куҫрӑм.

Help to translate

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Ку алгебрӑпа инженерсене вӗрентсе кӑларакан институтра вӗрентеҫҫӗ пулмалла.

Help to translate

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

Анна Ивановна вӗрентсе каларӗ: – Мӗн эсир, юлашки хут сывланӑ пек?

Анна Ивановна давала наставления: – Что вы вдыхаете так, как будто в последний раз?

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Ырӑ йӑлана эпир ҫулсерен пуянлатса, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма тӑрӑшӑпӑр», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн ум сӑмахӗнче.

Help to translate

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ Николай Смелов, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи Ишекри шкулта математика вӗрентсе пурӑннӑскер, йӗркеленӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ҫемьесенче ӗҫе хисеплеме, йӑла-йӗркесене ӑша хывса, уншӑн яваплӑха туйса пурӑнма вӗрентсе пыни куҫ кӗретех.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Вӑл пилӗк енпе ӗҫлет: футбол вӑййиллӗ физкультура урокӗсем; шкулсенчи секцисем; учительсене вӗрентсе хатӗрлесси; Пӗтӗм Раҫҫейри «Футбол в школе» фестиваль; шкулти футбол лиги.

Help to translate

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

Иван Васильч пирӗн ялта учительте ӗҫлетчӗ, пирӗн Гурие те вӑлах вӗрентсе кӑларнӑ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпир халь хамӑра хамӑр ҫех вӗрентсе тӳрлетме пултаратпӑр, хамӑра хамӑр кӑна».

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

400 шкул, пин ытла учитель вӗрентсе кӑларнӑ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Ҫапла вӗрентсе пырсан тин вӗсем малашне профессилле искусствӑна пуянлатма пулӑшӗҫ.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Нацилле музыка театрӗ ӗҫлеме пуҫлани хамӑрӑн авалтан музыкӑллӑ пулнӑ халӑх культурӑпа эстетика енӗпе мӗн тери ӳснине нимрен те ытларах кӑтартса парать, ҫавӑнпа пӗрлех халӑха ҫывӑх совет искусстви ҫинчен, халӑхра ҫыравҫӑсемпе художниксем вӗрентсе ҫитӗнтересси ҫинчен, нацилле искусствӑна аталантарас ӗҫре социализмлӑ идейӑсем хӑватлӑ пулни ҫинчен аслӑ Ленин каласа хӑварнисем пирӗн вӑхӑтра ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗрсе пынине ҫирӗплетет.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Унӑн вӗсене те вӗрентсе кӑлармалла.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӗр хушӑ Етӗрнери педучилищӗре вӗрентсе пурӑнать те — 1939 ҫулта Совет Ҫарне каять, Хӗвеланӑҫ Украинӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Чӑваш Республикинче ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене тата кунта пурӑнакан нумай халӑхсен чӗлхисене хисеплеме вӗрентсе пӑхса ӳстерме пӗтӗм майсем йӗркеленӗ.

В Чувашской Республике созданы все условия для воспитания подрастающего поколения в почтении к родному языку и языкам многочисленных народов, здесь проживающих.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

— Тӗрӗссипе, сана эп ҫын турӑм, сана эп вӑтам шкултан вӗрентсе кӑлартӑм, сана самолет ҫине лартрӑм.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Никам та вӗрентсе каланине юратмасть, ҫавна шута илтӗм пуль.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

2020 ҫулта С.В. Храмовӑна ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва вӗрентсе тӗрӗс воспитани панӑшӑн Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствин Хисеп хутне парса чыслаҫҫӗ.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed