Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентесшӗн (тĕпĕ: вӗрент) more information about the word form can be found here.
Пӗр пахчаҫӑ ывӑлӗсене пахча ӗҫне вӗрентесшӗн пулнӑ.

Хотел садовник сыновей приучить к садовому делу.

Пахчаҫӑпа унӑн ывӑлӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл ҫынна пулӑшасшӑн, ҫутта кӑларассишӗн, вӗрентесшӗн тӑрӑшнӑ, — ҫавӑнта ӗнтӗ унӑн чапӗ, вилӗмсӗрлӗхӗ.

Help to translate

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ачисене те ҫавӑн пек пулма вӗрентесшӗн тӑрӑшрӗ.

И детей воспитывала в своем же духе.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Утма вӗрентесшӗн пулӑшма пыракансене хӑй яхӑнне ярасшӑн марччӗ, ура тапса кутӑнлашатчӗ.

Но стоило кому-то из взрослых попытаться помочь ему, как он сердито начинал топать ножками, упираться.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ те ӑна мӗн ҫамрӑкран ҫапла вӗрентнӗ, хӑй те ачисене ҫапла вӗрентесшӗн тӑрӑшать.

Его отец сызмальства приучил так жить; своих детей он наставляет тому же самому.

V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кирек мӗн каласан та, вӑл хӑй еткерне усала вӗрентесшӗн пулман курӑнать: вилес кунӗ ҫитеспе сывӑ тӑванӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, тет те, ӳлӗм хӑйӗн юнлӑ ҫулне ҫерем пустӑр, ӑна никам та ан такӑрлаттӑр тесе, хытарса каласа хӑварнӑ, тет.

Что бы там ни говорили, а предок Сямаки все-таки старался учить своих наследников добру: перед смертью повелел созвать всех родственников и строго-настрого наказал никому из них не ступать на его беспутную и кровавую стезю, не спотыкаться на ней и не позорить род свой.

Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах атте мана гимназире вӗрентесшӗн пулчӗ.

Но отец хотел, чтоб я учился в гимназии.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл Матвее те вӗрентесшӗн пулнӑ, анчах лешӗ ниепле те ӑнкарса пырайман.

Он старался обучить и Матвея, но тому давалось трудно.

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Джим кӑмӑлсӑрланчӗ, апла тӑвиччен «кофене табак ярса хутӑштаратӑп» терӗ, ытти пирки те вӑл питӗ мӑкӑртатрӗ, нимӗн те тӑвасшӑн мар: куршанакпа та аппаланас килмест унӑн, йӗкехӳресем валли купӑс та калас килмест, ҫӗленсене, эрешменсемпе ытти ҫавнашкал чӗрчунсене те алла вӗрентесшӗн мар; ытти ӗҫсене те: перо тӑвассине, чул ҫине ҫырассипе дневник ҫырассине тата урӑх ӗҫсене те пач йышӑнасшӑн мар.

Джим на это сказал, что уж лучше он себе табаку в кофей насыплет, и вообще очень ворчал, ко всему придирался и ничего не желал делать: ни возиться с репейником, ни играть для крыс на гармошке, ни заманивать и приручать змей, пауков и прочих тварей; это кроме всякой другой работы: изготовления перьев, надписей, дневников и всего остального.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мана болгарла калаҫма вӗрентесшӗн.

Он хочет учить меня по-болгарски.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ман ӑна ҫилленес килсе кайрӗ: ахаль те кӑмӑл хуҫӑк, вӑл пур, мана вӗрентесшӗн.

Я готов был разозлиться на него: настроение и без того испорчено, а тут еще Вадя готов поучать меня.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл мана ишме вӗрентесшӗн пулнӑ иккен.

Он хотел научить меня плавать.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кавӗрле сӑмахӗсемпе вӑл ывӑлне аслӑ пӗлӳ илме хистет, тӳлевсӗр вырӑна лекеймесен тӳлесе те пулин вӗрентесшӗн.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Лича аппа, эсӗ ҫӗннине вӗрентесшӗн мар пуль те?

— Тётя Лида, ты знаешь новою игру?

Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.

Вӗрентесшӗн те атте патне фронта ярасшӑн.

Хочу выдрессировать и послать отцу на фронт.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вӑл вӗсене лӑплантарасшӑн, алла вӗрентесшӗн сахал мар тӑрӑшать, анчах — кӑлӑхах.

Он прилагает немало усилий, чтобы усмирить, приручить их, — и тщетно.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пӗр чикан кӑна вӑл хӑйӗн кӗсрине ҫимесӗр пурӑнма вӗрентесшӗн пулнӑ, — апатсӑр пурӑнма хӑнӑхтӑр, тенӗ.

Это ить один цыган приучал кобылу не исть, — дескать, приобыкнет без корму.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов: «Эх, сысна ҫури, вӗрентесшӗн тата…» тесшӗнччӗ, анчах хӑйне алла илсе: — Гм… Кӑна эс тӗрӗс турӑн-ха, — терӗ.

Корнилову очень хотелось сказать: «Ах ты поросенок эдакий, еще учить берется…» Но он сдержался и пробормотал: — Гм… Это ты, конечно, правильно делаешь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫапла, ыттисем пек мар, урӑхла ҫын, питӗ сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ ҫын пулнӑ ҫак господин, эпӗ ҫак сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ пӗр экземпляра питӗ тӗплӗн сӑнласа пама тӑрӑшрӑм; анчах та эпӗ, витӗр курса вулаканӑм, сана ҫак йӑхран тухнӑ ҫынсемпе лайӑх калаҫма, вӗсем умӗнче хӑвна лайӑх тыткалама вӗрентесшӗн тӑрӑшмарӑм (эсӗ хӑвна ун пек тыткалама пӗлместӗн) эсӗ ун пек ҫынна нихҫан та курас ҫук; пурне те витӗр курса вулакан, сан куҫусем ун пек ҫынсене кураймаҫҫӗ, курмалла туман ҫав вӗсене; вӗсем сан куҫна курӑнмаҫҫӗ; вӗсене таса та хӑюллӑ куҫсем кӑна кураҫҫӗ; ун пек ҫын ҫинчен ҫырни сана акӑ мӗн тума кирлӗ; эсӗ тӗнчере мӗнле ҫынсем пурӑнни ҫинчен илтсе те пулин юлма пултаратӑн.

Да, особенный человек был этот господин, экземпляр очень редкой породы, и не затем описывается мною так подробно один экземпляр этой редкой породы, чтобы научить тебя, проницательный читатель, приличному (неизвестному тебе) обращению с людьми этой породы: тебе ни одного такого человека не видать; твои глаза, проницательный читатель, не так устроены, чтобы видеть таких людей; для тебя они невидимы; их видят только честные и смелые глаза; а для того тебе служит описание такого человека, чтобы ты хоть понаслышке знал, какие люди есть на свете.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах вӗренмен хӗрарӑм пулнисӗр пуҫне, Марья Алексевна йӑнӑшне тата Лопухов ӑна хӑй шухӑшне йӑлтах каламан пирки те каҫарма пулать, Лопухов пропагандист пулнӑ, анчах чаплӑ идейӑсене юратакан пропагандист мар, чаплӑ идейӑсене юратакан пропагандистсем вӗсем яланах Марья Алексевнӑсене хӑйсене чунтан савӑнтаракан ырӑ кӑмӑллӑ идейӑсене вӗрентесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Но, кроме того, что она была женщина неученая, она имеет и другое извинение своей ошибке: Лопухов не договаривался с нею до конца, Лопухов был пропагандист, но не такой, как любители прекрасных идей, которые постоянно хлопочут о внушении Марьям Алексевнам благородных понятий, какими восхищены сами в себе.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed