Шырав
Шырав ĕçĕ:
вӗлермешкӗн (тĕпĕ: вӗлер) more information about the word form can be found here.
6. Вӗлермелле айӑпланӑ ҫын икӗ е виҫӗ кӳнтелен сӑмахӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлӗ: пӗр кӳнтелен ҫеҫ каласа кӑтартнипе вӗлерме тытса памалла мар; 7. ӑна вӗлермешкӗн ун ҫинче пуринчен малтан кӳнтеленсен алли пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Фараон патӗнчен тухсассӑн, вӗсем хӑйсене кӗтсе тӑракан Моисейпе Аарона тӗл пулнӑ, 21. вара вӗсене каланӑ: сире Ҫӳлхуҫа Турӑ курса сут тутӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир пире фараонпа унӑн чурисем умӗнче курайман ҫынсем турӑр, пире вӗлермешкӗн вӗсен аллине хӗҫ тыттартӑр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2