Шырав
Шырав ĕçĕ:
Подпольщиксем тӑваттӑн: «Штепсель» ят йышӑннӑ Василий Брезицкий, хуҫа арӑмӗн шӑллӗ, шурса кайнӑ, ҫивӗч куҫлӑ, типшӗм ҫын; ҫӑкӑр заводӗнчи рабочи — шурӑ ҫӳҫлӗ ҫӳллӗ старик Топалов, ун вӑрттӑн ячӗ — «Юра пичче»; сехет маҫтӑрӗ Лабенок, вӑрттӑн ячӗ — «Валя»; атӑҫӑ Василий Григорьев, вӑрттӑн ячӗ — «Фунель».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫынсене суйласа илнисем, вӑрттӑн ятсем, вӑрттӑн хваттерсем, парольсем, суя документсем туни, вӑрттӑн ӗҫлекен типографи туни, ӑна маскировкӑлани, халӑх хушшинче тата тӑшман ҫарӗн салтакӗсем хушшинче листовкӑсем сарни, диверсиллӗ ӗҫсем туни аса килчӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
НКВД йӑпӑлтисенчен — Илихван евӗрлӗ вӑрттӑн агенчӗсенчен тӑтӑшах ялсенчи вӑрттӑн абортсем ҫинчен хыпарсем ҫиткелесех тӑнӑ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫилен юлташ-хӗрарӑмӗ Нюҫҫа, тӑлӑх арӑм, хӑйӗн вӑрттӑн юратӑвӗ Валерий Викторович военрук ҫине вӑрттӑн пӑхса пычӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах вӑрттӑн япаласем — вӑрттӑн япаласемех пулччӑр, ҫапах та пирӗн кунти вырӑнсем питӗ улах вӗт, пур ҫынсем те куҫ умӗнче, эпир вӗсен клубӗнче те час-часах пулаттӑмӑр…
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫӗлен те вӑрттӑн сӑхмасть, вӗсем вӑрттӑн ҫыртаҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Эп вӑрттӑн пырса кӗретӗп те укҫа туса вӑрттӑн тухса каятӑп.
3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эпӗ сана пӗр вӑрттӑн япала, калама ҫук хӑрушӑ вӑрттӑн япала ҫинчен пӗлтерме тивӗҫлӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Малтан — ним шухӑшласа тӑмасӑр шӑл кӑларнӑ тӗлӗшпе; минут иртсен — вӑрттӑн ӗҫлекенсемпе ҫыхланса кайнӑ пирки чӑн-чӑнах, вӑл хӑйӗн хваттерне пухӑнкалама килӗшрӗ, мӗншӗн тесен Григорий Васильевич унӑн тахҫанхи чирлӗ ҫынӗ, хисеплӗ присяжнӑй повереннӑй ӑна ӗнентерчӗ: социал-демократсем кӗрешӳн уҫӑ меслетне ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ; вӗсем хӑйсем те — вӑрттӑн ӗҫ вӑл партин идейипе килӗшсе тӑмасть, сиенле, тесе шутлаҫҫӗ; паллах, мӗнле те пулин восстанисем ҫинчен е, унтан та хӑрушӑрах, бомбӑсем ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть» терӗ.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бауман пултарать, пурпӗрех вӑл вӑрттӑн ӗҫлекенскер, Густылёвшӑн пулсан вара, вӑрттӑн ӗҫе куҫма усси те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл яланах уҫҫӑн ӗҫлекен партишӗн тӑрать.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Нимӗҫсем ку вӑхӑтчен ҫак монастыре килсе хускатма хӑяйман иккен, мӗншӗн тесен Георгий Иванович Замула юриех вӗсем хушшине ҫапла хыпар сарса янӑ пулнӑ: монастыре ҫӗр айӗнчи вӑрттӑн ҫулсемпеле кашни кунах темӗн чухлӗ партизансем килсе тӑраҫҫӗ, вӗсем кунти сӗм вӑрманти вӑрттӑн шырлансенче пурӑнаҫҫӗ…
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Ҫапах та, икӗ уйӑх ӗлӗкрех мана гладиаторсем кавар туни ҫинчен, вӑрттӑн союз организацилени ҫинчен, вӗсен хӑйсен пароль, сывлӑх сунмалли вӑрттӑн паллӑсем, гимнсем пурри ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Тур пӗлет вӗсене, ку вӑрттӑн ӗҫ; Петр Васильевич ӑна ҫине тӑрсах авланма ӳкӗтленине кӑна пӗлетӗп, атте авланасшӑн пулман, унтан ӑна темле шухӑш пырса кӗнӗ, рыцарьле хӑтланма шут тытнӑ, — вӑрттӑн ӗҫ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн класри ачасем пӗр-пӗрне вӑрттӑн калама пачах пӑрахрӗҫ, мӗншӗн тесен никамӑн та стена хаҫачӗ ҫине ҫакланас килмест, ҫапах та эпӗ Шишкина яланах тусла вӑрттӑн кала-кала паратӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Унтан вӑл: «Пӗр-пӗрне никам та вӑрттӑн каламасан, дисциплина та лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, вӑрттӑн каласси ҫине никам та шанман пулӗччӗ, кашниех лайӑхрах вӗренме тӑрӑшӗччӗ», — терӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ҫӗр айӗнчи вӑрттӑн ҫулпа Пӑван ту айккине тухмалла, унтан вара, тӗттӗм пулсан, ӑна Мартинипе пӗр контрабандист кӗтекен вӑрттӑн вырӑна ҫитермелле пулнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӗсем ун ҫырӑвӗсене вӑрттӑн илсе тухаҫҫӗ, ӑна вӑрттӑн ответсем илсе кӗреҫҫӗ, ҫавна та чарма пултараймастӑп эпӗ.Я не могу добиться, чтобы они перестали передавать его письма на волю и приносить ему ответы.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах романӑн тӗп геройӗсем — халӗ ӗнтӗ вӑрттӑн ӗҫлеме лайӑх пӗлекен, нумай тӳссе курнӑ, революциллӗ вӑрттӑн ӗҫӗн йывӑр условисенче пиҫӗхнӗ, ӳссе ҫитӗннӗ политикӑллӑ деятельсем.
4 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Вӑл мадзинистсен пӗрремӗш восстанийӗсемпе ӑнӑҫсӑрлӑх тӳснӗ ҫулӗсем Пьемонтра, Тосканӑра тата Италин ытти хулисенче вӑл вӑхӑтра Мадзини обществин каварсем тӑвакан пӗрремӗш ушкӑнӗсем вӑрттӑн ӗҫленӗ ӗнтӗ, вӑрттӑн ҫыхӑнусем йӗркеленӗ, пӗрлӗхлӗ республикӑшӑн кӗрешме хӗрӳллӗ ҫамрӑк студентсем, патриотла кӑмӑл-туйӑмлӑ интеллигенци, ремесленниксем, вак буржуасем ҫӗкленнӗ.
4 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Кунта вӑл вӑрттӑн ӗҫлекенсен ушкӑнӗсене, ҫӗршер партизансене ҫул кӑтартса, ертсе пырать, хӑй те ҫӗнӗрен темиҫе вӑрттӑн ӗҫлекен ушкӑн йӗркелет.
Иван Андреевич Козлов // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с. — 349–351 с.