Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсӑр the word is in our database.
вырӑнсӑр (тĕпĕ: вырӑнсӑр) more information about the word form can be found here.
Каҫҫан вырӑнсӑр сӑмах каласа ярасран хӑраса хӗреле-хӗреле кайнӑ.

Касьян терялся, боялся сказать что-нибудь невпопад.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавӑнпа «колхозсем пӗр пек мар, пӗрлешес пулсан, эпир нумай ҫухататпӑр» тесе калаҫнисене эпӗ вырӑнсӑр тесе шутлатӑп.

Help to translate

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан хӑй те сисрӗ, вӑл юлташне вырӑнсӑр япала каларӗ.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн тума пытанмалла вӗсенчен? — вырӑнсӑр сӑмахшӑн ҫиленнӗ пек каларӗ Укахви, — Эпир кунта ӗҫсӗр ларнӑ-и?

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, Липӑпа вӑрҫмарӑм ӗнтӗ, ҫапах та хам ун сӑмахӗсене тӗрӗс мар ӑнланса вырӑнсӑр кӳреннине палӑртрӑм-палӑртрӑмах».

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла вырӑнсӑр тухрӗ-ҫке ун сӑмахӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ыйтмасӑрах сисет, Гариф халӗ пачах вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ, ҫапах та ӗҫлӗ ҫын пек правленине утать.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эртеле вырӑнсӑр хупрӑн тесе ӳпкеленине тӳссе ирттерме пулӗ, вӑл эртеле ҫӗнӗрен уҫни мар, анчах Ятман, стариксем хыҫҫӑн кайса, ку ӗҫе хӑй ҫине илсен, начар вара, ун пек пулсан, эртеле ҫӗнӗрен туса хурӗҫ те колхозра ӗҫ дисциплини начарланӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку вӑл, Ахтупай шучӗпе, тем тесен те вырӑнсӑр калани пулчӗ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗне ӑс пама юратакан, вырӑнсӑр сӗнӳсемпе куҫа кӗрекен ывӑлӗсене итлемерӗ вӑл, тӳпенелле тинкерсе пӗр-пӗччен шухӑшласа ларчӗ.

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мамич-Бердей те, Тукай евӗрлех, час вӗриленсе каять; ҫилли усал унӑн, тарӑхнӑ вӑхӑтра мӑрса ҫынна тем туса пӑрахма та пултарать; Тукай евӗрлех вӑл екки янӑ чух хӑйӗн тарҫипе те калаҫать, шӳт тӑвать; ҫавӑнтах леш кӑшт вырӑнсӑр сӑмах каласассӑн ӑна хӗнесе тӑкма хатӗр.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ытлашши иртӗхсе, чӑртмахланса кайрӗ, пирӗн ҫынсене вырӑнсӑр кӳрентерме пуҫларӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк хан сисрӗ, кунта ытла чӗрре кӗрсе тӑни вырӑнсӑр.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр тесен вырӑнсӑр ҫуйкӑнланмасть-ши Черемисинов — воеводӑсем хӑйсене дьяксем, тӗрлӗ служилӑй ҫынсем куҫ хупмасӑр сыхласа-сӑнаса тӑнине ахаль те пӗлеҫҫӗ пулӗ-ха.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑшра хӑй кӳренсе илчӗ: ҫапах та вырӑнсӑр сӑмах персе ячӗ вӗҫкӗн Бельский!

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кӑна юлташӗнчен ыйтса пӗлеймерӗ, ун пек куҫа кӗнине вӑл вырӑнсӑр япала тесе шутларӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Никам та нимӗн те чӗнмерӗ — кунта шӑплӑха пӑсни вырӑнсӑр пулнине кашниех туйса тӑчӗ темелле.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Эхмемет хӑй ытла хӑюланса вырӑнсӑр япала персе янине сисрӗ те, кӑна вырӑссем ӑнланмарӗҫ-ши тенӗ пек, воеводӑсем ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпах пулӗ «Куҫа уҫса хупнӑҫем» сӑвӑ вырӑнсӑр пек туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Туй ҫинчен тапратни халь вырӑнсӑр, терӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed