Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсене (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Банкнота ҫине вырӑнти паллӑ вырӑнсене сӑнлӗҫ.

На банкноту разместят изображения местных достопримечательностей.

Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ ятпа сувенирлӑ укҫа кӑларӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37277.html

Эрмитажра тата Художество Академийӗн музейӗнче упранакан картинӑсемпе скульптурӑсене Ленинградран вӑрҫӑран аяккарах вырӑнсене ӑсатнӑ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

…«Тилли юррисенчи» уйрӑм вырӑнсене хальхи ҫамрӑк вулакансем, тен, тӳрех ӑнланса та илеймӗҫ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

1995 ҫулта К2 фирма ҫемҫе пушмаклӑ пӗрремӗш роликсене кӑтартнӑ, уҫӑлса ҫӳремешкӗн вӗсем чылай лайӑхрах пулнӑ, ҫавна май пит хӑвӑрт сарӑлнӑ та сутлӑх тӗлӗшӗнчен малти вырӑнсене йышӑннӑ.

В 1995 году фирма K2 (англ. K2) представила первые ролики с мягким ботинком, которые гораздо лучше подходили для прогулочного катания и вскоре заняли доминирующую позицию.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Округ центрне тата ялсене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес, ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнсене йӗркене кӗртес енӗпе малалла ӗҫлемелле.

Help to translate

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Инкек пулнӑ вырӑнсене хам ҫитсе ҫаврӑнтӑм, сӑтӑр курнӑ ҫынсене пулӑшмалли майсем тупрӑмӑр.

Help to translate

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ачаран спортпа туслӑ пулмалла, ҫитӗнсен вӑл хастарлӑх ҫав тери хаклӑ пулса тӑнине туйса илетӗр тенӗ спорт енӗпе малти вырӑнсене яланах пулнӑ паттӑр.

Help to translate

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Вырӑнти самоуправлени органӗсенче вӑй хуракансен тивӗҫӗсен шутне территори уйрӑмӗн пурнӑҫне тивӗҫтересси, халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси, инфраструктурӑна, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарасси, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн малтанхи мерисене тивӗҫтересси, ӗҫ-хӗле вӗсен приоритетлӑхне, тухӑҫлӑхне кура пурнӑҫласси кӗрет.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Гузель Шарафутдиновӑпа (Чӗчкен тӗп шкулӗ) Ксения Яковлева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.

Help to translate

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасен ушкӑнӗнче йӗлтӗрпе чупса Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем Полина Порфенова 1-мӗш, Анастасия Ефремова 3-мӗш, Анна Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат) 2-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Help to translate

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Вунӑ ҫул ытла ку таврара пулман ҫынна палланӑ вырӑнсене сӑнаса пыма начар-и вара?

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир плацкарт вакуна вӑр-вар кӗрсе хамӑрӑн палӑртнӑ вырӑнсене вырнаҫрӑмӑр.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вӗсем ҫинче сарнӑ вырӑнсене пӗр пек кӑвак тӗслӗ утиялсемпе витнӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ирина билетсем тата ӑс паракансем текен вырӑнсене ӑнлансах ҫитереймерӗ пулсан та, Архипова вӑл ытларах хисеплеме, шанма пуҫларӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Крансем ӑҫта лармалли вырӑнсене тупӑр — малалла калаҫрӗ Гаврил Романович.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑри ҫӳллӗ вырӑнсене хӑпарма, унта ҫӳреме шикленми пулчӗ ӗнтӗ хӗр, хӑнӑхрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпир ку енчи вырӑнсене лайӑхах пӗлместпӗр.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каснӑ вырӑнсене типтерлӗ тасатса хӑварма тытӑнчӗҫ, делянкӑна йышӑнмасӑр пӗр бригадӑна та тек урӑх ҫӗре куҫармаҫҫӗ.

Help to translate

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шалта таса, чӗлӗм тӗтӗмӗ явӑнмасть, вырӑнсене салтакри пек типтерлӗ пуҫтарса хунӑ.

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ывӑлсен кӗнекисемпе тетрачӗсене ҫӗре сирпӗтрӗҫ, арчана кӗчӗҫ, вырӑнсене тустарчӗҫ, ҫав шутра пӗчӗк хӗрӗнне те.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed