Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан вара анкӑ-минкӗ пуличчен ҫавӑрӑннӑ хыҫҫӑн, темӗнле япала пырса перӗннипе, шухӑш йӗппи пуҫ мимин кирлӗ вырӑннех пырса кӗчӗ те, нимӗнле те тытса чармалла мар шухӑшсем капланса тухма пуҫларӗҫ.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Калӑр-ха ӗнтӗ, мастер пулнӑ та хӑйне-хӑй темӗн вырӑннех хурать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Геллипе Зурбаган сасартӑк пин ҫухрӑм аякка куҫрӗҫ; хула кӗҫех хӑй вырӑннех килсе ларчӗ пулмалла, анчах вӑл халӗ паҫӑрхи хула мар ӗнтӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ман ывӑл савнийӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа хамӑн хӗрӗм вырӑннех хуратӑп ӑна, вӑл та манран нимӗн те пытармасть…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑраскал вырӑннех хучӗ вара Сӑпани Веняна, качча тухрӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кам пӗлет, тен, куҫ умӗнчен кая пӗлмен тискерлӗхе ҫапла майпа тӗтрелентерчӗҫ вӗсем, тен, пачах урӑхла, хӑйсене тем тума пултаракан паттӑр вырӑннех хучӗҫ, тен, кӑмӑл самантсерен улшӑннине кура, апла та, капла та шухӑшламашкӑн ӗлкӗрчӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Бизонсем ӑна хӑйсен хушшинчи чӗрчунсем вырӑннех шутланӑ пулмалла.Должно быть, бизоны приняли его за одного из своих собратьев.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ан тив, алтайсем сана хӑйсен тусӗ вырӑннех хуччӑр.
Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Лизӑна хӑвӑн хӗрӳ вырӑннех хурса пӑхнӑшӑн тавах сана, мӑшӑрӑм.Спасибо тебе, супруга, за то, что ты Лизу как свою дочь воспитываешь.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ҫавӑнпа, станичниксем пире тарӑхаҫҫӗ ҫеҫ мар — тӑшмансем вырӑннех хурса кураймаҫҫӗ…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Уйрӑмах Кондратие, — ӑна тӑшман вырӑннех хучӗ тейӗн, — хытӑ асӑрхаса тӑчӗ.
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Свифт ҫынсем пирки мӗн каланине халӑх приговор вырӑннех йышӑннӑ.
4 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Ҫак чӗрчунсем мана хӑйсем евӗрлӗ чӗрчун вырӑннех шутласа йышӑннӑ пулӗ тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен ҫапла калама манӑн пур сӑлтав та пур.У меня есть основание думать, что эти животные подозревали во мне одного из себе подобных.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Король йышӑннӑ чухне ҫав тусана сурса пӑрахнине е тутана шӑлса илнине пысӑк айӑп вырӑннех шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫӑвара тулнӑ тусана ҫӑтса ямалла пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Король обойщикӗ мана валли пит аван кровать туса пачӗ те, ман няня ӑна кашни кунах уҫӑ сывлӑш ҫине кӑлара-кӑлара лартатчӗ, хӑех пухса тирпейлетчӗ, каҫпа каллех хӑй вырӑннех кӗртсе лартатчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Ҫакнашкал япала историре пулса иртни ҫинчен илтнӗ пулсан, — тесе ҫырнӑ врачсем, — эпир ӑна халлап вырӑннех хунӑ пулӑттӑмӑр. Анчах эпир хамӑр куҫпах Кутузов генералпа тӗлӗнмелле хӑват пулса тӑнине куртӑмӑр», тенӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӑйӗн салтакӗсене полк командирӗ крепостнойсем вырӑннех шутланӑ, вӑрҫӑ ӗҫне вӗрентес вырӑнне вӑл вӗсене хӑйӗн именине ӗҫлеме янӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Феня ӑна тӑхӑнса янӑ, пӑхкаланӑ, шухӑшласа илнӗ те — чуптӑвасшӑн пулнӑ; анчах ҫавӑнтах хывса сӗтел ҫине хунӑ; унтан минтер айне пытарнӑ, вара каллах илсе ӗлӗкхи вырӑннех хунӑ.
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Минтерне вырӑннех хучӗ, самовар, чашка-тирӗксем пуҫтарса лартрӗ.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӑна эсир ӗнтӗ приказ вырӑннех шутлӑр.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.