Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртасшӑн (тĕпĕ: вырт) more information about the word form can be found here.
Ҫывӑрма та выртасшӑн мар.

Никак не укладывается спать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫывӑрас килнӗ пулсан та, ашшӗ киличчен ҫывӑрма выртасшӑн пулмарӗ.

Он ни за что не соглашался лечь до прихода отца, хотя спать ему хотелось нестерпимо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эп малтан выртасшӑн марччӗ, кайран, сисмен те, ҫывӑрса кайнӑ; кайран вара тӑрассӑм та килмерӗ.

А я сперва не хотел ложиться, а потом нечаянно разоспался и уже даже не хотел вставать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Лӑпланса выртасшӑн мар, каласа тӑрса, виҫӗ ҫыру ҫыртарчӗ, ҫырӑвӗсем вӑрӑм, вӗсене паянах яма хушрӗ.

Да еще не хочет лежать спокойно; продиктовал мне три длинных письма и велел отправить их сегодня же.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйне Хура тинӗсре шыва кӗртсе кӑларичченех пире хирӗҫ пычӗ, халӗ те пирӗн ҫула урлӑ выртасшӑн, тӗнчери революцие сӑтӑр туса пурӑнасшӑн!

До тех пор нам супротивничал, покеда его в Черном море не выкупали, да ишо и зараз норовит поперек дороги лечь, вреду наделать мировой революции!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӑшӑрлӑх ӗҫки-ҫики вӗҫленсен, ҫамрӑк кӗрӳ ҫӗнӗ ҫынна ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа выртасшӑн пулнӑ, пике тархаслама тытӑннӑ вара куна: «Ӗлӗкрех савни шутланнӑскер пурнакан хулана кайса килме ирӗк парсамччӗ мана. Ан тив, тупана илтӗр вӑл ман ҫинчен, ун чух эпӗ сан патна таврӑнӑп та эс мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑвӑп!» — тенӗ.

Когда же по окончании брачного пира он повел ее в спальню и хотел лечь с нею, она стала умолять его: «Позволь мне сходить в тот город, где живет прежний мой возлюбленный. Пусть он снимет с меня клятву, тогда я возвращусь к тебе и сделаю все, что ты хочешь!»

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed