Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Турӑ хӑвачӗ ҫинчен вӑл нимӗн чухлӗ те шухӑшламан, вуншар пинлӗ ҫуран ҫара, пин-пин утлӑ ҫара, сакӑрвунӑ сӑлана шаннӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсене Ливана вуншар пин ҫыннӑн, ылмаштарса, уйӑхлӑха ярса тӑнӑ; пӗр уйӑх вӗсем Ливанра пулнӑ, икӗ уйӑх хӑйсен килӗнче пурӑннӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Саул кулянсах ӳкнӗ, ҫак сӑмах уншӑн кӑмӑллӑ пулман, вӑл ӗнтӗ: Давида вуншар пин, мана вара пиншер анчах пачӗҫ; ӑна патшалӑх кӑна ҫитмест, тенӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
84. Парне вырӑнне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ кун Израиль пуҫлӑхӗсем кӳнӗ парнесем ҫаксем: вуникӗ кӗмӗл тирӗк, вуникӗ кӗмӗл курка, вуникӗ ылтӑн тӗтӗркӗч; 85. кашни тирӗкре ҫӗр вӑтӑршар сикль кӗмӗл, кашни куркара ҫитмӗлшер сикль кӗмӗл: апла таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫакӑ савӑтсенче мӗнпурӗ икӗ пин те тӑватҫӗр сикль кӗмӗл; 86. тӗтӗрмелли тултарнӑ ылтӑн тӗтӗркӗч вуниккӗ; таса сикль виҫипе шутласассӑн, кашни тӗтӗркӗчре вуншар сикль: тӗтӗркӗчсенче мӗнпурӗ ҫӗр ҫирӗм сикль ылтӑн; 87. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ вуникӗ пӑру панӑ тата вуникӗ така, пӗр ҫулхи вуникӗ путек панӑ, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни илсе пынӑ; ҫылӑх парни кӳмешкӗн вуникӗ качака таки илсе пынӑ 88. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ ҫирӗм тӑватӑ пӑру панӑ тата утмӑл така, [пӗр ҫулхи] утмӑл качака таки, [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи утмӑл путек панӑ; парне вырӑнне ҫу сӗрнӗ хыҫҫӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсама республика бюджетӗнчен вуншар ҫул хушши укҫа-тенкӗ уйӑрман.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Шупашкар хулинче индустри паркне тӑвас ӗҫ малалла пырать, унта халех вуншар предприятие тапхӑрӑн-тапхӑрӑн вырнаҫтарма площадкӑсем хатӗрлеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Патшалӑх харпӑрлӑхӗпе усӑ курасси унчченхинчен чылай тухӑҫлӑрах пулса пырать, республикӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑхӗсемпе усӑ курнӑшӑн кӗрекен укҫа-тенкӗ вуншар хут ӳсрӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Пачах урӑхла, эпир вуншар пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ производствӑсем туса хута ятӑмӑр, пысӑк ӗҫ укҫи тӳлекен пиншер ӗҫ вырӑнӗ йӗркелерӗмӗр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945