Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вити (тĕпĕ: вите) more information about the word form can be found here.
Ҫӗр айӗнчи лаша вити евӗр туйӑнакан нӳхрепре калама ҫук нӳрлӗ, сывлӑш таса мар — темле ҫӗрӗк кӑмпа шӑрши кӗрет тата тӗттӗм, куҫран чышсан та нимӗн те курӑнмасть.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗмӗш пичче йӗтем ҫине кӗрсе тухрӗ, сад тавралла тата ял урамӗпе ҫаврӑнса килчӗ, сӑрт ҫинчен лаша вити патне сиккипе хытӑ чупса анчӗ.

Третий брат проехал и на гумно, и вокруг сада, да ещё и по деревне, и шибко проскакал из-под горы к конюшне.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Кун хыҫҫӑн тепӗр пиччен черет ҫитрӗ, вӑл та чылайччен ҫӳренӗ хыҫҫӑн лашана хулӑпа ҫаптарса сӑрт ҫинчен лаша вити патне ҫитиччен сиккипе чуптарчӗ.

После старшего сел другой брат, и он ездил долго и тоже хлыстом разогнал Воронка и проскакал из-под горы.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Хура тӗтӗм витӗр лаша вити курӑнми пулчӗ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑна вите тӑррин хура ҫункавӗсем ялкӑшса илеҫҫӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ку — лаша вити, — терӗ Тави мӗн курнине хакламашкӑн хӑйӗн хурлӑхлӑ тӗлӗнӗвӗнче мӗнле те пулин вӑйлӑ танлаштару суйласа.

— Это конюшня, — сказала она, подбирая в горестном изумлении своем какое-нибудь сильное сравнение тому, что увидела.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

— Ну, турӑшӑн та, Пэдӑн таҫта чӑх вити юлнӑ-тӑр, вӑл селӗм те хӳхӗм автан пулнӑ иккен.

Ну, ей-богу же, у Пэда где-нибудь остался курятник, а он был славный петух.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Картишӗнче Калюков, ӗне вити кӗтессине тӑрса, чылайччен йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, тӑнларӗ, унтан тин Ехреме пӳрте кӗме хушрӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лаша вити килкартийӗнче тарӑн ҫӑл пурччӗ.

Во дворе конюшни находился глубокий колодец.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Урам вӗҫӗнче лаша вити, уйрӑм ҫынсенчен колхоз валли илсе тухса купаланӑ кӗлет-ампар, урапа-ҫуна лартмалли вырӑн пулнӑ.

В конце улицы была конюшня, амбар, сложенный из изъятых у частников для колхоза, место для саней и телег.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Урамӑн тури вӗҫӗнче халь — лавкка, арман, ӗне-выльӑх ферми, лаша вити, сылтӑмра — тырӑ кӗлечӗ-ампарӗ, йӗтем.

В верхней части улицы — магазин, мельница, коровник, конюшня, справа — амбар с зерном, ток.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Хам пӳртре сысна вити тума памастӑп! — терӗ те хуняма кинӗн япалисене урайне иле-иле печӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Зоотехник та пӑру пӑхакансем патӗнче тытӑнса тӑмарӗ — ӗне вити еннелле сулмаклӑ утӑмсемпе утса кайрӗ.

Зоотехник тоже не задерживался у телят — широким шагом пошел по направлению к коровнику.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Эмиль ашшӗ ним шухӑшласа тӑмасӑрах ӗне вити еннелле ыткӑнчӗ.

Папа Эмиля, разумеется, тут же помчался в коровник.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Э-э-э… тата кушака чӑх вити тавра хӑваласа чупатчӗ-ҫке…

Правда, он ещё гонял кошку вокруг курятника…

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫулла вӑл чӑх вити хыҫӗнчи хуралтӑра, хӗлле — мунча умӗнче пурӑннӑ; шартлама сивӗ вӑхӑтра утӑ сарайӗнче ҫывӑрнӑ.

Проживал он летом в клети, позади курятника, а зимой в предбаннике; в сильные морозы ночевал на сеновале.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Нумай шухӑшласа тӑмасть, кашкӑрпа пӗрле вити патне пырать те тӗлӗнсех каять.

Не долго думая пошел вместе с волком в хлев и что же увидел?

Кӗтӳҫӗпе кашкӑр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Анчах выҫӑ кашкӑр качака вити ҫине инҫетрен тахҫанах куҫ хывса хунӑ.

А на хлев уже давно издали поглядывал голодный волк.

Кӗтӳҫӗпе кашкӑр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вити яланах таса та ӑшӑ пулнӑ.

Конюшня у него всегда была убрана и надежно укрыта от непогоды.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Уҫӑп унпа пӑшӑлтаткаларӗ те, вӑл пире, выльӑх вити пекех тӗттӗм те лапра пӗчӗк пушӑ пӳлӗме ертсе карӗ.

Осип пошептался с нею, и она провела нас в пустую маленькую комнату, темную и грязную, как стойло.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӑру вити урлӑ, ревизи тунӑ чухнехи пек, хӑмасем хураҫҫӗ те, пӑрусене тепӗр еннелле пӗрерӗн-пӗрерӗн кӑларса шутлама тытӑнаҫҫӗ.

Накинули перегородку поперек телятника, как при ревизии, и стали выпускать во вторую половину по одному.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed